АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пултаруллă» директор

03 марта 2010 г.

Осипова «хушаматне улăштарнă» çамрăк-ха, вăтăрта кăна. Çапах «Березка Р - 49» магазин директорĕн пуканне йышăнма та ĕлкĕрнĕ. Çĕнĕ çĕрте хăйне шыври пулă пек туйнă. Пурнăç ăнса пынăшăн савăннипе çанă тавăрса ĕçле те ĕçле темелле. Янтă укçа пуçлăха тÿрĕ çултан хăвăрт пăрнă. Хĕрарăм 2007-2008 çулсенче служба вырăнĕпе усă курса «Росинка» тулли мар яваплă пĕрлешĕве 67 пин тенкĕ ытла тăкак кÿнĕ. Ĕçлемен сутуçăшăн шалу илсе пурăннă пуçаруллă директор.

Анчахрах Шупашкарти Ленин район сучĕ çак ĕçе пăхса тухнă. Осиповăна виçĕ çул ирĕкрен хăтарма йышăннă. Приговор хĕрарăмăн ачи 14 çула çитсен пурнăçа кĕрĕ. Айăпланакан ку йышăнупа килĕшмесĕр ЧР Аслă судне кассаци çăхавне çитернĕ. Аслă тÿресем приговора çаплипех хăварнă. Чавса çывăх та çыртаймăн çав.

Сĕтев мĕн хак?

ЧР шалти ĕçсен министерстви çумĕнчи следстви управленийĕн аслă следователĕ О.Журавлев саваламан сак çине лекессе усал тĕлĕкре те тĕлленмен-тĕр. Эх, çав кукăр алла! Мĕн çитмест ăна; Çак сăлтавпах нумаях пулмасть право органĕ О.Журавлева РФ Уголовнăй Кодексĕн 290,285-мĕш статйисемпе айăплама ĕç пуçарнă.

Аслă следователĕн А.Матвеев тĕлĕшпе пуçарнă уголовнăй ĕçе тишкернĕ май ăссăрла шухăш çуралнă. Ахăртнех, ăна Матвеевăн машинине ухтарнă чухне тупнă 300 пин тенкĕ канăç паман. Хайхи укçана тĕпсĕр кĕсйине пĕтĕрсе чикме тĕлĕнмелле мел шутласа тупнă. Ют пурлăха тÿрех ярса илеймĕн. Эппин, урăхларах, чеерех пулмалла. Журавлев Смелова Матвеевăн тăванĕ пулнине пĕлнĕ-ха, анчах ăна свидетель шучĕпе тĕпченĕ чухне çакна протоколта тĕрĕс кăтартман, пытарнă.

Унтан Журавлев хĕрарăма 300 пин тенкĕ тавăрса панă. Янтă укçа кĕçех аслă следователь аллине куçнă. Сĕтев пулăшнипе, Журавлев тăрăшнипе Матвеева судчен хупса тытас вырăнне салук хывса ирĕке кăларнă.

Анчах пакунлине çакă та сахал пек туйăннă пулас, айăпланаканран укçа сăптăрмалли çĕнĕрен те çĕнĕ мелсем шутласа тупнă. Хайхи саккуна пăссах уголовнăй ĕçе чарса лартнă. Уншăн Матвеевран каллех 100 пин тенкĕ сĕтев илнĕ, унтан 50 пин тенкĕ. Хăйне çука хăварнине ăнланса Матвеев текех сĕтев пама килĕшмен. Тÿнтерле пулăшу пирки сас-хура право органне çитнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика