27 января 2010 г.
Шупашкар районĕнчи Янăш ял тăрăхĕ çумĕнчи çамрăксен канашне çулталăк каялла çеç йĕркелесе янă-ха. Çапах та çак кĕске хушăрах хăйсен ĕçне кăтартма пултарнă вĕсем. Регион шайĕнче иртнĕ «Профи – 2009» конкурсра «Ял тăрăхĕ çумĕнчи çамрăксен чи лайăх канашĕ» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă. Кăçал ЧР Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ çамрăксен канашĕн ертÿçи Светлана Алексеева çак кунсенче пирĕн пата редакцие хăнана кĕрсе тухрĕ.
С.Алексеева И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУри журналистика факультечĕн 3-мĕш курсĕнче вĕренет, Шупашкар районĕнчи çамрăксен правительствин йышĕнче тăрать. Унта сĕннипе йĕркелеме шухăшланă çак канаша. Хĕр упраçпа яш-кĕрĕме хумхантаракан ыйтусене пĕрле сÿтсе явас, пикесемпе каччăсене пушă вăхăта усăллă ирттерме пулăшас тĕллевпе тата çамрăксем яла ытларах юратма пуçлаччăр текен шухăшпа пурăннă Света. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе И.Грачевпа канашланă çакăн пирки. Паллах, Иван Леонидович ырланă кăна пархатарлă шухăша. Ун хыççăнах Света тантăшĕпе килсем тăрăх кайнă, кашни çамрăк патне çитсе хăйĕн шухăш-кăмăлĕпе паллаштарнă. Кĕске хушăрах çичĕ çамрăк пуçтарăннă çак йыша.
– Яшсемпе хĕрсем пирĕн тăрăхра йышлă, Янăшра çеç 400-ĕн. Шупашкар ялтан 40 çухрăмра кăна пулнăран вĕсенчен ытларахăшĕ хулана вĕренме, ĕçлеме çÿрет. Кану кунĕсенче вара ял тулли çамрăк, çавăнпа темĕн тĕрлĕ мероприяти те ирттерме май пур, – каласа кăтартать Светлана.
С.Алексеевăна Çамрăксен канашĕн членĕ, тантăшĕ Лилия Семенова çак ĕçре нумай пулăшса пырать. Спорта юратакансем валли çулсеренех Янăш тăрăхĕнче темĕн тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеççĕ. Ку енĕпе Алексей Ильин уйрăмах маттур.
Кăçал Йĕпреç районĕнчи Буинскра иртнĕ республикăри çамрăксен спортпа туризм фестивальне хутшăнни те Светлана асĕнче юлнă. Çакнашкал фестивальсемпе уявсем тата та чуна парса ĕçлеме, малалла ăнтăлма хавхалантараççĕ. Çулла Кÿкеçре иртнĕ Çамрăксен кунĕнче пулă шÿрпи, шашлăк çисе савăннă.
– Çак шартлама сивĕ кунсенче те шăмат кунсерен клуб кĕрлесе кăна тăрать. Кÿршĕ ялсенче кичемрех пулмалла та, пирĕн патах килеççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Грачев тата клуб заведующийĕ Л.Иванова пире, çамрăксене, нумай пулăшса пыраççĕ. Вĕсемсĕр эпир вырăнтан та тапранаяс çук, – тет Света.
Çулталăк хушшинче сахал мар ĕç тунă çамрăксен канашĕ, чылай мероприяти ирттернĕ. «Профи – 2009» конкурсра çĕнтерме пултарнишĕн хĕпĕртет Светлана. Апла асăрханă вĕсен ĕçне. Ку чăннипех те хавхалантарать, тăрăшса ĕçлеме, тата та хастартарах пулма, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хистет.
Ĕмĕчĕсем пысăк Янăш çамрăкĕсен. Вăхăт тупса «Янăш пики» конкурс ирттерес шухăшпа пурăнаççĕ халь. Пушарта çуннă колхоз столовăйĕ вырăнĕнче çуллахи вăхăтра çум курăк чашкăрать. Çакă та чуна ыраттарать. Унта çамрăксен скверне уçас шухăшлă. Çĕре тирпейлесе тротуар сарасшăн, йывăç-тĕм лартасшăн. Çак ĕмĕте мĕнле те пулин пурнăçа кĕртесшĕнех. Çамрăксен канашĕ хаçат та кăларма пуçласшăн. Унăн пĕрремĕш номерĕ мĕнле пулассине те палăртса хунă ĕнтĕ. Çине тăрсах тăрăшсассăн кирек мĕнле йывăрлăха те çĕнтерме пулать иккен пурнăçра. Çак каларăша тĕпе хурса ĕçлеççĕ те Янăш çамрăкĕсем.