АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕри вăрмана, тепри - армана

03 февраля 2010 г.

Çак кунсенче Шупашкарти «Агро-Инноваци» унитари предприятийĕнче республикăри семинар-канашлу иртрĕ. Хуçалăх ертÿçисем, специалистсем сĕт рынокĕнчи лару-тăрăва тишкерчĕç, çывăх тапхăрти хаксене тĕшмĕртрĕç.

Кĕсьене пушатакан хак

Сĕт хакĕ хальхи вăхăтра уйрăмах çивĕч тăрать. Ÿсен-тăран пысăк тупăш кÿме пăрахнă май хресченшĕн тĕп шанăç - выльăх-чĕрлĕх отраслĕ. Хуçалăх аталанăвĕ унпа тÿрремĕнех çыхăннă. Шел, паян сĕт, аш-какай хакĕсем савăнтармаççĕ. «Шурă ылтăн» хакĕ шыв шайне анса ларни кăмăла хуçать. Аграри рынокĕнчи конъюнктура институчĕн эксперчĕ Татьяна Рыбалова пĕлтернĕ тăрăх, 2010 çулта, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, чĕр тавар 12-15 процент ÿсмелле, вăтамран килограмĕ 14 тенке çитмелле. Халĕ вара çĕршыври вăтам хак - 12 тенкĕ. Паллах, сĕт хакĕ унăн пахалăхĕнчен килет. Сутакан чĕр таварăн 85 проценчĕ пĕрремĕш, иккĕмĕш сортсемпе каять. Ытти - пысăк сортпа.

- Февральте чĕрĕ сĕт чи пысăк хакпа кайĕ, унтан чакма тытăнĕ, - палăртрĕ эксперт. 2010 çулхи иккĕмĕш çур çулта туянас хаксем каллех хăпарас шанăç пур, çапах февральти шая çав-çавах çитеймĕç. Мĕнрен килет вăл? Çывăх вăхăтра лару-тăру улшăнĕ-и?

Наци проекчĕ хута кайни выльăх-чĕрлĕх отрасльне çĕнĕ сывлăш вĕрсе кĕртрĕ тейĕн: çĕнĕ йышши фермăсем çĕкленме тытăнчĕç. Хуçалăхсенче ăратлăхпа, пахалăхпа ытларах ĕçлеме пикенчĕç. Сĕт сăвасси палăрмаллах ÿсрĕ. Хуçалăхсем ют çĕршывсенчен ăратлă выльăх туянса кĕтĕве çĕнетрĕç. Чăн та, малтанхи тапхăрта çакă йывăррăн пулса пычĕ. Хаклăпа илнĕ выльăх-чĕрлĕхе пирĕн условисене хăнăхма çăмăл пулмарĕ. Çулталăкран кĕтÿ сайралансах юлчĕ. Вĕсене кирлĕ пек пăхма пĕлменни те пĕтерчĕ темелле. Юлашки вăхăтра йăнăшсене шута илсе лару-тăрăва улăштарма май килнĕ, кăтартусем лайăхланнă. Раççейри чи пысăк сăвăм Мурманск тăрăхĕнче. Атăлçи енче Пермь крайĕ, Мордва, Чăваш Ен республикисем малта.

Раççей тĕнчере сĕт туса илессипе малта пыракан çĕршывсенчен пĕри. Пирĕн умра - Америка, Инди, Китай. Совет Союзĕ вăхăтĕнче çулталăкра çын пуçне 386 килограмм сĕт юр-варĕпе усă курнă. Чăн та, халĕ кăтарту чакнă. Çакă халăхăн апат-çимĕç ассортименчĕ пуянланнипе, сĕт юр-варĕ хакланнăран йÿнĕрех продукци çине куçнипе çыхăннă.

