11 февраля 2010 г.
Çĕнĕ çул пуçланнă-пуçланманах Прокуратура çумĕнчи следстви комитечĕн Шупашкарти районсен пĕрлехи следстви пайĕ РФ УК 105-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе преступлени паллисем тăрăх 2 уголовнăй ĕç пуçарнă.
Шупашкарти Мускав районĕнче кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнче, çĕрлехи 1 сехетсенче пулса иртнĕ çак ĕç-пуç. Çĕнĕ çул çитнĕ çеç, савăнмалла, юрламалла-ташламалла, чăрăш тавра сикмелле пек. Çук çав, шуйттанĕ астарнă-ши, 22 çулти каччă 36 çулти арçынна хырăмĕнчен çĕçĕпе чикнĕ. Лешĕ тÿрех вилсе кайнă. Паллă-ха, малтан та иккĕшĕн хушшинче хирĕçÿсем пулкаланă. Алла çĕçĕ тытаканскер вара Шупашкарти пĕр институтра, 4-мĕш курсра вĕреннĕ пулнă. Халĕ ĕнтĕ хаваслă студент çулĕсем пирки чылайлăха манса кайма тивет. Преступлени çулĕ çине тăнăскере тытса чарнă, 105-мĕш статья тăрăх айăплама йышăннă.
Кăçалхи январĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарти Ленин районĕнче çакăн евĕр тепĕр тискер ĕç пулса иртнĕ. 36 çулти хĕрарăм хăйĕн тăван амăшне çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ. Алли мĕнле çĕкленнĕ-ши путсĕрĕн; Çав вăхăтра пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте пĕччен те пулман-ха ĕнтĕ вĕсем. Хĕрарăмăн юлташĕ тата тăван мар амăшĕ залта çывăрнă пулнă. Паллах, амăшне вĕлерекен ниçта та ĕçлемен, аншарлине те тиркемен. Çын ĕнси çинче ларма хăнăхнăскер совесть, чыс пирки те тахçанах манса кайнă ĕнтĕ. Амăшне вĕлернĕшĕн хĕрарăма тытса чарнă, 105-мĕш статьяпа айăплама йышăннă.
Çулăм тусĕ
Сĕнтĕрвăрри районĕнче çине-çинех пушар алхасма тытăнни ял çыннисене шалт! тĕлĕнтернĕ. «Шуйттан ерчĕ-ши;» – ним тума аптăранă вĕсем. Право органĕ усал-тĕселе ĕненмен, кашни тĕслĕхе тĕплĕн тишкернĕ. Тĕпчев вут-çулăм юриех чĕртсе янипе тухни палăрнă. Çулталăкра вунă тĕслĕх! Пысăк мар районшăн ытла та нумай. «2008 çулта – 3.» Кăсăруклисене çапах пĕрин йĕрĕ çине ÿкме май килнĕ. Пушар хуçи, ют пурлăха çунтарма кăмăллакан Р.Петрусенко çирĕмрен кăна иртнĕ-мĕн. Украинăра çуралса ÿснĕскер Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче хăйне килти пек туйнă. Кукашнири пĕр хуçалăхăн сарайне кĕрсе утта пĕр шеллемесĕр чĕртсе янă. Хуçисем çăвĕпе тăрăшса ĕçлени харама кайнă, выльăх хĕле хирĕç апатсăр юлнă. Паллах, çурт-йĕр те самай сиенленнĕ. Тăкак – 148 пин тенкĕ. Çав кунах, иртнĕ çулхи август уйăхĕн 19-мĕшĕнче, çамрăк ку ялта çĕкленекен çĕнĕ çурт-йĕре вăрттăн кĕрсе строительство материалĕсене вут хыптарнă. Унтан груз турттармалли машинăна куç хывнă, кабинăра вут чĕртнĕ. Çулăм çынсем чупса çитиччен техникăна самай сиенлеме ĕлкĕрнĕ. Вут-çулăм ют пурлăха тĕп тунине пăхма юратакан тĕлĕшпе пуçарнă уголовнăй ĕçе пăхса тухма суда ярса панă ĕнтĕ. Мĕнле йышăнĕç тÿресем – паллă мар, анчах ирĕкре хăвармасси куçкĕрет.
Ыйхă чăпти
Микроавтобус хуçи салонра лăпкăн тĕлĕрекен пач палламан арçынна курсан аллисене шарт! çапнă. Мĕнле майпа çакланнă вăл унта;
Петров «ятне улăштарнă» «Тойота» машинине Шупашкарти Калинин урамĕнче вăхăтлăха кăна хăварнă темелле, анчах вăрăшăн çакă та çителĕклех пулнă. Хуçасăр юлнă техникăн кантăкне çĕмĕрсе салона кĕнĕ, хаклă япаласене тăпăлтарма пикеннĕ. Тепле тапаçлансан та автомагнитолăпа борт компьютерне хăйпăтса кăларайман – хуçи вĕсене çирĕпех хытарса лартнă çав. Çапах вăрă вĕсене самай сиенлеме ĕлкĕрнĕ. Кĕçех тарăхса-ывăнса çитнĕскер канса илме çемçе ларкăч çине тайăннă та çывăрса кайнă. Салона сăмсана çуракан эрех-мухмăр шăрши сарăлнă. Петров ăна пĕччен вăратаймасса ăнланса милици ĕçченĕсене чĕнтернĕ. 42 çулти вăррăн кĕсйинчен ют документсене, хĕвне пытарса чикнĕ сумкăна туртса та илнĕ кăсăруклисем. Саккуна пăсакана милици уйрăмне илсе çитернĕ.
– Эпĕ айăплă мар, çанталăк. Киле çитеймерĕм, хытă шăннипе машинăра ăшăнма шутларăм, – тÿрре тухма хăтланнă вăл. Унăн биографийĕ тăрăх арçын тахçанах кукăр-макăр çулпа утни курăннă. Ĕçе тĕпчеме тытăннă ĕнтĕ.
Е.АТАМАНОВА, Л.АЛА.