АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чăваш хăвна ан çухат»

27 января 2010 г.

«Халăх перепиçĕ иртет», – çакна халĕ татсах калама пулать. Тĕнчери экономика кризисĕ 2010 çулхи халăх перепиçĕ çине ыйту палли лартнăччĕ. Çапах кăткăс лару-тăрăва пăхмасăр çĕршывра пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттерме йышăннă. Мĕншĕн тесен шăпах çырав тăрăх правительство тĕрлĕ программăпа проектсем йышăнать, аталану çул-йĕрне палăртать. Юлашки халăх перепиçĕ 2002 çулта иртнĕ. Вăл мĕн кăтартнă-ха; Раççейре 1,64 миллион чăваш «1989 çулхи 92,3 проценчĕ» пурăнни палăрнă. Эпир халăх йышĕпе тăваттăмĕшĕнче. Малта – вырăссем, тутарсем, украинсем, пушкăртсем. Шел, çĕршывра халăх йышĕ палăрмаллах чакса кайни куç умĕнчех. 1989 çулта 147,02 миллион çын пурăннă пулсан, юлашки çырав вăл икĕ миллиона яхăн сахалланнине кăтартнă. Çак пулăм украинсене, мордвасемпе белоруссене, нимĕçсене, удмуртсене уйрăмах пырса çапни сисĕнет. Чăвашсем те вун виçĕ çулта 0,13 миллион çын çухатнă. Чăннипе шухăшлаттаракан кăтарту. Тĕлĕнмелле, çав хушăра пушкăртсен, чеченсемпе эрменсен, кабардинсемпе осетинсен йышĕ ÿснĕ.

2002 çулти перепись малтанхи хут çынсем патшалăх – вырăс чĕлхине мĕнле пĕлнине çутатса панă. Ăна çĕршывра пурăнакансен 98 проценчĕ пĕлни палăрнă. Çавăн пекех акăлчан, тутар, нимĕç, украин, пушкăрт, чеченпе чăваш чĕлхисем те анлă сарăлнă.

Халăх перепиçĕсем Чăваш Енре те чылай улшăну пулса иртнине çирĕплетеççĕ. Пĕрремĕш, 1897 çулхи перепись тăрăх, республикăра пурĕ 690,9 пин çын пурăннă. 1989 çул тĕлне 1338 пине çитнĕ. Анчах кĕçех йыш чакма тытăннă. Çапах тĕп этнос ушкăнĕсем улшăнманпа пĕрех: республикăра пурăнакансенчен чăвашсем – 67,7, вырăссем – 26,5, тутарсем – 2,8, мордвасем – 1,2, ытти халăх 1,8 процент.

Аякра пурăнакан чăвашсем «Оренбург, Саратов, Кемерово, Свердловск, Челябинск, Пермь, Красноярск тăрăхĕсем...» юлашки вăхăтра çиçĕмле хăвăртлăхпа сахалланса пыни хăратать. Сăмахран, Красноярск крайĕнче 1989 çулта 27 пине яхăн чăваш шутланнă. Вун виçĕ çулта вунă пин таран çын çухатнă. Мĕнпе çыхăннă çакă; Р.Лизакова министр шучĕпе, çыравра хăш-пĕр чăваш хăйне вырăс тесе пĕлтерни демографи лару-тăрăвне систерет те.

Паспортра нацилĕхе кăтартма пăрахни тÿнтер енне кăтартрĕ ĕнтĕ. Чăваш ашшĕ-амăшĕн ачисемех «вырăсланма» тытăнчĕç. Перепиçре вĕсем тĕрĕссине каласси иккĕлентерет. «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ А.Леонтьев халăх хисепĕ, çав шутра чăвашсем те, сахалланса пынине демографин кăсăк лару-тăрăвĕпе çыхăнтарать. Акă Комсомольски районĕнчи Урмаелте унччен кашни çемьере 8-10 ача çуралнă. Халĕ тутарсем икĕ-виçĕ ачапах çырлахаççĕ. Çак пулăм чăваш çемйисенче те анлă сарăлнă. Тĕрлĕ катаклизмсем чылай çын пурнăçне вăхăтсăр татрĕç. Çапах «çавра сĕтел» хушшине пухăннисем чăвашсем «вырăсланма» тытăннипе лару-тăрăва тĕрĕс уçса паманнине пытармарĕç. Эппин, çыравччен «вăл кăçалхи октябрьте иртмелле» халăхра ăнлантару ĕçĕсене тумалла, мероприятисем йĕркелемелле. А.Леонтьев методика, календарьсем хатĕрлесе кăлармаллине каларĕ. «Тен, чĕнсе каланине çырмалла», – сĕнчĕç ăна. «Аякри ентешсемпе çыхăнăва çирĕплетмелле, вĕсем патне чăваш ташши-юррине кăна мар, тăван чĕлхепе литература, методика, хаçат-журнал çитермелле, – пĕтĕмлетрĕç пухăннисем. – Хамăра пирĕн сыхласа хăвармаллах».

Чăн та, çыравччен ăнлантару ĕçĕ вырăнлă кăна. Мĕншĕн пирĕн чăваш пулнишĕн вăтанмалла, пытармалла; В.Кузнецова юрăç калани шухăша ярать. Нумаях пулмасть вĕсем Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсем патĕнче пулнă. Тĕл пулу хыççăн кунта пурăнакансен кăмăл-шухăшĕ улшăннă. Унччен обществăлла вырăнта тăван чĕлхепе калаçма, ницилĕхе пĕлтерме именнĕскерсем халĕ «малашне чăваш пулнишĕн пуçа каçăртса çÿрĕпĕр» тесе пĕлтернĕ. Çакăн пек ăшă тĕл пулусем, калаçусем чылайăшĕн чĕринчи шăнма пуçланă пăра та ирĕлтерĕ.

– Перепись вăхăтĕнче нацилĕх пирки хистесе ыйтма, тÿрлетме юрамасть, – асăрхаттарчĕ Чăвашстат пай пуçлăхĕ Е.Петрова. – Кашни хăйĕн кăмăлĕпе, ирĕкĕпе пĕлтерĕ.

Апла вĕсене тĕрĕслĕхе уçма пирĕн пулăшмалла, çыравччен ăнлантару ĕçне вăйлатмалла. ЧПУ доценчĕ В.Абрамов чĕнсе калани çумне хушса: «Чăваш, хăвна ан çухат!» – тесе çырма сĕнчĕ. Тĕрĕсех, кашни çыравра кăна-и, пурнăçра та хамăра çухатас марччĕ.

Л.Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика