АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ман килес!»

18 марта 2010 г.

1956 çул... Володарский урамĕнчи Пичет çурчĕн тăваттăмĕш хутĕнче «Капкăн» журнал редакцийĕ валли пĕртен-пĕр пÿлĕм уйăрнă. Виçĕ сĕтел, сулахай сĕтел хушшинче Прокопий Александров-Пралек ларать. Сылтăм енчи сĕтеле Николай Никитин яваплă секретарь йышăннă. Паллашрăмăр.

– Çĕнĕ ĕç пуçлатпăр, – тет Прокопий Егорович.

– Маншăн, чăн та, çĕнĕлĕх – пичет ĕçне тĕшмĕртместĕп. Тепĕр кунне виççĕмĕш сĕтеле фельетонсен пайĕн пуçлăхĕ Леонид Агаков йышăнчĕ. Мана алăк патĕнчерех ларакан сĕтел хушшине лартрĕç. Ĕç пуçланчĕ.

– Малтанах пире çăмăл пулмасть – сатирăллă текстсем çыракан тата карикатуристсем çук, çапах та август вĕçĕнче «Капкăнăн» малтанхи номерне кăлармалла, – тет П.Александров. Маншăн пĕлмен ĕç: ÿкерчĕксем, текстсем хатĕрлесе типографие ăсатмалла. Унта уйрăм сас палли – шрифтсенчен наборлаççĕ, ÿкерчĕксене цинк пластинки çинче тасатса йывăç хăма татăкĕ çине çыпăçтараççĕ. Кайран çаксене малтанах хатĕрленĕ макет тăрăх журнал кÿлепине вырнаçтармалла, ун хыççăн йăнăшсене тÿрлетсе пичете юрăхлă тумалла. Пĕрремĕш номере кăларассишĕн Н.Никитин секретарьпе чакаланатпăр.

Çак самантрах журналăн хуплашки валли ÿкерчĕк хатĕрлемелле. Михаил Жолобов художникпа мана эскиз тума хушрĕç. Эпĕ чăваш тĕрриллĕ кĕпе, хура костюм тăхăннă, икĕ аллинче «сатира» тата «юмор» текен чăматанпа кутамкка лартнă, сулахай аллине ручка тытнă çамрăк çын кĕлетки майлаштартăм, пуçĕ вырăнне капкăн ÿкертĕм. Ман эскиза редколлеги йышăнчĕ.

Ÿкерчĕк айне «Ман килес!» тесе çыртăмăр. Çак ÿкерчĕк журналăн пĕрремĕш номер хуплашкине кайрĕ. Ĕмĕрлĕхех журналăн визит карточки пулса юлчĕ.

Л.Я.Агаков, И.М.Алтын-Баш, Ф.Е.Уяр, Н.Никитин, Н.К.Сверчков тата Ст. Шавли юлташсенчен редакци коллегийĕ туса хучĕç. Эпĕ – журналăн тĕп художникĕ. Пирĕн редакци ыйтнипе «Крокодил» журналтан Наум Лабковский писатель-юморист килчĕ, вăл паха сĕнÿсем пачĕ. Пĕрремĕш номерте А.Быков, Г.Яковлев, Ю.Смирнов, В.Ермолаев, В.Филиппов, П.Дмитриев тата манăн ÿкерчĕксем пулчĕç.

П.Хусанкай, Я.Ухсай, Ст.Шавли, К.Чулкаç, А.Эсхель, Ст.Лашман – «Капкăнăн» активлă авторĕсем. Хĕрĕхмĕш çулччен тухса тăнă журналăн активлă художникĕ В.А.Филиппов та ÿкерчĕксем тума пуçларĕ. Вăл репресси шăпине чăтса ирттернĕ.

Ерипен журнал ура çине тăчĕ, республикăри районсенчен, тулай чăвашĕсенчен интереслĕ материалсем килме тытăнчĕç.

Н.Яковлев.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика