АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырăва - ырă шухăш-кăмлпа

18 февраля 2010 г.

 Республикăра Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленесси вăй илсех пырать. Иртнĕ çулсенче ку енĕпе пысăк, курăмлă ĕç-хĕл тунă. Чăвашстатра, район-хулара ятарлă комиссисем йĕркеленĕ, ĕç планĕсене çирĕплетнĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятин пурлăхпа техника базине çирĕплетесси, пурăнмалли çурт-йĕре инвентаризацилесси, ял-хула хуçалăхне йĕркелесси те тĕп вырăнта пулнă. Урам ячĕсене, çурт, подъезд тата хваттер номерĕсене палăртасси вĕçленнĕ ĕнтĕ. Пурĕ 250,7 пин çурт тĕрĕсленĕ, çав шутран 40,3 пинĕшне йĕркене кĕртмеллине палăртнă. 2010 çул тĕлне çак хисеп 4,2 пине çити чакнă. Тĕллеве пурнăçа кĕртме тĕрлĕ çăл куçран пилĕк миллион тенкĕ уйăрнă.

Федераци миграци службин Чăваш Енри управленийĕ те пысăк ĕç туса ирттернĕ. Хатĕрленÿ тапхăрĕнче республикăра пурăнакансен 98,7 процентне тĕрĕсленĕ. Хулари 8,6 пин, ялти 1,8 пин çын регистраци йĕркине пăхăнманни курăннă. Тĕпрен илсен, вĕсем хуçалăх кĕнекине çырăнманнисем е унтан кăларманнисем.

Халăх çыравĕ çывхарнă май кăçал татах пысăк ĕç-хĕл тума тивет. Çакă вăхăтлăх перепись ĕçченĕсене вĕрентесси, çурт-йĕре сыхласси, транспорт хатĕрĕпе, çыхăнупа тивĕçтересси... Пĕр сăмахпа каласан, çыравччен палăртнине туллин пурнăçласа мероприятие чăрмавсăр, йĕркеллĕ ирттерме условисем туса парасси.

Перепись вăхăтлăха пулин те, çĕршер çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерĕ. Кăçал акă çак ĕçе 5,6 пин çынна явăçтарма палăртнă. Ку çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ, унчченхи перепиçсенче опыт пухма ĕлкĕрнĕ темелле. Çыравçăра ĕçлекен граждансем, ĕçсĕррисем, пенсионерсем, студентсем вăй хума пултарĕç. Çапах тĕп шăнăр - студентсем. Аслă тата вăтам вĕрентÿ учрежденийĕсенче ăнлантару-хатĕрленÿ ĕçне тытăннă ĕнтĕ. Çамрăксем пулăшма килĕшни, ăнланма тăрăшни савăнтарать.

Паллах, халăхпа та çыхăнăва çирĕплетмелле. Граждансем çыравçăсемпе килĕштерсе ĕçлеме, пулăшма хатĕр пулччăр.

Мероприяти ирттерме укçа-тенкĕ самай кирлĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çакна валли каякан тăкакĕсене федераци бюджетĕнчен субвенци шучĕпе 2010-2011 çулсенче саплаштараççĕ. Чăваш Еншĕн 2010 çулти субвенци хисепĕ 5308,1 пин тенкĕ - пĕтĕмĕшле хисепĕн 30 проценчĕ. Ыттине, 70 процентне, çитес çул уйăрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика