АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен - ырă тĕслĕх

27 января 2010 г.

Çĕр ыйту – çĕр хурав

Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин Чăваш Енре пĕр кунлăх ĕçлĕ çул çÿревре пулса И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе тĕл пулчĕ, Шупашкарти Пукрав-Татиана чиркĕвне çитрĕ, Трактор завочĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, «Спартак» стадионти «тăрăллă» катока уçнă çĕре хутшăнчĕ.

В.Путина студентсем илемлĕ юрăпа кĕтсе илчĕç, хăйсем янтăланă тутлă çимĕçпе сăйларĕç. Пысăк хăна çамрăксене Раççейри студентсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Сăмах май, çак уява шăпах вăл президент чухне указ кăларнă хыççăн палăртма тытăннă. Тĕл пулу «çавра сĕтел» хушшинче малалла тăсăлчĕ. Яшсемпе хĕрсем премьера хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене çине-çинех пачĕç. Студентсем юлашки вăхăтра пысăк шăв-шав çĕкленĕ «Школа» сериал пирки те сăмах хускатрĕç. Мĕнле хаклать ăна правительство ертÿçи? В.Путин сериала пăхманнине пытармарĕ, çавăнпа хаклама, татса калама тăхтарĕ. Чăн та, фильм йĕри-тавра çивĕч калаçу пынине пĕлет. Анчах кунта режиссер хальхи çамрăксене, шкулти лару-тăрăва мĕнле курнине шута илмелле-тĕр. Вĕрентÿре йывăрлăх çук мар, пур, ыйтусене татса памалла. «Истерика çĕклени – вырăнсăр, сиенлĕ», – палăртрĕ Путин.

Дизайн факультетĕнче пĕлÿ пухакан Катя пулас специальноçĕпе ĕçлеме тытăннă ĕнтĕ. Уйрăм пайтаçă тумтир çĕлесе сутать. Хальлĕхе çак ĕç-хĕле килтех туса пырать. Мĕншĕн тесен çурт-йĕр, пÿлĕм арендăна илме хаклă, кăткăс. «Аслă шкулсем çумĕнчи пĕчĕк предприятисенче студентсене пулăшма, çăмăллăхсем пама май çук-ши?» – кăсăкланчĕ хĕр. Премьер иртнĕ çул йышăннă саккуна аса илтерчĕ. Унпа килĕшÿллĕн аслă шкулсем çумĕнче пĕчĕк инновациллĕ предприятисем уçма юрать. Пайтаçă ĕçĕ-хĕлĕ университетра илекен пĕлÿпе килĕшсе тăмалла.

Стоматолог пулма хатĕрленекен студента тăван университет никĕсĕ çинче тĕпчев центрĕ йĕркелесси канăç памарĕ. «Тĕпчев центрĕсем пирĕн 21 ĕнтĕ, – хуравларĕ В.Путин. – Çав шутран çиччĕшĕ – федераци университечĕсем. Ун пек аслă шкулсене эпир пулăшатпăр, статус паратпăр». Вĕсене вара конкурспа суйласа илеççĕ-мĕн. Çĕнтерÿçĕсене пурлăхпа техника базине çĕнетме, çирĕплетме патшалăх укçа-тенкĕ уйăрать. Университетăн та тĕпчев центрĕ пулас шанчăк пысăк, анчах вĕрентÿ программи çĕнĕ, пысăк шайра кирлĕ.

Чăваш патшалăх университетĕнче 250 ют çĕршыв студенчĕ пĕлÿ илет. Çав шутран тăваттăшĕ – Гаитирен. Тĕл пулăва хутшăннисенчен пĕри инкеке лекнĕ çĕршыва пулăшнăшăн ентешĕсем ячĕпе Раççее чĕререн тав турĕ. Чăн та, пирĕн тухтăрсем, çăлавçăсем вуншар çынна хăтарнă, тепĕр хут пурнăç парнеленĕ. Раççейре Гаитин 75 çамрăкĕ вĕренет: тÿлевсĕр, тÿлевлĕ. Хăрушă инкек нумайăшне пысăк йывăрлăха кĕртсе ÿкересси паллă. Нивушлĕ диплом илмесĕрех аслă шкулпа сыв пуллашма тивĕ? «Тÿлевлĕ вĕренекенсене пурне те тÿлевсĕр никĕс çине куçарма, Раççей Федерацийĕн бюджечĕ шучĕпе вĕрентме йышăнтăмăр», – пĕлтерчĕ Путин.

Ют çĕршыв студенчĕсене Раççейри криминал лару-тăрăвĕ хăратать. Каçхине урама тухма шиклĕ. Çапах юлашки вăхăтра лару-тăру улшăнма тытăнни сисĕнет. Çакă власть мерăсем йышăннипе те çыхăннă. 2009 çулта халăхлăха курайманнипе преступлени тăвасси малтанхинчен икĕ хут чакнă. Ют çĕршыв студенчĕсем тĕлĕшпе йĕркене пăсасси – 34 процент.

Яш-кĕрĕмĕн тепĕр çивĕч те кăткăс ыйтăвĕ – Раççейри аслă шкулсен дипломне, пĕлĕвне ытти çĕршывра хакламанни. Премьер вĕсен шухăшĕпе килĕшсех каймарĕ. Çакă пирĕн çĕршывра паракан пĕлÿ шайĕ начаррипе мар, ют патшалăхсем хушшинчи çыхăну анлă сарăлманнипе çыхăннă. Раççей çĕр çĕршывпа пĕр-пĕрин дипломĕсене йышăнассипе килĕшÿ тунă-ха, çапах ку енĕпе татах ĕçлемелле. Пирĕн çĕршывра пĕлÿ илес текенсем самай, анчах вырăс чĕлхине çителĕксĕр пĕлни ура хурать. Апла çак чĕлхене чикĕ леш енче вĕрентессине сармалла. Çĕнĕ технологисем, интернет вăй илнĕ тапхăрта ăна йĕркелеме йывăр пулмĕ.

