24 марта 2010 г.
ЧР ял хуçалăх министерствинче республикăри агропромышленность комплексне аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта апат-çимĕç тирпейлекен промышленность предприятийĕсен ертÿçисем те хутшăнчĕç.
Пĕри – малалла, тепри – каялла
Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Павлов кăçалхи икĕ уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май акă мĕн палăртрĕ. Çак тапхăрта апат-çимĕç производствин индексĕ пĕлтĕрхипе пăхсан 102,7 процентпа танлашнă. Выльăх-чĕрлĕх çăвĕ, сырпа тăпăрчă, эрех-сăра, çусăр сĕт юр-варĕ тата ытти продукци калăпăшĕ ÿснĕ. Çав хушăрах апат-çимĕç промышленноçĕн хăш-пĕр отраслĕнче кăтартусем япăхланнă. Сăмахран, çăкăр тата çăкăр-булка изделийĕсем, макарон, тутлă шыв, мороженăй, çăнăх, сăра, выльăх апачĕ, кăлпасси кăларасси 1,5–32 процент таран чакнă. Куславккари çăкăр комбиначĕ, Çĕнĕ Шупашкарти, Çĕмĕрлери, Сосновкăри çăкăр завочĕсем, «Çăкăр» пĕрлешÿ уйрăмах çителĕксĕр ĕçленĕ.
Республикăри кондитер отраслĕ продукци калăпăшне, пĕлтĕрхи икĕ уйăхрипе танлаштарсан, 26 процент ÿстернĕ.
Шел, январь-февраль уйăхĕсенче республикăра макарон изделийĕсем сахалрах, пурĕ те 1,5 пин тонна «91,3 процент» кăларнă. Çавăн пекех çăнăх авăртасси те япăхланнă. «Чăвашхлебопродукт» предприяти акă палăртнине 77 процент кăна пурнăçланă. Кунта юлашки виçĕ çулта чĕр тавар кăларасси вĕçĕмсĕр сахалланса пыни шухăшлаттарать. Унăн таварĕ вара ыттисенчен пĕртте япăх мар, пахарах та.
Рынокра вырăн тупма, суту-илÿ çыхăнăвĕсене йĕркелеме, çимĕçсене кăтартма пĕлменни чăрмантарать-тăр.
Комбикорм отраслĕ те йывăр лару-тăрура. Икĕ уйăхра ку апата тата унăн хутăшне пĕлтĕрхи çак вăхăтрин 63,2 проценчĕ чухлĕ кăна хатĕрленĕ. Чăх-чĕп фабрикисем, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен хуçалăхсем хăйсем комбикорм кăларма тытăнни те пÿлет пысăк предприятисен çулне. Республикăри сăра отраслĕн ĕçĕ те чăхăмлать. «Букет Чувашии» предприяти кăçал, пĕлтĕрхи икĕ уйăхри кăтартупа танлаштарсан, ĕç калăпăшĕн çуррине кăна пурнăçланă. Эрех, тутлă шыв кăларасси ÿснĕ пулсан минерал шывĕпе лару-тăру япăхрах.
Асăннă тапхăрта сĕт-çу завочĕсене 26,2 пин тонна сĕт кÿрсе килнĕ, ку – республикăра туса илекен чĕр таварăн 39,8 проценчĕ. Сĕт туянассипе тата унран юр-вар хатĕрлессипе «Молочное дело» «Çĕмĕрле», «Молочное дело – Алатырь», «Ядринмолоко» предприятисемпе «Юнимилк» компанин Шупашкарти сĕт-çу комбиначĕ лайăх ĕçленĕ.
Аш-какай тирпейлекен предприятисем чĕрĕ виçепе 981 тонна чĕр тавар туяннă. Кăтарту пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Вăрнарти, Етĕрнери аш-какай комбиначĕсем чĕр тавартан апат-çимĕç ытларах хатĕрлеме пултарнă. Шупашкарти аш-какай комбиначĕ вара производство калăпăшне виçĕ хут чакарнă.
Ырă тĕслĕх юнашар
Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырупа килĕшÿллĕн республикăра «Симĕс революци» старта тухрĕ. Тĕп ыйтусенчен пĕри – экологи енчен таса та паха апат-çимĕç туса илесси, ăна çитĕнтерме юрăхлă çĕр лаптăкĕсем палăртасси. Пĕтĕм Раççейри экологи фончĕ экологи енчен таса çимĕçсене палăртма конкурс йĕркеленĕ. Унта палăрнисем ятарлă сертификат илеççĕ, реестра кĕреççĕ. 2 çуллăха паракан документ тавара рынока çул хывма пулăшĕ. Ун пек çимĕçсене халăх та кăмăлласа туянать. Республикăри нумай предприяти паха, экологи енчен таса çимĕç туса илессипе пуян опыт пухнă. ЧР ял хуçалăх министерстви çакна çирĕплетсе парас тĕллевпе вĕсене конкурса хутшăнма сĕннĕ-ха, анчах темшĕн виçĕ предприяти кăна килĕшнĕ.
Хăш-пĕр ертÿçĕ паха продукцие вырăнти суту-илÿ предприятийĕсенче сутма йывăрри пирки каларĕ. Эпир хамăр çимĕçе кăтартма пĕлменнипе, рынок тапхăрĕнче ĕçлеме хăнăхса çитейменнипе çыхăнман-ши ку? Çĕнĕ технологие алла илни, ассортимента пуянлатнипе пĕрлех тавар «сăнне»-чĕркемне илемлĕ те сывлăхшăн сиенсĕр туни, рекламăлани, сутуçăсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни чылай ыйтăва татса парĕччĕ. Пухăннисем çакна «çавра сĕтел» хушшинчи калаçура та çирĕплетрĕç.
Ертÿçĕсемпе специалистсем «Юнимилк» компанин Шупашкарти сĕт-çу комбиначĕн, «Чăваш бройлерĕ» пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, çимĕçĕсене астивсе пăхса хакларĕç. Çак кун комбинатра çĕнĕ лини хута янă çĕре хутшăнчĕç. Автомат сĕт юр-варне экологие, çынна сиен кÿмен чĕркеме вырнаçтарать. Биополимер хушнă материал усă курнă хыççăн хăйне хăех çĕрĕшсе пĕтет. Унта çимĕç ытларах упранать. Талăкра 45 тонна продукци хатĕрлесе кăларма пулать çĕнĕ оборудованипе. Çакă малашне çимĕçе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне çул хывма пулăшĕ, продукци сутасси ÿсĕ. Тĕпрен çĕнелсе улшăннă заводра 40 ытла çимĕç хатĕрлеççĕ. Вырăнти суту-илÿ предприятийĕсем унăн таварне хаваспах йышăнаççĕ. Заводшăн чăрмав çук темелле, экономика кризисĕ те хăратмасть ăна. «Хальхи вăхăтра сирĕн куççуль никама та кăсăклантармасть», – терĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев рынокри суту-илÿри конкуренци ура хуни çинчен пăшăрханса пĕлтерекен ертÿçĕсене. Тĕрĕсех, хамăр чупмасан, тăрăшмасан никам та алă тăсса памĕ. Лайăх ĕçлекен предприятисем юнашарах, мĕншĕн вĕсенчен вĕренмелле мар-ха?..
Л.АЛЕКСЕЕВА.