03 февраля 2010 г.
Çĕмĕрлери преступниксен ушкăнĕ çичĕ çул ытла хăйне ирĕклĕ туйнă. 2001-2008 çулсенче вăл хăварнă хура йĕрсене асăнса пĕтереймĕн. Хайхи пĕрлешÿ тăватă ушкăна пайланнă. Кашнин уйрăм ĕç пулнă. Пĕрремĕш ушкăнĕ чухăн, эрех-сăрапа иртĕхекен, коммуналлă хуçалăха, ытти çĕре парăма кĕрсе кайнă çемьесен хваттерĕсене приватизацилесе сутнă. Çапла майпа парăма татма пулăшнă темелле. Анчах тупăшăн пысăк пайĕ преступниксен кĕсйинчех тĕпленнĕ. Тепĕр ушкăнĕ вара Çĕмĕрле хули пайтаçисенчен хăратса укçа сăптăрнă. Виççĕмĕшĕсем таксистсенчен, граждансенчен пусахласа çук парăма татма хистенĕ. Вăхăтра татмасан леш тĕнчене ăсатассипе хăратнă, пăхăнманнисене хĕненĕ. Тăваттăмĕш ушкăн опытлă преступниксене пĕрлештерсе тăнă. Улталаса-пусахласа укçа илнипе пĕрлех наркотик хатĕрĕсене, хĕç-пăшал сутнă, туяннă. Преступлени тума тĕплĕн хатĕрленнĕ вĕсем. Хĕç-пăшал тата хăратмалли ытти япаласем туяннă. Сахал мар çынна нимсĕр хăварнă, куççульпе йĕртнĕ хурахсен çулне тинех пÿлнĕ. Тĕпчев ĕçне ЧР Аслă сучĕ пăхса тухма тытăннă ĕнтĕ. Çакă тĕлĕнтерет. Мĕнле майпа вăрă-хурах чылай вăхăт иртĕхсе, ыттисене хăратса пурăннă? Нивушлĕ инкек тÿсекенсем вырăнти право хуралĕнчен пулăшу ыйтман? Ĕненессĕм килмест.