Студентсем Сочири Олимпиада стройкисене хутшăнма ĕмĕтленнине пытармарĕç. Владимир Владимирович Чăваш Ен çамрăкĕсене пулăшма шантарни савăнтарчĕ.

«Обязательнăй медицина страхованийĕпе çыхăннă реформа тÿлевлĕ медицина пулăшăвĕпе вĕçленмĕ-ши?» – пăшăрханса ыйтрĕ калаçăва хутшăннă хĕр. Премьер пулăшу малашне те тÿлевсĕр пулассине каларĕ.

Анчах «пире çĕнĕ формăна куçма вăхăт» ĕнтĕ. Малашне медицина учрежденийĕсене патшалăх укçа-тенкĕ шутланса тăнишĕн мар, мĕнле пахалăхпа тата мĕн чухлĕ пулăшу панине кура уйăрĕ. Тухăçлă ĕçлейменнисен вара вырăна пушатма тивĕ. «Эпир больницăри койка хисепĕпе Европăри çĕршывсемпе танах. Пахалăхĕпе пач урăхла», – терĕ Путин. Çынсене сыватнине кура укçа пама тытăнни кăна çĕнĕ сывлăш илсе кĕртĕ, пахалăха ÿстерĕ. Премьер Чăваш Ен ку сферăра малта пынине, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнине каларĕ.

Шупашкарта - чаплă каток

Раççей Федерацийĕн Правительствин пуçлăхĕ Владимир Путин, Чăваш Ен Президенчĕ Шупашкарти Çветтуй Татиана чиркĕвне çитме те вăхăт тупрĕç. Унăн никĕсне 2001 çулта тума тытăннă. Июлĕн 7-мĕшĕнче Мускав тата Пĕтĕм Русь Патриархĕ II Алексий Чăваш епархине сăваплă визитпа килсен пулас чиркÿ никĕсне хуракан чула сăвапланă.

Чиркÿре Иркутск епископĕн Иннокентий святителĕн ÿчĕн пайĕсене хунă арча, хĕн-асап тÿснĕ Татианăн, Варнава апостолăн, преподобный Сергий Радонежскипе Серафим Саровскин, блаженнăй Матронăн, Федор Ушаков мухтавлă салтакăн ÿчĕсен пайĕсене вырнаçтарнă турăшсем, православин таса ячĕсем пур. Кунта Шупашкарта пурăнакансем, студентсем кăмăлласах çÿреççĕ. Сăваплă çурт премьер кăмăлне те кайрĕ, Татьяна кунне асăнса çурта çутрĕ.

Правительство ертÿçи Шупашкарта «Спартак» стадионти çĕнĕ тăрăллă катокпа та хаваспах паллашрĕ, ăна савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăнчĕ. Тĕп хулара пурăнакансемшĕн чăннипех пысăк парне. Республикăра тăрăллă каток Çĕнĕ Шупашкарта кăна пулнипе ача-пăчана, çамрăксене тренировкăна çÿреме кансĕрччĕ. Халĕ чаплă çурт-йĕр 2751,5 тăваткăл метр йышăнать. Пăрлă уй кăна 2391,8 тăваткăл метр. Кунтах ятарлă пÿлĕмсем, медпункт, кафетерий тата ытти те. Ятарлă комбайн пăр лаптăкне яп-яка, тикĕс тытса тăма пулăшĕ.

Катока 2001 çулхи апрельте тума тытăннă. Хальхи пурнăç шайне, ыйтăвне тивĕçтерекен спорт сооруженине сакăр уйăхра туса пĕтернĕ. Строительствăна пуçараканĕ, тăрăллă каток инвесторĕ – «Çĕнĕ ăру» спорт программин Ырă кăмăллăх фончĕ. Унăн тĕллевĕ – сывă пурнăç йĕркине сарасси, ача-пăчан, çамрăксен пушă вăхăтне физкультура, спорт урлă йĕркелесси. Халĕ унта 2 хоккей командипе фигуристсен 3 ушкăнĕ тренировкăсем ирттереççĕ. Пушă вăхăтра катокпа хулара пурăнакансем усă кураççĕ. Каток куллен 800 çынна яхăн йышăнма пултарать. Ача-пăча çуртĕнче пурăнакансем, инвалид ачасем вара тÿлевсĕрех ярăнма пултарĕç. Паха кермен калăпăшĕпе, илемлĕхĕпе тĕлĕнтерет, савăнтарать. Европа шайĕпе çĕкленнĕ спорт çурчĕ хута кайни республика историйĕнче те çырăнса юлма тивĕçлĕ. Асăнтăм ĕнтĕ, кун пек катоксем Чăваш Енре çукпа пĕрех.

Уява çитнисене В.Путин ăшшăн саламларĕ, спортпа туслашма сĕнчĕ. Ташă-юрă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Çамрăк хоккеистсем çуталса тăракан яка каток çине ăмăртăва тухрĕç. Аслисемпе пĕрлех кĕçĕн çулхи ачасем те коньки çинче çирĕп тăраççĕ-мĕн, хаваспах пăр çийĕн хăвăрт шурĕç. Хăтлă та паха çурт-йĕр яланах халăхпа, ача-пăчапа лăк тулли пуласси каламасăрах паллă. Апла спортпа туслашакансен йышĕ те ÿсĕ.

Л.Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика