АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăллăх кредитне - кашни виççĕмĕш çемьене

27 января 2010 г.

Патшалăх программи хута кайнă май ялти пĕчĕк формăллă хуçалăхсем çăмăллăх кредичĕ 7,3 миллиард тенкĕлĕх илнĕ, çав шутран 2009 çулта – 1050,3 млн тенкĕлĕх. Çынсем ытларах Раççей ял хуçалăх банкĕн тата Перекет банкĕн пулăшăвĕсемпе усă курма тăрăшни паллă.

2006–2009 çулсенче республикăра хушма хуçалăх тытса пыракансен 20,8 проценчĕ çăмăллăх кредичĕпе усă курнă. Çак кăтарту Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, Тăвай, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче уйрăмах лайăх. Сăмахран, Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк тăрăхĕсенче хушма хуçалăх аталантаракан кашни виççĕмĕш çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Çĕрпÿ, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Куславкка, Вăрнар, Канаш тата хăш-пĕр районта вара кашни улттăмĕш çемье. Хушма хуçалăх тытса пыракан граждансене, хресчен «фермер» хуçалăхĕсене, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене юлашки тăватă çулта кредитпа усă курнăшăн проценчĕсене саплаштарма 1195,7 млн тенкĕ тавăрса панă, çав шутран пĕлтĕр – 465,5 млн тенкĕ е 38,9 процент.

Паха вăрлăх - пысăк тухăç

Кунран кун çур аки çывхарать. Хуçалăхсенче хальхи вăхăтра хĕрÿ тапхăр – ака-суха валли паха вăрлăх янтăласси. Иртнĕ çул республикăра 46,6 пин тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вăрлăхлăх хывса хăварнă. Кăçалхи январь уйăхĕн çурри тĕлне 46,5 пин тоннине тĕрĕсленĕ ĕнтĕ. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Республикинчи филиалĕ пĕлтернĕ тăрăх, кондициллĕ вăрлăх 59 процентпа танлашнă «27,4 пин тонна». Кăтарту пĕлтĕрхинчен лайăхрах темелле. Анчах çакна та манмалла мар: сивĕ, юрсăр хĕл пуçламăшĕ кĕрхисене сиен кÿни паллă. Эппин, вăрлăх та ытларах янтăлама тивĕ. Муркаш, Елчĕк районĕсенче кондициллĕ вăрлăх çитмĕл процент ытла. Патăрьел районĕнче паха вăрлăх янтăлассипе 20 звено ĕçлет. Шел, Элĕк, Куславкка, Красноармейски, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ районĕсенче çак ĕç тимĕр шапа уттипе пырать тейĕн, пурĕ 26-42 процент кăна паха вăрлăх хатĕрленĕ. Туй çитсен хушпу шыраса чупмăпăр-и?

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика