10 марта 2010 г.
2010 çулхи октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççей халăх çыравне Муркаш тăрăхĕнче мĕнле кĕтсе илме хатĕрленеççĕ-ши; Çак ыйтăва хускатрăмăр та эпир Чăвашстатăн предприятисен статистикин Муркаш районĕнчи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕпе З.Виноградовăпа тата А.Волков уполномоченнăйпа.
- Çырава хатĕрленсе нумай ĕç туса ирттертĕмĕр, - пуçларĕ хăйĕн сăмахне Зоя Иосифовна, - пĕтĕмĕшле илсен, перепись валли пурлăхпа техника базине хатĕрлесе çитернĕ, пурăнмалли çуртсене инвентаризациленĕ... Çак ĕçсем районта календарь планĕпе пăхнă пек пулса пыраççĕ. 2009 çулта палăртнине йăлтах пурнăçланă.
Пĕлтĕр пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕрне вĕçлерĕмĕр - ялсенчи çуртсен списокне туса пĕтертĕмĕр. Регистраторсем çуртсен списокĕсене тĕрĕслесе тухрĕç, картографи материалĕсем вырăнсенчи çурт-йĕрпе пĕр килнине палăртрĕç, - пĕлтерет З.Виноградова. - Регистраторсем пулса ĕçлеме вăхăтлăха 24 çынна явăçтарнă. Виçĕ эрне хушшинче вĕсем кашни ялтах пулчĕç, карттăсем çинчи кашни çурт ăçта вырнаçнине палăртрĕç, çĕнĕрен туса лартнисене унта кĕртрĕç, сÿтнине е çунса кайнине кăларчĕç. Çак çĕнĕ кăтартусемпе усă курса çĕнĕ картографи материалĕ хатĕрленĕ.
Малтанхи кăтарту тăрăх Муркаш енче 177 ял, 14320 çурт-йĕр, пурăнмалли тата пурăнмалла мар пÿлĕмсем «хваттерсем, пÿлĕмсем» 15309 шутланаççĕ, ялан пурăнакан çынсем 36244-н.
- Çывăх вăхăтра халăх çыравне хутшăнакан çынсене суйласа илсе вĕсене вĕрентессине йĕркелемелле, - теççĕ З.Виноградовăпа А.Волков. - Яваплă, пуçаруллă, пултаруллă çынсене явăçтарни ĕç пахалăхне ÿстерĕ. Вăхăтлăх ĕçе вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсемпе преподавателĕсене, предприятисен, учрежденисен тата обществăлла организацисен ĕçченĕсене, ĕçпе тивĕçтерекен центрта шута илнисене, пенсионерсене, кил хуçи хĕрарăмĕсене хутшăнтарма пулать. Районти 152 çын вăхăтлăх ĕçе вырнаçнă. Ял тăрăхĕсене çыравçа вырнаçас текенсенчен шанчăклă çынсене суйласа илме ыйтнă.
- Çыравçăсене ытти çынран мĕнпе уйăрса илме пулĕ;
- Вĕсене ятарлă кепка, портфель, шарф, кăкăр çине çакмалли паллă, удостоверени парĕç. Ялта пурăнакансем пĕр-пĕрне пĕлсе çитнĕрен ку енĕпе чăрмавах пулмĕ, - хуравларĕç вĕсем.
Перепиçе хутшăнакансене вĕрентесси тата çыравçăсен ĕç пÿлĕмĕсене йĕркелесси, вĕсене транспорт тата çыхăну хатĕрĕсемпе тивĕçтересси те тĕп вырăнта. Çакна вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çыхăнса туса пыма палăртаççĕ кунта.
- Перепись çитиччен палăртнă ĕçсене мĕнле пурнăçламаллине уçăмлатма тĕрĕслевсем ирттерсен аван. Хăйсен ĕçĕ-хĕлне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыравшăн яваплă çынсем мĕнле пурнăçланине пĕлме мониторингсем йĕркелени вырăнлă. Адрес хуçалăхĕ мĕнле шайра пулнине район администрацийĕн, вырăнсенчи ял тăрăхĕсен специалисчĕсен тĕрĕслесех тăма, ун пирки отчетсене кашни уйăхрах патшалăх статистикин вырăнти органне тăратма тивет, - тет З.Виноградова.
Халăх çыравне тивĕçлĕ шайра ирттерессипе çынсен хушшинче информаципе ăнлантару ĕçне анлăн сарни пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе Муркашсем ятарлă план туса хатĕрленĕ.
Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕн материалĕсемпе ятарлă стендсем район администрацийĕнче, ял тăрăхĕсенче тата ытти учрежденире вырнаçтарнă. Унти материалсене çĕнетсех тăраççĕ. Информаципе ăнлантару ĕçĕн тĕп тĕллевĕ - обществăлла шухăш-ăнлава çирĕплетесси. Граждансем çырав ирттерекенсемпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме хатĕр пулччăр.
- Ăнлантару ĕçне район хаçачĕ урлă саратпăр. Мероприятисенче халăхпа тĕл пулса калаçатпăр. Çак ĕçе район администрацийĕн пай пуçлăхĕсем, специалистсем, ял тăрăхĕсем те пĕрле туса пыраççĕ. Шел, вырăнта радио çукки кансĕрлет. Чăваш наци радиовĕ кашни ялтах калаçмасть çав. Халăх перепиçĕ çĕнĕлĕх мар темелле, унччен те унта çынсем хутшăннă, пĕлеççĕ, ăнланаççĕ вăл кирлине, - теççĕ кунта.
- Юлашки çырав чăвашсен хисепĕ сасартăк чакса кайнине кăтартнă. Сăлтавне мĕнре куратăр;
- Ялсенче перепиçре хăш наци çынни пулнине тĕрĕсех кăтартĕç. Эпир çак таранччен чăваш пулнă, чăвашах юлатпăр. Хуласенче вырăсланас пулăм вăй илни çыравра та сисĕнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене вырăсланма пулăшни пирĕн йыша чакарать, - хуравлать Александр Сергеевич. - Тата демографи лару-тăрăвне те шута илмелле.
Çыравччен вăхăт сахалрах та сахалрах. Ăна тĕплĕн хатĕрленсе ирттересси патшалăх статистикин органĕнчен çеç мар, ытти ведомство, яваплă çынсем хăйсен тивĕçне епле пурнăçланинчен те килет.
Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕ пирки мĕн шутлаççĕ Муркашсем; Вĕсен шухăшĕпе паллашар-ха.
В.Смирнова, вĕрентекен:
- Пирĕн халăх мĕнле пурăннине, пурăнмалли условисене, тупăш шайне, пĕлĕвне пĕлме пулăшать перепись. Çаксене, çынсен хисепне пĕлни правительствăна çĕршывра социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарма тĕрлĕ программа йышăнма кирлĕ. Çырав - пуласлăха çул хывни.
И.Ефимова, студент:
- Çырав кăтартăвĕсем тăрăх кашни çынна шутласа, унăн пурнăç шайне палăртса малалла ĕçлеме план тăваççĕ. Мана чăваш йышĕ чакни пăшăрхантарать. Кунта ашшĕ-амăшĕн айăпĕ те пур. Чăвашсемех ачисене вырăсла калаçтарса, тăван чĕлхерен ютшăнтарса ÿстереççĕ. Эпĕ чăваш пулнишĕн пĕртте вăтанмастăп, хулара тăван чĕлхепех калаçатăп. Çыравра та тĕрĕснех пĕлтерĕп.
В.Афанасьева, экономист:
- Перепись кирлех. Пирĕн йыша, эпир мĕнле пурăннине пĕлсен пурнăçа аталантарма тивĕçлĕ мерăсем йышăнĕç. Чăваш пулнă май ачасене те çаплах çыртаратăп. Суйса каланипе çав-çавах урăх наци çыннине тухаймăн. Пирĕн хамăр халăха çĕклемелле.
Ю.Павлов, вăхăтлăха ĕçлемест:
- Çырава кирлĕренех ирттереççĕ пулĕ. Çĕршыври ĕçсĕррисен йышне пĕлсе правительствăра лайăх шалуллă ĕç вырăнĕсем йĕркелесен аванччĕ те. Нацие палăртасси пирки каласан, кашнин хăйĕн ирĕкĕ. Çапах, ман шутпа, тĕрĕссине каланине нимĕн те çитмĕ.
Э.Сокрашкин, юрист:
- Юлашки çырав хыççăн çĕршывра мĕнле социаллă процессем пулса иртнине, вĕсем лару-тăрăва мĕнле витĕм кÿнине пĕлме кирлĕ. Ăна кура социаллă пурнăçпа экономикăн аталанăвне планлаççĕ.