11 февраля 2010 г.
Перепись – Раççейĕн летопиçĕ, унăн историйĕ, халăх кун-çулĕн тĕкĕрĕ. Çырав халăхăн хисепне палăртма, çĕршыври социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне тĕрĕс хаклама пулăшать. Ăна кура ĕнтĕ правительствăра аталану çул-йĕрне палăртаççĕ, йышăнусем кăлараççĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти ирттересси ăçтан пуçăннă-ха?
Çĕршывра халăха шута илесси тутар-монгол тапăнса кĕнĕ тапхăртан пуçăннă. Вăл вăхăтра хуçалăхсене шута илсе çурт-йĕршĕн куланай тÿлеттернĕ. Каярахпа, XIV–XVI ĕмĕрсенче, çыраври кăтартăва ятарлă «çыру кĕнекинче» паллă туса пынă. XVII ĕмĕрте хуçалăхшăн «кил-çурт» кăна налук хывнă, халăха шута илнине килĕрен çырса тухни тесе палăртнă.
1718 çулта Аслă Петр указ кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн çыравçăсене хăш çемьере тата ялта мĕн чухлĕ арçын пулнине пĕлме çулталăклăх вăхăт панă. Çапла майпа хатĕрленĕ списока виçĕ çултан кăна çÿлтисем патне çитерме пултарнă. Тепĕр виçĕ çул вара вĕсене тĕплĕн тĕрĕсленĕ, «ревизи» тунă. Çакăн хыççăн Раççейре халăха шута илнине «ревизи» теме тытăннă. Крепостла йĕркене пĕтериччен вунă ревизи иртнĕ. Çапах вĕсем лару-тăрăва, çынсен йышне тĕрĕс уçса парайман. Мĕншĕн тесен списока кашнине мар, хырçă-марçă тÿлекенсене çеç кĕртнĕ. Çавăнпа ĕнтĕ шута илесси вăраха кайнă: помещиксем куланай тÿлекен халăха патшалăхпа пайлама васкаман, çÿлтен ыйтнине вăхăтра пурнăçламан. Çавна май чылай вилнĕ çын çаплипех чĕрĕ шутланса тăнă.
1861 çулта, реформа хыççăн, халăх çыравне уйрăм хуласенче, губернисенче ирттерме тытăннă. Хальхинче вара пурăнакансене мар, çуртра пропискăра тăракансене шута илнĕ.
1897 çул пуçламăшĕнче Раççей империйĕнче пĕрремĕш хут пĕтĕмĕшле халăх перепиçĕ ирттернĕ. Çак перепись XIX ĕмĕр вĕçĕнчи Раççейри халăх хисепне, йышне тĕп-тĕрĕс уçса паракан пĕртен-пĕр çăлкуç.
Совет тапхăрĕнче вара вăл малтанхи хут 1920 çулта граждан вăрçипе юхăнчăк тапхăрĕнче иртнĕ. Çĕршывра пурăнакансен 72 процентне кăна шута илме май килнĕ. Мĕншĕн тесен вăрçă пыни ĕçе вĕçне çитерме паман. Тепĕр виçĕ çултан каллех çак ĕçе пикеннĕ, анчах хальхинче хуласемпе хула йышши поселоксенче пурăнакансем, промышленность тата суту-илÿ предприятийĕсем ытларах кăсăклантарнă çыравçăсене.
1926 çулхи декабрьте çĕршывра пĕрремĕш хут халăх çыравне туллин ирттерме, пурне те шута илме пултарнă. Перепиçе хатĕрленнĕ май В.Г.Михайловский, О.А.Квитко паллă статистиксем наука принципĕсене туса хатĕрленĕ. Вĕсене тĕпе хурса халăх çыравне йĕркелени лару-тăрăва тĕрĕс уçма пулăшнă, тулли те пуян сведенисем пухнă.
1937 çулхи январьте иртнĕ тепĕр перепись кăтартăвĕ шаплатса çурăлса кайнă бомба пек туйăннă çÿлте ларакансемшĕн. Иосиф Сталин «сăтăрлă» перепись кăтартăвĕсене пытарма хушнă. Сăлтавĕ пулнă çав.
Пĕрремĕшĕ, çырав 1932-1934 çулсенчи выçлăха, инкек мĕнпе вĕçленнине уççăн кăтартнă. Çак тапхăрта çĕршыв 6-8 миллион çын çухатнă. Анчах ăна Сталинăн та ĕненес-пĕлес килмен-тĕр. Иккĕмĕш, халăх тĕн ĕненĕвĕ пирки «тĕрĕс мар» пĕлтерни. «Тĕрĕс мар» ыйту «тĕрĕс мар» хуравпа вĕçленни çĕршыв ертÿçисене тарăхтарсах янă. Çыравçă çынсенчен хăш тĕне кĕнине ыйтнă. Тĕне ытлашши ĕненсех кайманнисем те тÿррĕн каланă: мăсăльман, православи тата ытти. Перепись хыççăн çырава йĕркелекенсем, ăна ирттерме пулăшакансем «халăх тăшманĕсем» пулса тăнă, нумайăшне лагере ăсатнă, персе пăрахнă. Тепĕр икĕ çултан черетсĕр перепись ирттернĕ, тинех «тĕрĕс» хуравсем илнĕ. Ăна та халăха пĕлтерме васкаман. Хальхинче халăх йышне тĕрĕс пĕлни ятарлă мерăсем йышăнма пулăшнă. 1939-1940 çулсенче ăна кĕскен пĕтĕмлетсе пичетленĕ-ха, анчах вăрçă пуçланни пуçтарнă материалсене тĕплĕн пăхса тухма май паман.
Вăрçă хыççăнхи перепись 1959 çулта иртнĕ. Вăл ытти çулсенчен уйрăлсах тăман. 1970 çулта вара халăх пирки кăтартусем ытларах пухма пултарнă. Совет тапхăрĕнчи перепиçре малтанхи хут вăхăт тата укçа-тенкĕ перекетлесе хăш-пĕр сведенисене пур çынтан ыйтнипе мар, пурăнакансен 25 процентне явăçтарса пухнă. Унăн кăтартăвне çĕршыври социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне планлама тата вăрах вăхăтлăх экономика прогнозне хатĕрлеме усă курнă. 1979 çулта халăх перепиçĕн материалĕсене ЭВМ пулăшнипе пăхса тухнă, магнитлă лентăпа çыртарнă. Çырав халăх йышĕ улшăннине кăтартма пулăшнă. Вунă çултан иртнĕ çыравăн уйрăмлăхĕ – çĕршывра пурăнакансен пурăнмалли условийĕсене, çурт-йĕр коопераци аталанăвне, çынсене çурт-йĕрпе тивĕçтернине, унăн хăтлăхне пĕлме май пани. 2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçĕн кăтартăвĕсем тĕнчери халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвне кĕнĕ. Ăна икĕ çул маларах ООНăн раунд программипе ирттернĕ пулнă.
ООНăн Экономика тата социаллă пурнăç канашĕн резолюцийĕпе 2010 çулта халăх тата çурт-йĕр фончĕн перепиçĕн раундне ирттерессине пĕлтернĕ. Пухнă информаци умри аталану çул-йĕрне планлама, çĕршыври демографиллĕ лару-тăрăва, социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарма йышăннă программăсем мĕнле пурнăçа кĕрсе пынине тишкерсе хаклама кирлĕ. ООН стандарчĕпе перепиçе вунă çулта пĕрре ирттереççĕ.
Л.Никитина.