АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт кÿлли е чăх кулли

03 марта 2010 г.

 Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресчен «фермер» хуçалăхĕсенче хальхи вăхăтра ĕне пуçне талăкра 10,9 килограмм сĕт сăваççĕ «2009 çулхи çак тапхăрта - 10,2». Комсомольски, Елчĕк, Етĕрне районĕсенче ку кăтарту пысăкрах, 13,4 - 12 килограмм. Çав вăхăтрах Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Канаш, Çĕрпÿ тăрăхĕсенче 7-8 килограмм кăна.

Чи малта - Етĕрне районĕнчи «Родина» хуçалăх. Чăн-чăн сĕт кÿлли тейĕн. Кунта - кашни ĕнерен талăкра 21 килограмм сĕт сăваççĕ. «Яманчурино» «Елчĕк», Суворов ячĕллĕ «Муркаш районĕ» хуçалăхсенче те кăтартăва лайăхлатсах пыраççĕ. Вăрмар енчи «Родина», Шупашкар районĕнчи «Гвардеец» хуçалăхсенче вара качакасем усраççĕ тейĕн. Ара, кашни ĕнерен талăкра 2-3 килограмм сĕт илнипех çырлахаççĕ. Тен, сĕт лайăх антаракан качакасем туянмалла вĕсен. Чĕр таварĕ паха, тăкакĕ те сахалрах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика