24 марта 2010 г.
Комсомольски район пульницин тĕп тухтăрĕ, вырăнти Халăх пухăвĕн депутачĕ М.Федоров хăйне тĕрĕслев органĕсем ĕçри çитменлĕхшĕн штраф парсан пĕртте пăшăрханман. Нумай пуç ватман вăл, 4200 тенке сиплев учрежденийĕн шучĕпе тÿлесе татнă. Хăйĕн çумне те кÿрентермен, унăн штрафне те «3500 тенкĕ» хысна шучĕпех саплаштарма пулăшнă. Тĕп тухтăр йĕркене икĕ çул каяллах пăснă пулин те, право хуралĕ ултава çиеле кăларнă. Халĕ айăпа кĕнĕ çын пирки уголовнăй ĕç пуçарнă. Ăна суда ярса панă ĕнтĕ.
Комсомольски районĕ.
***
Ик айкки те тăвайкки мелĕпе пурăнни «Красноармейски сĕчĕ» тулли мар яваплă пĕрлешÿ директорне А.Гурьева саваламан сак çине çитернĕ. Предприяти районти хуçалăхсенчен хапăлласах сĕт туяннă, анчах вăхăтра тÿлеме васкаман. «Укçа çук», – юптарнă пуçлăх. Чăтăмлăхĕ пĕтнĕ «Чурачикское» предприяти 2009 çулта парăма шыраттарса илме тавăç тăратнă. ЧР Арбитраж сучĕ унăн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Çав çулах, май уйăхĕнче, «Красноармейски сĕчĕ» пĕрлешÿрен 2 миллион тенкĕ шыраттарса илме йышăннă. Вĕсене кура «Родник» хуçалăх та парăма тавăрттарас пирки заявлени çырнă. Тÿресем хальхинче те ял çыннисем майлă пулнă. Хаш сывласа янă çĕр ĕçченĕсем. Вĕсемшĕн тар тăкса тунă кашни пус шутра-çке. Анчах иртерех савăннă-мĕн. А.Гурьев суд йышăнăвĕсене пурнăçлама шутламан та. Саккуна пăхăнман пуçлăха Красноармейскинчи миравай судья айăпласа 15 пин тенкĕ штраф панă. Тÿресен йышăнăвĕ çине чăрт! суракан директорăн йăнăша тÿрлетме тиветех.
Красноармейски районĕ.
Л.АЛА.