11 февраля 2010 г.
«Пахча ĕçне анне килĕштеретчĕ,– пĕлтерет Владимир Ильич. – Хĕлĕн-çăвĕн ешĕл çимĕç çитĕнтерсе сутатчĕ вăл. Унсăр пуçне улма-çырла та тухăçпа савăнтаратчĕ. Ура çине тăрас шутпа маларах пахча çимĕç калчи ÿстерсе сутма тытăнтăмăр. Пĕр çулхине 150 ещĕк лартса çитĕнтертĕмĕр. Çавăн пекех çырлапа та тупăш илеттĕмĕр, 25-29 витре пуçтараттăмăр. Çăвĕпех пахчара ĕçленĕ. Паллах, ачасене те хамăртан хăварман».
Яриковсем пахча çимĕç çитĕнтернисĕр пуçне улма-çырлапа та усă кураççĕ. Виноград çеç пилĕк сорт вĕсен. Унсăр пуçне груша «11 сорт», слива, алыча, фундук, улмуççисем ÿстереççĕ.
Виноград вара пÿрт умне те, кил картине те илемлетет. «Ăна çитĕнтерме çăмăл, – тет кил хуçи. – Шикленмелле мар çеç. Хăмла евĕрех вăл. Унпа ĕçлеме интереслĕ. Чи кирли – вуллине тĕрĕс касасси».
Халĕ Кашмашра çак культурăна çитĕнтермен кил-йыш та çук. Чылайăшĕ Яриковсенчен илнĕ. Çавна май Владимир Ильич пурне те сĕнÿ-канаш парать, кирлĕ чухне пулăшать.
«Алешкин» сорт килĕшет мана, – малалла сÿтĕлет калаçу çăмхи. – Пĕр çупкăмри çырла 1,5 кг таять. Кăçал пĕр тĕмĕрен 6 витре татрăм».
«Алешкин» сорт август вĕçĕнче е сентябрь пуçламăшĕнче пиçсе çитет. «Изабелла» вара – каярах. Вĕсемсĕр пуçне Яриковсен пахчинче Испанирен, Чеченрен илсе килнĕ виноград тĕпĕсем тымар янă. Виçĕ тĕслĕ çимĕç – симĕс, кăвак, хура – çитĕнет. Шултра сапакисем иртен-çÿрене илĕртеççĕ.
Пахча çимĕç ÿстерес енĕпе Вера Семеновна яваплă пулсан, улма-çырлапа – Владимир Ильич. Кил хуçи каланă тăрăх, улмуççисене те хăех сыпать. Пĕр тĕпре тĕрлĕ сорт пан улми çитĕнекенни те пур унăн.
Шампань эрехĕ те,
улма-çырла та...
Тухăçлă çимĕçе сутма та пĕлеççĕ Яриковсем. Хăйсем валли те çителĕклĕ хăвараççĕ. Ара, хĕл хырăмĕ пысăк-çке. Икĕ нÿхреп тулли улма-çырла, пахча çимĕç вĕсен. «Виноградран хĕрлĕ эрех те, шампань эрехĕ те хатĕрлетпĕр. Пичĕкере ултă çул йÿçекенни те пур-ха. Кашни Çĕнĕ çула хамăр хатĕрленĕ шампань эрехĕпе кĕтсе илетпĕр. Лавккаринчен пĕрре те кая мар», – калаçăва хутшăнать Вера Семеновна. Хăй çавăнтах ман енне пĕр ывăç сар мăйăр тăсать. Фундук иккен. Вăрман мăйăрĕнчен шултрарах вăл. Пĕчĕк хуранĕнче вара пăтти чăнахах та тутлă. Ÿркенмесен килти хуçалăхра та темĕн те çитĕнтерме май пуррине хам куçпа курса ĕнентĕм.
Сăмах май, Яриковсем хатĕрленĕ шампань эрехне хăй вăхăтĕнче ЧР Президенчĕ Н.Федоров та тутанса курнă иккен, тивĕçлĕ хак панă.
Туслă çемье
«Çемьери телей пĕр-пĕрне юратнинчен, ăнланнинчен килет», – тет кил хуçи хĕрарăмĕ. Туслă мăшăр икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, ура çине тăратнă. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Паян Яриковсем икĕ мăнукĕпе савăнаççĕ.
Владимир Ильич 33 çул хушши Атапайри, вырăнти шкулсенче ĕçленĕ, çамрăк ăрăва спорта юратма вĕрентнĕ. Хĕрĕсем те ашшĕ çулĕпех кайнă темелле. Мира Чăваш патшалăх педуниверситечĕн физкультура уйрăмĕнче пĕлÿ пухнă. Ольга вара йĕлтĕрпе чупас тата теннисла выляс енĕпе темиçе хутчен те чемпион ятне тивĕçнĕ. Ачаранах тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ вĕсем.
Яриковсем спорта юратнине çакă та çирĕплетет: çуртăн иккĕмĕш хутĕнче ал-урана хускатма, вăй виçме ятарлă зал пур. Хăй вăхăтĕнче Владимир Ильич шкул ачисемпе çакăнта тренировкăсем те ирттернĕ.
Ăшă кăмăллă мăшăр килен-каяна яланах тарават. Хăна-вĕрле пуçтарсан вара кил хуçи аллине яланах хут купăс тытать, тăван-пĕтенне юрласа савăнтарать.
Чăн та, çакнашкал пултаруллă, ĕçчен çемьесем пуртан çĕр çинче пурăнма та интереслĕ. Вĕсемпе курнăçнă май чун-чĕрене йăпататăн, вăй-хăват пухатăн, малалла ăнтăлма талпăнатăн.
В.ПЕТРОВА.