03 марта 2010 г.
Республикăри ял хуçалăх организацийĕсенче, хресчен «фермер» хуçалăхĕсенче 17,4 пин ытла çын вăй хурать. Анчах мĕнле условисенче? Чăн та, юлашки вăхăтра агропромышленность комплексĕнче тăрăшакансен ĕç условийĕсене лайăхлатассипе чылай тăрăшнă. Пысăк тата вăтам предприятисенче ĕç сыхлавĕн службисене йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра ку енĕпе 286 комитет тата 563 профсоюз уполномоченнăйĕ тăрăшаççĕ. Аллă çынран ытларах шутланакан коллективсен 88 процентĕнче ĕç сыхлавĕн службисем пур.
Ĕç сыхлавĕн чылай ыйтăвне предприяти-организацин коллективлă договорĕсенче пăхса хăвараççĕ. Профсоюз организацийĕсем йĕркеленĕ çĕрте ăна çирĕп пăхăнма тăрăшни сисĕнет. Комсомольски, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне, Елчĕк районĕсенче çак ĕçе лайăх йĕркеленĕ.
Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕ, «Акконд», «Букет Чувашии», «Шупашкарти сĕт-çу комбиначĕ», «Юнимилк» Компани» пĕрлешÿсенче хăрушсăрлăх енĕпе тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ. Вĕсенче санитарипе йăла, душ, кану пÿлĕмĕсем, сауна, медицина пункчĕсем тата ытти пур. Юлашки вăхăтра çак предприятисенче йывăр суранланнă тĕслĕх пулман темелле.
Анчах ял хуçалăх отраслĕнче лару-тăру çивĕч-ха. Иртнĕ çул АПКра ĕçре 32 инкек сиксе тухнă. Çав шутран улттăн йывăр аманнă, виçĕ çын вăхăтсăр вилнĕ.
Инкек-синкекĕн сăлтавĕ - ĕç-хĕле япăх йĕркелени, яваплă çынсем, ĕçченсем дисциплинăна, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни. Хуçалăхсенче вăй хуракансене ĕç хăрушсăрлăхĕн мелĕсемпе çиелтен кăна паллаштарни, оборудованисемпе машинăсем юхăнса çитни те инкек патне çитерет. Хальхи вăхăтра акă республикăра тракторсен 75 проценчĕн усă курас вăхăчĕ тухнă. Ĕç вырăнĕсене аттестацилеме ял хуçалăхĕн укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе çакăн çине алă сулнă. АПКра професси чирĕпе аптракансен йышĕ ÿсет. Иртнĕ çул каллех çичĕ çын чирлине тупса палăртнă.
Çĕр çыннисен паянхи куна та чылай ĕç-хĕле алă вăйĕпе пурнăçлама тивет. Пăчă, тусанлă çĕрте вентиляци çук, хĕллехи тапхăрта вара йăла, производство çурт-йĕрне хутса ăшăтмаççĕ, ĕç вырăнĕсенче çутă çителĕксĕр. Тин йĕркеленнĕ предприяти-организацире çитменлĕх уйрăмах курăнать. Ертÿçĕсем çынсен сывлăхне упрама, инкексĕр ĕçлеме условисем туса пама кирлине ăнкарсах çитеймеççĕ тейĕн.
2009 çулта ЧР патшалăх ĕçлев инспекцийĕ АПК организацийĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн ĕç сыхлавне пăхăнман 1569 тĕслĕх тупса палăртнă. 173 яваплă çынна ĕçрен хăтарнă. 213 штраф «484,1 пин тенкĕлĕх» панă. Çакăн хыççăн, тен, ертÿçĕсем çынсене йĕркеллĕ вăй хума, канма условисем туса парассипе тимлĕрех ĕçлеме тытăнĕç?