АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Татăклă утăмсем кирлĕ

27 января 2010 г.

Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх канашĕ Çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăх доктринин никĕсне палăртнă

«Хальхи вăхăтра мĕнпур тĕнчене апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ пăшăрхантарать», – пĕлтернĕ ларăва уçнă май Дмитрий Медведев президент. Тĕнчери туртăмсем вара çапла: апат-çимĕç энергетика е финанс пекех стратегилле ресурс пулса тăрать. Çĕршыв ертÿçи палăртнă тăрăх, хальхи Раççейĕн аграри вăй-хăвачĕпе туллин усă курмалла, хăйне тĕп апат-çимĕçпе тивĕçтернипе пĕрлех тĕнчене ăна экспортлассипе малтисен ретне тăмалла.

Çакна валли майсем çителĕклех. Тĕнчере сухалакан çĕрĕн мĕнпур лаптăкĕн 9 проценчĕ Раççейре, хура çĕр – 52, таса шыв 20 процент. Çав хушăрах Раççейре туса илекен апат-çимĕç тĕнчере ниепле те сарăлаймасть. Сăмахран, сĕтпе илсен кăтарту – 5, аш-какайпа 2 процент кăна. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ юлашки вăхăтра ял хуçалăхĕнче лару-тăрăва улăштарчĕ темелле, çитĕнÿсем куç умĕнчех. Анчах Раççей халĕ те тухтăрсем граждансене тĕп апат-çимĕçе çиме сĕнекен шая тухайман-ха. Лару-тăрăва тĕпрен улăштарма президент çирĕп тытăмлă мерăсем кирлине палăртать. Пĕрремĕшĕ, правительствăн çĕршывра тата регионсенче апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн лару-тăрăвĕн мониторингне ирттерме тытăнмалла. Иккĕмĕшĕ, организма йĕркеллĕ аталанма май паракан апат-çимĕç виçи пулмалла. Виççĕмĕшĕ, çĕр хутшăнăвĕсен законодательство никĕсне лайăхлатмалла.

– 2002 çултах правительствăна ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен кадастр хакне палăртассипе ĕçлеме хушнăччĕ, – аса илтернĕ Дмитрий Медведев. – Анчах ăна халĕ те пурнăçламан, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе тухăçлă усă курма пĕлмен. Хуçасене ыйтăва пăхса тухма тата усă курмасăр выртакан çĕр пайĕсемпе лару-тăрăва тишкерме хушнăччĕ. Çак ĕçе хăвăртлатмалла тата кирлĕ мĕнпур законодательство акчĕсене йышăнмалла.

Апат-çимĕç тата чĕр тавара тирпейлекен промышленность та çĕршыв ыйтăвне тивĕçтермест. Аш-какая вырăнтах малтанхи хут тирпейлессине йĕркелеменнипе предприятисем ют çĕршывран кÿрсе килекеннипе усă курма тăрăшаççĕ. «Импорт аш-какайĕн пахалăх стандарчĕ Раççейринчен те ирттерет», – палăртнă çĕршыв ертÿçи.

– Паян апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтернинчен çĕршыври социаллă пурнăç мĕнле пуласси тÿрремĕн килет, – пĕтĕмлетнĕ Дмитрий Медведев. – Ял территорийĕсене аталантарасси, вĕсенче пурăнакан граждансен пурнăçне лайăхлатасси палăртнă улшăнусенчен чи пĕлтерĕшли пулмалла.

Çав вĂхĂтрах

2009 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче Патшалăх Думин Аграри ыйтăвĕсен комитечĕ «Раççейри апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ» темăпа «çавра сĕтел» ирттернĕ. Ăна пĕтĕмлетнĕ май Аграри ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Валентин Денисов çапла каланă: «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ – пĕр-пĕринпе çыхăннă икĕ çивĕч ыйту, пĕр вăхăтрах çĕршыври тата тĕнче шайĕнчи пулăма хускатать, кашни çынна пырса тивет».

«Доктрина йышăнни пирĕн çĕршывра «апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ» ăнлава юридици енчен йышăннине çирĕплетет», – палăртнă В.Денисов. Пытармалли çук, халĕ те чылай политик, наука представителĕсем Раççейшĕн çак ыйту çивĕч маррине палăртаççĕ. Хăшĕ-пĕри вара çакăнпа ял хуçалăх министерствин ĕçлемелле тесе шутлаççĕ. Анчах çакă – пĕтĕм халăх ыйтăвĕ, ăна влаçри кашни тытăмăн, бизнесăн, граждан обществин пĕрле татса памалла.

«Çавра сĕтел» хушшине пуçтарăннисем апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерме çĕршывра апат-çимĕç туса илессине ÿстерессине хавхалантармаллине тата ял хуçалăхне аталанма условисем туса памаллине палăртнă. Паллах, патшалăх пулăшăвне те лайăхлатмалла. Патшалăхăн тĕп тĕллевĕ – халăх тупăшне ÿстересси. «Раççейре апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерсе ыйтăва татса пама федераци тата регион влаçĕсен вăй-хăватне пĕрлештермелле», – пĕтĕмлетнĕ В.Денисов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика