АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçа тесен

10 марта 2010 г.

Укçа тесен шапа та урине тăснă тенĕ. Ыттисем пирки мĕнех калăн ĕнтĕ кун пек чух; Шел, услам право органĕнче вăй хуракансене те самантрах кукăр-макăр çул çине тăратать. Акă анчахрах ЧР Аслă сучĕ шалти ĕçсен министерствин экономикăри преступление хирĕç кĕрешекен пай пуçлăхĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовнăй ĕçе пăхса тухма тытăннă. Милици майорĕ В.Дудин мĕнпе айăпа кĕнĕ-ха;

Тĕпчев органĕ ăна Çĕмĕрлери пайтаçăран сĕтев илнĕшĕн айăплать. Предпринимательрен пусахласа сĕтев илекене РФ Уголовнăй Кодексĕн 290-мĕш статйин 4-мĕш пункчĕпе айăпласшăн.

Ĕçе судра сÿтсе явнă май патшалăх айăплавçи Дудина 10 çул ирĕкрен хăтарма, 105 пин штраф пама тата патшалăх, право органĕсенче виçĕ çул ĕçлеме чарма ыйтнă. Уголовнăй Кодексăн 48 статйи тăрăх, В.Дудина милици майорĕ ятран та хăтарĕç. Мĕнле пулĕ йышăну; Сăмах _ тÿресене. Милици тумне варалакан айăпа ăнланма, намăсланма пĕлĕ-ши;

Тăкак _ 6 миллион тенкĕ

Услам, янтă укçа хыççăн хăваласа «Чăвашхлебопродукт» предприятин генеральнăй директорĕ те саккун урлă сиксе каçма хăтланнă. Мĕнле майпа;

2007-2008 çулсенче предприяти çăнăх хатĕрлеме организацисемпе уйрăм çынсенчен тĕрлĕ класлă тырă час-часах туяннă. Унăн хакĕсене П.Диомидов хăй палăртса хушу та кăларнă. Хаксем çĕршыври рынокринчен уйрăлса тăман, çавăнпа саккунлă темелле. Çапах алă пусса çирĕплетнĕ документа хăех пăснă. «Агрокапитал», «Мастер _ Д», «Агро-Ресурсы» пĕрлешÿсенчен темшĕн чĕр тавара чылай хаклăрахпа туянма кăмăл тунă. Тырри те ыттисенчен уйрăлса тăманнине пăхсах патшалăх укçине пĕр шеллемесĕр кăлара-кăлара тыттарнă. Тĕрĕссипе, хак уйрăмлăхĕ е ытлашши «тÿленĕ» укçа кĕçех ырă кăмăллă пуçлăх патнех таврăннă. Услам П.Диомидова çывăх тăракан фирмăсен хушшинче саланнă. Çапла майпа вăл предприятие 6 миллион тенкĕ тăкак кÿнĕ.

Шупашкарти Калинин район сучĕ пуçлăха РФ Уголовнăй Кодексĕн 160-мĕш статйипе айăпласа 5 çул ирĕкрен хăтарма йышăннă. Çемçе пукана саваламан сакпа улăштармах тивнĕ директорăн, айăпа йышăнманни те пулăшман ăна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика