АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсем - чи лайăх пайтаçăсем

03 марта 2010 г.

 Шупашкарти Регионсен хушшинчи суту-илÿ центрĕнче 2009 çулти «Чи лайăх предприниматель» тата «Хăвăн ĕçне йĕркеле» конкурссен çĕнтерÿçисене чысларĕç. Республика пĕлтерĕшлĕ мероприятисене çулсерен йĕркелесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Конкурссем талантлă çынсене палăртма, хавхалантарма май параççĕ, ыттисене пуян опычĕпе паллаштараççĕ. «Чăваш Енĕн 2009 çулти чи лайăх предпринимателĕ» конкурса хутшăнма 250 çын кăмăл тунă. Комисси витĕр аллă çын тухса хисеплĕ ята çĕнсе илессишĕн малалла кĕрешнĕ. Вĕсем - пысăк тата пĕчĕк бизнеса йĕркелесе-тытса пыракансем. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕрпÿ хулисемпе Муркаш, Елчĕк, Улатăр районĕсенчи ĕçченсем уйрăмах хастарлăх кăтартнине палăртмалла.

«Хăвăн ĕçне йĕркеле» конкурс вара - пуçаруллă çамрăксем валли. Пĕлтĕр унта 19-ăн хутшăннă.

Çĕнтерÿçĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский, Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.Гапликов, экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕ И.Моторин саламларĕç.

Тĕрлĕ номинацире акă камсем палăрчĕç: А.Марушин «Улатăр районĕ», Е.Афанасьева «Çĕнĕ Шупашкар», «Спектр», «Асамат», «Винная карта», «Янтарь», «Мост», «Декор», «1-мĕш апат-çимĕç комбиначĕ», «Эмаль», «Фирма «Акконд-Агро» пĕрлешÿсем.

Пĕлтĕр конкурса çĕнĕ - «Çулталăкри налук тÿлекен чи лайăх пайтаçă» номинаци кĕртнĕ. Тĕрĕсех, пайтаçăсен, предприяти-организацин тÿрĕ кăмăллăхĕнчен бюджета мĕн чухлĕ тупăш пуçтарăнасси килет. Унта пухăннă укçа-тенкĕ республикăн социаллă пурнăçпа экономикине аталантарма каять. Эппин, налук укçи хамăрах таврăнать. Иртнĕ çул «1-мĕш апат-çимĕç комбиначĕ» пĕрлешÿпе А.Марушин налук вăхăтра та туллин тÿленĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсем, парнесем парса хавхалантарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика