АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçлăх çука хăварать

10 марта 2010 г.

 Услам танатине çаклансан хăпса пĕтме йывăр-мĕн. Шурлăх пек туртать хăй ытамне. Умри пĕртен-пĕр тĕллевпе - хăвăртрах пуяс ĕмĕтпе - пурăнакан çын никама асăрхамасть, уншăн намăс-симĕс çук, саккун çырман тейĕн. Тăван ял халăхĕ урлă каçса кайма та хатĕр вăл. Муркаш районĕнчи Ярославка ял тăрăхĕн ертÿçине Г.Пайгусова янтă пурнăç самантрах йĕркерен кăларнă.

Водитель - дирижер

Пилĕк çул каялла çынсем Г.Пайгусова пĕр саслăн Муркаш районĕнчи Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланă. Пултаруллă çамрăк ял пурнăçне çĕнĕ сывлăш вĕртсе кĕртес пирки иккĕленмен. Шел, шаннă кайăк йăвара пулман. Пуçлăха çынсен ĕмĕт-шухăшĕ, терчĕ-нуши пач кăсăк-лантарман. Ăна служба вырăнĕпе усă курса пуйса юласси канăçсăрлантарнă. Ĕмĕтне ял тăрăхĕн водителĕн шалăвне пысăклатнинчен пурнăçа кĕртме пуçланă. Мĕнле; Бюджет укçине çирĕп йĕркепе панă пулин те, Пайгусов урăх çул-йĕр тупнă. 2006 çулхи мартăн 17-мĕшĕнче хайхи хушу чĕрмекленĕ, водителе Ярославка Культура çурчĕ çумĕнчи ача-пăча хорне 0,5 ставкăпа дирижер-аккомпаниатора вырнаçтарнă. Юрать хут çинче кăна. Нотăна пач пĕлмен, музыкăна ăнкарман çын ачасене мĕн вĕрентетчĕ-ши; Çапах Е.Васильев водитель хушма ĕçшĕн куллен шалу илсе тăма манман. 2006-2008 çулсенче бюджета 66 пин тенкĕ ытла тăкак кăтартнă. Кĕçех «кĕлмĕç» укçи икĕ туса тивĕçтерме пăрахнă, ун çине алă сулнă. Ара, вĕсем çине кĕтмен çĕртен янтă пурлăх йăтăнса аннă мар-и;

Хуçалăх пурлăхĕ -

ман пурлăх

Çын ăш-чикне кĕрсе тухаймăн, вăрттăн шухăшне пĕлеймĕн тенĕ. Ярославкăсем Г.Пайгусова шанса-ĕненсе тепĕр пысăк йăнăш тунă. Çакă вун-вун çынна ĕçсĕр хăварнă, кооператива тĕпрен аркатнă. «Кам пĕлнĕ ăна», - тарăхаççĕ халĕ ялта пурăнакансем. Шел, чавса çывăх та çыртаймăн.

Ĕç-пуç 2008 çулхи март уйăхĕнче, Г.Пайгусова вырăнти «Чемеево» хуçалăх ертÿçин ĕçне пурнăçлама шаннинчен пуçланнă. Арçын çемçе пукана вăхăтлăх кăна йышăннине аван ăнланнă. Çавăнпа çăткăн ĕмĕтне тÿрех пурнăçлама тытăннă. «Хуçалăх пурлăхĕ - манăн пурлăх», - тенĕ пулас. Кооператив членĕсене васкавлăн пухăва пуçтарнă, вĕсене хуçалăх машини-тракторне уйрăм çынсене арендăна пама сĕннĕ. Капла предприятин тăкакĕ чакать, тупăшĕ ÿсет-мĕн. Каллех килĕшнĕ халăх. Пайгусова çакă çеç кирлĕ пулнă та. Хыççăнах пуху секретарьне - кооператив кассирне Л.Алексеевăна хайхи протокола тÿрлетме, çĕнетме хушнă.

- Банкран çур аки ирттерме кредит илме кирлĕ çакă, - суеçтернĕ хĕрарăма. Çĕнелнĕ документа ял çыннисем курас пулсан тĕлĕннипе лаках! ларнă пулĕччĕç. Ара, пухура техникăна арендăна мар, уйрăм çынсене сутма йышăннă иккен! Усал ĕмĕтне вĕçне çитерме кооперативăн унчченхи ертÿçине О.Рюппене улталаса таса хут çине алă пустарнă. Хыççăн унăн ячĕпе хуçалăх тракторĕсене, прицепĕсене, ял хуçалăх техникине сутма-илме договорсем хатĕрленĕ. Кĕçех çур аки çывхарнине пăхмасăр хаклă техникăна пĕр шелсĕр сапалама-ярăнтарма пикеннĕ. 5 тракторпа 4 прицепа хайхи водитель-дирижера, Е.Васильева 295 пин тенкĕпех сутса янă. 17 ял хуçалăх техники Пайгусов тăванне, С.Марков харпăрлăхне 85 пин тенкĕпех куçнă. Вĕсен чăн хакĕ - 945 пин тенкĕ ытла! Паллах, çакна ертÿçĕ аван пĕлнĕ, анчах çывăх çыннисене кÿрентерес темен курăнать. Хуçалăхăн çĕнĕ «Енисей - 1200-1НМ» комбайнне вара хăех прихватизациленĕ. Каллех чăн хакĕнчен вунă хут йÿнĕрехпе.

Пĕлĕтрен ÿкнĕ услам

Лăпланма вăхăт темелле ĕнтĕ. Анчах Пайгусов, ял хуçалăх кооперативне тĕпрен аркатса пурлăхне тăпăлтарса юлас ĕмĕтпе хавхаланнăскер, кĕçех сысна фермине куç хывнă.

- Кооператив сысна усраймасть, апачĕ, вăй-халĕ çителĕксĕр, парăмсемпе те татăлмалла. Сутмаллах! - юптарнă черетлĕ пухура çынсене.

Çынсем çĕнĕ ертÿçĕ çулне пÿлеймессе ăнланса илнипе алă сулнă кăна. Техникăсăр выльăх-чĕрлĕх мĕнле усрăн;

- Сыснасем сутатăп, йÿнĕпех, туян, - вĕçтерсе çитнĕ вăл А.Афанасьев пайтаçă патне.

Ăратлă 280 сысна 500 пин тенкĕ çеç тăнине пĕлсен лешĕ савăннипе кĕç-вĕç ташласа яман. Пĕлĕтрен ăнсăртран персе аннă телей кайăкĕ мар-им; Хĕпĕртесех укçа кăларса тыттарнă. Кайран тĕпчев выльăхсен пасар хакĕ 2114 пин тенкĕ пулнине çирĕплетнĕ.

Пайгусов укçа тумалли çĕнĕрен те çĕнĕ мел шутласа кăларнă. 2008 çулхи апрельте «Моргауши - Согласие» кредит кооперативĕнчен «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе çăмăллăх кредичĕ 600 пин тенкĕлĕх илнĕ.

Укçа ял хуçалăх техники юсама, минерал удобренийĕсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянма кирлĕ имĕш. Унтан кредитпа усă курнă процентне саплаштарма бюджетран субсиди илмелли укçапа тĕллевлĕ усă курнине çирĕплетекен суя документсем тăратнă. Çапла майпа патшалăх хыснине 34 пин тенкĕ пушатнă.

Пайгусов Васильева техникăна йÿнĕ хакпа ахальтен сутман. Кĕçех икĕ тус пайтаçă ĕçне туллин кÿлĕннĕ. Кооперативăн пушанса юлнă çĕрĕсем çинче килти пек хуçаланнă. Аренда договорĕ тумасăрах сухаланă-акнă. Тухăçĕ те предпринимательсен кĕсйинче тĕпленнĕ. Çапла вĕçленнĕ Муркаш тăрăхĕнчи «Чемеево» ял хуçалăх кооперативĕн шăпи. Çăткăнлăх, хапсăн-чăклăх ял халăхĕ вуншар çул пухнă пурлăха пĕр самантра аркатнă, кооператива çап-çара хăварнă, вун-вун çын ĕçсĕр юлнă.

Преступление уçса пама, уголовнăй ĕçе тĕпчесе вĕçне çитерме право органĕн самай тăрăшма тивнĕ. Кăçал февральте Муркаш район сучĕ тинех шавлă ĕçе пăхса тухнă. Ларура патшалăх айăплавçи - район прокурорĕн çумĕ Ю.М.Семенов Г.В.Пайгусова çирĕпрех явап тыттарма, 100 пин тенкĕ штраф пама ыйтнă. Тÿресем Г.Пайгусова 4 çул ирĕкрен хăтарма йышăннă. 2 çул та 6 уйăх пуçлăхра ĕçлеме чарнă. Штраф хисепĕ - 7 пин тенкĕ. Çапах та уголовнăй ĕç çине пăнчă лартнă теме иртерех-ха. Айăпланакансем çакăнпа килĕшмесĕр ЧР Аслă судне кассаци çăхавĕ çырнă. Мĕнпе вĕçленĕ вăл, çывăх вăхăтра пĕлтерĕпĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика