10 марта 2010 г.
Ача çуратакана мар, ăна пăхса çитĕнтерекене анне теççĕ. Ют пепкене хăйсен хÿттине илсе ура çине тăратакансем республикăра йышлансах пыраççĕ. Хăшĕ опека мелĕпе йĕркелеççĕ çак ĕçе, теприсем усрава илеççĕ. Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă ялĕнче пурăнакан Екатерина Петровнăпа Василий Алексеевич Исаевсем усрав çемье шутне кĕреççĕ. «Таня та, Андрей та хăйсен хушамачĕпех çÿреççĕ. Патшалăх вĕсене те, пире те укçа парать, - паллаштарать çак йĕркепе кил хуçи хĕрарăмĕ. - 14 çул тултарсан, тен, пирĕн хушамата илĕç. Паллах, ку - вĕсен ирĕкĕ».
Таня - улттăра, ялти садика çÿрет. Андрей вара - çулталăк та тăватă уйăхра.
Амăшĕпе кун кунлать вăл. Пуринпе те интересленекенскер, лара-тăра пĕлмест. «Андрея 6 уйăхра чухне илсе килтĕмĕр, - тет Екатерина Петровна. - Амăшĕнчен уйăрсан район больницине вырнаçтарнă. Шăпах çакăнта тĕл пултăмăр ăна. Пысăк, кăн-кăвак куçсене курсан: «Ку - пирĕн», - терĕм».
Пĕчĕк чун халĕ хăй чĕлхипе пуплет. Исаевсене «атте», «анне» тесе хисеплет. Чăн та, уншăн урăх атте-анне çуках. Çĕрле те унăн кравачĕ умĕнче тăпăртатать туслă мăшăр.
«Шăпа мана икĕ хутчен качча кайма пÿрчĕ, - малалла сăмахлать Е.Исаева. - Малтанхи упăшкаран пĕр ывăл пур. Ватлăх енне ăраскала çак тăрăхра тупрăм. Хам Патăрьел районĕнчен. Шел те, ача пулмарĕ пирĕн. Çавна май ют пепкесене хамăр хÿтте илме шут тытрăмăр. Тÿрех калатăп, укçашăн мар. Ял халăхĕ чылай сăмахларĕ кун пирки. Ырă сунакан та, усалпа варалакан та тупăнчĕ».
Екатерина Петровна, маларах ялти ача садĕнче воспитательте ĕçленĕскер, Таньăпа, Андрейпа пĕр чĕлхе тупнă. Вĕсемпе тĕрлĕ вăйă вылять, халап-юмахпа паллаштарать. «Эпĕ те часах аннене пулăшма тытăнатăп, - чĕвĕлтетет хĕр пĕрчи. - Чашăк-тирĕк çăватăп, теттесене те хамах пуçтаратăп. Кăштахран урай сĕрме тытăнăп».
«Ачасемпе кун иртнине те туймастăп, - савăнăçне пытараймасть кил хуçи хĕрарăмĕ. - Ĕçрен пушă пÿрте килсе кĕме çав тери асапчĕ. Çавăнпа та хамăр шухăша çине тăрсах пурнăçларăмăр. Çакăншăн пĕрре те ÿкĕнместĕп».
Василий Алексеевич - ăста платник. Килĕнчи хăш-пĕр сĕтел-пукана та хăех ăсталанă вăл. Унсăр пуçне пуканелле выляма хĕрне ытти хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтернĕ. Кунтах пĕчĕк кравать те, пукан та пур. Туслă çемьере пурте кирлĕ çав.
«Маларах чÿрече ани çинче хăяр çитĕнтерме кăмăллаттăм, - малалла сăмахлать Екатерина Петровна. - Халĕ ку ĕçпе аппаланаймастăп. Ачасем кăштах ÿссен пĕрле ĕçлĕпĕр».
Пĕр тăвансем пек туслă çитĕнеççĕ Андрейпа Таня. Шăпа вĕсене ырă çемьене илсе çитернĕ. Ют йăвара пулин те атте-анне ăшшине туйса, курса çитĕнеççĕ вĕсем, пурнăçа юратма вĕренеççĕ.
Çак икĕ пĕчĕк чун, хĕвел шевли евĕр, кил-çурт илемне кÿреççĕ, Исаевсене савăнăçпа телей парнелеççĕ.