Çĕршыври сĕт рынокĕ, хак тĕнчери рынокран, лару-тăруран та килет. Унта вара импорт тÿпи ÿссех пырать. Европăра сĕте типĕтсе Ази, Çурçĕр Африка енне ăсатма тытăннă май вырăнта сĕт юр-варĕ çителĕксĕрри систерме пуçларĕ. Çавна май Европăра экспортшăн паракан субсидие пăрахăçланă. 2007 çулта сĕт хакĕ ÿссе кайнине çакăнпа та çыхăнтармалла. Шел, 2008 çултан пуçласа Европăра, Раççейре чĕрĕ сĕт йÿнелчĕ. Наци проекчĕ хута кайнăранпа аталанма, çĕкленме тытăннă отрасль каллех йывăрлăха кĕрсе ÿкме пултарасси хăратать. Тĕнчери экономика, финанс кризисĕ ырă пуçарăва çапса хуçма пултарĕ. Банксем çĕнĕ проектсем çĕклеме çăмăллăх кредичĕ парасшăнах мар. Халĕ унччен тытăннă объектсене вĕçлесси тĕп вырăнта тăрать. Сĕт хакĕ чакни пысăк кредит илнĕ хуçалăхсене йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Парăмсемпе татăлма выльăх-чĕрлĕхе аш-какая ăсатасси ÿсет. Европăри фермерсем сĕт хакĕ чакнине хирĕçлесе митингсене тухаççĕ, «шурă ылтăна» пĕр шелсĕр çĕре тăкаççĕ. Шавлани-хирĕçленин усси куç умĕнчех: унта кашни хуçалăха 15 пиншер евро дотаци пама йышăннă. Америкăра пĕчĕк фермер хуçалăхĕсене, 200-шер ĕнерен сахалрах тытакансене 1 килограмм сĕт пуçне 0,7 евро тÿлеме палăртнă. Пирĕн вара?

- Чикĕ леш енче пурăнакансем манран час-часах пирĕн çĕршыври выльăх пăхакансем мĕншĕн митинга тухманнипе, сĕте çĕре тăкманнипе кăсăкланаççĕ, - терĕ калаçăва тăснă май Т.Рыбалова. - Дотацисĕр, йывăрпа килекен чĕр тавара мĕнле тăкăн?

Техрегламент кам валли?

2009 çулта Раççей правительстви çĕршыври сĕт рынокĕнчи лару-тăрăва улăштарма, хаксене йĕркелесе тытса пыма мерăсем йышăннă-ха, анчах вĕсене тĕплĕн хатĕрлесе çитерейменни паллă. Шăпах пĕлтĕр сĕтĕн техрегламенчĕ вăя кĕчĕ ĕнтĕ. Шел, вăл выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен шанăçне тÿрре кăлараймарĕ. Документ чĕр тавар тирпейлекенсен интересне ытларах хÿтĕленĕн туйăнать. Техрегламентра сутакан сĕт пахалăхне Европа шайнех çитернĕ, хăш-пĕр енĕпе ирттернĕ те. Паллах, пире вĕсемпе танлашма йывăр. Эппин, нумайăшĕн чĕр тавара пысăк сортпа, хаклăрах сутасси пирки ĕмĕтленмелли кăна юлать. Çĕнĕ фермăсенче пахалăх тивĕçтерсен те чĕр тавара тирпейлекенсем ăна пĕрремĕш сортпах йышăнасшăн. Ытлашши тăкакланасран хăраççĕ тейĕн.

«Единая Россия» парти çине тăнипе техрегламентра сĕте тата сĕт напитокне уйăрса палăртассине кĕртнĕ. Халăх хăшне кăмăллани паллă. Сĕт туса илессине хавхалантарма типĕтнĕ сĕт кÿрсе килессине те чакарнă. Анчах суту-илĕве, техрегламент мĕнле пурнăçланса пынине контрольлеме ятарлă методика халĕ те çук-ха. Тирпейлекен предприятисемшĕн çакă шăл çемми кăна. Усламăн пысăк пайĕ çав-çавах вĕсен кĕсйинче юлать. 2009 çул кăтартăвĕпе сутнă килограмм сĕтре ăна туса илекенсен тÿпи - 33,8, тирпейлекенсен - 43, 7, сутакансен 22,5 процент. «Чĕр тавар туса илекенсен тÿпи 50 процент кирлĕ, ун чухне тин выльăх-чĕрлĕх отрасльне инвесторсене явăçтарма пулĕ», - терĕ Рыбалова. Эксперт каланă тăрăх, пысăк сортлă сĕтĕн килограмĕ 19 тенкĕ пулмасан инвесторсене илĕртме йывăр пулĕ. Паян чи кирли - çак отрасле сыхласа хăварасси. Сĕт пулсан тирпейлекен предприятисем те кăмпа пек ÿссе тулĕç. Ыйту сĕт туса илекенсемшĕн, чĕр тавара тирпейлекенсемшĕн те çивĕч. Ăна «çавра сĕтел» хушшине пĕрле ларса татса пама тахçанах вăхăт. Лава пĕри - вăрмана, тепри армана туртни тĕпсĕр çырмана сиктерĕ çеç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика