АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнелсе çĕкленĕ чиркÿ

16 декабря 2009 г.

 Çак кунсенче Пăрачкав салинче XVII ĕмĕрĕн архитектура, культура тата истори палăкне - Çветтуй Троица чиркĕвне кĕлтуса тасатнă. Пăрачкавсем чиркĕве пĕтĕм халăхпа пĕрле тăватă çул çĕкленĕ. Ăна тĕпрен юсаса çĕнетме Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров тата «Раççей ял хуçалăх банкĕ» уçă пĕрлешĕвĕн правлени председателĕ Юрий Трушин уйрăмах пулăшнине палăртмалла.

Çĕнелсе çĕкленнĕ çурт-йĕре кĕлтуса тасатма Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава хутшăннă, чиркÿре пĕрремĕш литурги ирттернĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская каланă тăрăх, Пăрачкаври паллă, пысăк та пĕлтерĕшлĕ уяв района экономикăпа кăмăл-сипет енчен татах та анлăрах аталанма май паракан утăм.

Раççей ял хуçалăх банкĕ юлашки çулсенче Пăрачкав районĕнче социаллă пĕл-терĕшлĕ проектсене ĕçе кĕртме укçа-тенкĕпе пулăшсах тăрать. Сăмахран, Çветтуй Троица чиркĕвне çĕклеме 3 миллион тенкĕ, ача-пăча çуртне юсаса çĕнетме 2,5 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. 2008 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ 2008-2012 çулсенче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе акционерсен «Раççей ял хуçалăх банкĕ» уçă пĕрлешĕвĕ килĕштерсе ĕçлесси çинчен килĕшĕве пурнăçа кĕртсе республикăри вĕрентÿ, спорт, ăс-хакăл учрежденийĕсене ырă кăмăл-лăх пулăшăвĕ 9 миллион тенкĕлĕх кÿнĕ.

Хальхи вăхăтра Раççей ял хуçалăх банкĕ çĕршыври агропромышленность комплексне кредитлассипе малта пырать. Приоритетлă наци проекчĕ хута кайнăранпа Чăваш Енри филиалăн кредит портфелĕ 13 хут ÿснĕ. 2009 çулта банк Чăваш Республикинче ял хуçалăх продукчĕ туса илекенсене çăмăллăх кредичĕ пĕлтĕрхинчен ытларах «103,8 процент» панă. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе тата патшалăх программипе килĕшÿллĕн Пăрачкав район-ĕнчи çĕр ĕçченĕсене - хушма хуçалăх тытакансемпе предприятисене 140 миллион тенкĕ ытла кредит уйăрнă. Çулталăк каялла Пăрачкав районĕнче çуралнă банкăн хушма офисĕ халăха, предприяти-организацие финанс çăмăллăхĕпе вырăнта, туллин тивĕçтерет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика