АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пÿрте кĕрсен мĕн сас лайăх

11 февраля 2010 г.

«Ĕçчен, ырă кăмăллă мăшăр тĕлне пуласчĕ тесе Турăран йăлăнса ыйтрăм,– тет Атăкра пурăнакан С.Викторов. – Чăн та, ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Халĕ эпир Людăпа вунă çул килĕштерсе пурăнатпăр, тăватă ывăл çитĕнтеретпĕр».

Çапла, пĕр-пĕрне юратса, хакласа пурнăç çулĕпе утаççĕ Викторовсем. Илемлĕ те хăтлă кил-çуртра кун кунлаççĕ вĕсем. Ăна хăйсен вăйĕпех хăпартнă. Паллах, тăрăшмасăр кермен çĕклеймĕн. Пĕр вăхăт 33 пуç сысна усрани те пулнă. Халĕ те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, пахча çимĕçпе те туллин усă кураççĕ. Пурнăçа саплаштарма çемйипех тăрăшаççĕ. Тĕпренчĕкĕсем те ашшĕ-амăшне мĕн вăй çитнĕ таран пулăшаççĕ. Çулĕсемпе пĕчĕк пулсан та ĕçрен хăрамаççĕ. Аслă ывăлĕ Дима 3-мĕш, Ваня 1-мĕш класра вĕренеççĕ. Сережа ача садне çÿрет. Тăхăр уйăхри Алеша – сăпкара. Вăл та унта тăрасшăн мар иккен, харсăрскер «ура туянма» васкать. «Аслисем пулăшакан пулчĕç,– савăнăçне пытармасть Людмила Геннадьевна. – Хамăрпа пĕрле пахчара та, кил-çуртра та ĕçлеççĕ».

Кил хуçи хĕрарăмĕ каланă тăрăх, шăпăрлансене пăхса çитĕнтерме хунямăшĕ те чылай пулăшать. Вунă çул килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем.

Викторовсен ачисем шкулта та тăрăшса вĕренеççĕ. Сергей Александрович, хăй те спортпа туслăскер, тĕпренчĕкĕсем çирĕп сывлăхлă çитĕнччĕр тесе тăрăшать. Çавна май килти ĕçсене тирпейлесенех каçхине Димăпа Ваньăна шкула секцисене илсе çÿрет. «Спортпа туслашни пурнăçа аталантарма пулăшать, – тет вăл. – Ачасене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерес килет: ăс-тăнпа та, сывлăхпа та паттăр ÿсчĕр вĕсем».

Çамрăк мăшăра Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкул вĕренекенĕсем те мухтаççĕ. «Викторовсем – ыттисемшĕн ырă тĕслĕх, – чунне уçать Л. Николаева учитель. – Ашшĕ-амăшне кура ачисем те маттур».

Сăра-эрехпе иртĕхмен, урă пурнăç йĕркине кăмăллакан кил хуçи Каншелти «Çăлкуç» фольклор ушкăнне те çÿрет.

Сăмах май каласан, асăннă ансамбль нумаях пулмасть Комире иртнĕ фольклор ушкăнĕсен фестивальне хутшăннă, пĕрремĕш вырăна тухнă, дипломпа телевизора тивĕçнĕ.

«Кăçал çуркунне ачасен ячĕпе йывăçсем лартасшăн, – хăйĕн ĕмĕчĕпе паллаштарать Сергей Александрович. – Вĕсем çитĕннĕ май хунавсем те тÿпенелле кармашĕç».

«Ача пÿрт тултарать» тени тĕрĕсех çав. Шкултан таврăннă Димăпа Ваня васкасах шăллĕ патне туртăнчĕç, унпа выляма пикенчĕç. Пĕчĕкскер вара, вĕсемсĕр тунсăхланăскер, пиччĕшĕсене йăл кулăпа кĕтсе илчĕ. Кил-çурт ача-пăча сассипе, куллипе тулчĕ. Этем кун-çулĕнче çакăнтан савăнăçлăрах пулăм çуках çут тĕнчере.

В.ПЕТРОВА.

Патăрьел районĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика