18 марта 2010 г.
Уçă варкăш вăй парать
– Геннадий Леонидович, «Вĕрентÿ» наци проекчĕ шкул пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне уçă варкăш вĕрсе кĕртме пултарчĕ-ши?
– Паллах, лару-тăрăва тĕпрен улăштарнă тесен те йăнăшмастăп. Акă эпир пилĕк çул хушшинче шкулти сĕтел-пукана, партăсене тĕпрен çĕнетрĕмĕр. Столовăйне çĕнĕ хатĕр-хĕтĕрпе пуянлатрăмăр: электроплита, холодильник туянтăмăр. Компьютер класĕ те йĕркелерĕмĕр. Халĕ сакăр ача пуçне пĕр компьютер тивет «республикипе 10 ачана». Интернет пур. Пирĕн пурлăхпа техника бази хуларисенчен пĕртте кая мар.
– Столовăйĕнче апатланни вĕренекенсен кĕсйине çÿхетсе хăвармасть-и?
– Туллин апатланма 10 тенкĕ кайса ларать. Хамăрăн 5 гектар çĕр пур, пахча çимĕç, улма-çырла ÿстеретпĕр. Менюра кулленех салат, пулă, аш-какай юр-варĕ.
– Пурлăхпа техника бази пуянланни ачасен пĕлĕвне ÿстерме пулăшрĕ-и?
– Ачасен вĕренес туртăмĕ ÿсни сисĕнет. Юлашки вăхăтра вăтам шкула кĕмĕл тата ылтăн медальсемпе вĕренсе пĕтерекенсем хушăнсах пыраççĕ. Пĕлтĕр сакăр çамрăк аттестат илчĕ, çиччĕшĕ аслă шкулсенче пĕлĕвне малалла ÿстерет. Иккĕшĕ вара Мускаври университетра. Çакă пирĕншĕн çитĕнÿ, ĕç-хĕл кăтартăвĕ.
– Ял ачисем хуларисемпе танлаштарсан хушма пĕлÿ çителĕклĕ илейменнишĕн пăшăрханмаççĕ-и?
– Çапла, ялта хушма пĕлÿ илме, пултарулăха аталантарма йывăртарах. Шкулта тÿлевсĕр кружоксем пур-ха, çапах сахал. Хулара пултарулăх центрĕсем, спорт шкулĕсем... Условисем йăлтах туса панă. Унччен пирĕн студи, хор, хореографи, сцена искусстви уйрăмĕсем ĕçленĕ. Ача-пăча хăйсен пултарулăхĕпе халăха савăнтарнă, конкурссене хутшăннă. Пĕлтĕрхи декабрьте вĕсем хупăнчĕç, шалу фончĕ пĕчĕкленнипе ертÿçĕсене тÿлеме пăрахрĕç. Ача-пăчан чун килĕшнине суйласа илме те çук. Пирĕн вара 163 вĕренекен. Пушă вăхăтне ăçта ирттермелле? Кÿкеçре Çамрăксемпе ача-пăча пултарулăх çурчĕ пур-ха, пирĕншĕн ытла инçе. Ишлей тăрăхĕнче тепре кирлех, унта ятарлă специалистсем ĕçлеччĕр. Тăрăн, Ишлей, Мемĕш, Катраç енче пурăнакансем те хушма пĕлÿ илме, пултарулăхне аталантарма пултарччăр.
– Хăвăрăн ĕçĕр-хĕлĕре мĕнле хаклатăр?
– Коллектив пысăк мар, анчах пĕчĕк йышпах курăмлă утăмсем тăватпăр. Кăшавăшсем район, республика ăмăртăвĕсенче, конкурссенче, олимпиадăсенче час-часах мала тухаççĕ. Кăçал «EXCELSIOR» конференци-фестивальте районта çĕнтерсе республикăра ăмăртма тивĕçрĕмĕр. Хамăрăн учительсемпе чăннипех мухтанма пултаратпăр. Е.Майков, В.Кармаков – РФ Вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, Л.Иванова, З.Варламова, К.Иванов аслă категориллĕ специалистсем. Ял учительне хăйне кăтартма йывăр тенипе килĕшместĕп. Ĕçле, тăрăш, тĕрлĕ конкурса хутшăн – самантрах асăрхаççĕ.
– Паянхи учителĕн мĕнлерех пулмалла?
– Чи малтанах интеллигент пулмалла. Халăхра ырă ят çĕнсе илмелле. Шел, халĕ учитель те, рабочи те хисепрен тухрĕç. Паянхи герой – банкир, олигарх. Телевизорпа та вĕсем хуçаланаççĕ. Тен, «Вĕрентекен çулталăкĕнче» пирĕн ĕçе тивĕçлипе хаклама тытăнĕç, учителĕн хисеплĕ ячĕ те таврăнĕ?
– Ял шкулĕн малашлăхĕ пур-и?
– Яла аталантарсан, ĕç вырăнĕсем туса парсан шкул та çĕкленет. Йăлтах пĕр-пĕринпе çыхăннă. Юлашки вăхăтра ял тăрăхĕсене пулăшма тытăнни пире те шанăç парать.