09 марта 2010 г.
Чăваш Республикин суту-илÿпе промышленность палати тата ЧР журналистсен союзĕ массăллă информаци хатĕрĕсен «Раççей экономикине чĕрĕлтерессишĕн» темăпа 2009 çулта иртнĕ конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Комисси паянхи пысăк пĕлтерĕшлĕ темăна «Хресчен сасси» аван çутатса пынине палăртнă, ăна диплом тата хаклă парне пама йышăннă.
Дипломпа хаклă парнене Алексей Мулянов «Чăваш телевиденийĕпе радиовещани комитечĕ», Марина Муллина ««Поволжье» информаци агентстви», Наталия Николаева «Reanom федераци информаци агентствин Чăваш Ен редакцийĕ» те тивĕçнĕ.
Чăваш Республикин суту-илÿпе промышленность палати тата ЧР журналистсен союзĕн правленийĕ «Раççей экономикине чĕрĕлтерессишĕн» конкурса 2010 çулта та ирттерме йышăннă.