10 декабря 2009 г.
Эх, вăхăт ытла хăвăрт шăвать-çке. Ялан асра асаннепе анне калаçни. «Каллех кун иртсе кайрĕ ахалех», - хурланнăн калатчĕ анне кил-тĕрĕшри ĕçсене пуçтарса пĕтернĕ хыççăн, каç пулсан. Асанне вара ассăн сывлатчĕ те: «Кун иртмест, ĕмĕр иртет», - тесе хушса хуратчĕ. Тĕрĕсех вĕт, этем ĕмĕрĕ иртет, кун юлать. Асаннен ăслă сăмахĕсене аса илсе Шупашкарти Наци библиотекинчен тухрăм. Кĕнеке ытамĕнчен пĕртте хăпас килмест те, библиотека хупать. Килелле утмаллах. Иртсе пыракан кун илемне пăхса киленетĕп. Кун иртрĕ, ыран каллех кун пуçланать. Пурнăç йĕрки çапла. Сисмерĕмĕр те тантăшсемпе Шупашкара килнĕренпе çур ĕмĕр çитнине. Аллă çул ăсанчĕ. Питĕ вĕренес килетчĕ пирĕн, ял ачисен. Эпир, мал ĕмĕтлĕ çамрăксем, кунсеренех Атăл хĕррине, К.В.Иванов урамĕнчи Республика библиотекине утаттăмăр лекцисем хыççăн. Кайран ăна çĕнĕ çурта, Ленин проспектне куçарнă. Халĕ акă çÿретĕп çапла пушă вăхăтра çав библиотекăна. Чун туртать унта. Каллех кун вĕçленчĕ, картлашкасене шутласа утнă май сквера пырса кĕретĕп те таврана сăнатăп. Пурнăç кĕрлет кунта. Авă юртан купаланă çÿллĕ вырăнтан ача-пăча ахăлтатса çунашкапа ярăнать. Ял ачисемпе танлаштарсан, хуларисем чăн-чăн тăвайккинчен ярăнса савăнаймаççĕ çав. Ялта, ялта вара... Сĕм çĕрлеччен ача-пăча сасси çырма тăрăх янăраса тăрать. Кам йĕлтĕрпе, кам çунашкапа, конькипе вирхĕнсе анать. Ашшĕ-амăшĕ пырса чĕнмесĕр те кĕрес çук вĕт-шакăр. Çапла иртет ял шăпăрланĕн ачалăхĕ çут çанталăк ытамĕнче.
Авă сылтăмрах йыттисене кантрапа çавăтнă икĕ ватă пырать. Тем çинчен тăрăшсах кăмăллăн калаçаççĕ кинемейпе мучи. Йыттисем вара уçă сывлăшра сике-сике выляççĕ. Вĕсен те хăйсен пурнăçĕ. Скверпа утнă чухне туяллă çынсене те асăрхатăн. Ура пуçĕнче кăвакарчăнсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе апат шыраса чупкалаççĕ. Кăмăллă, илемлĕ кайăксем... Вĕсене пăхса киленетĕп, малалла утатăп. Пĕр хĕрарăм мана хирĕç хăйпе хăй калаçса пырать. Аллинче апат хутаçĕ. Хирĕç пултăмăр. «Ман кăвакарчăна курмарăн-и; Шурă пĕсехеллĕ вăл. Мана асăрхасанах йăпăр-япăр чупса пырать», - терĕ сакăр вунă çулсенелле çывхарса пыраканскер. Чунне уçас килчĕ пулĕ унăн кампа та пулин. Хаваспах итлеме тытăнтăм ун калавне.
«Иртнĕ кĕркунне пулчĕ-ха ку. Çак сквера уçăлма тухма юрататăп эпĕ. Инçех пурăнмастăп та. Пĕррехинче, каçхине, тĕм çывăхĕнче пĕр начаркка кăвакарчăн куç тĕлне лекрĕ. Шурă пĕсехеллĕскер хăй. Çунаттисене уснă. Хĕрхентĕм çавна, алла тытрăм. Хирĕçлемерĕ. Ара, вилесси кăначчĕ те-ха мĕскĕнĕн. Киле илсе кайрăм вăйсăр кайăка. Çитсен тÿрех шыв патăм. Сăмсипе шыва сĕртĕнчĕ. Умне апатпа чашăк лартрăм. Пĕр-икĕ хутчен хыпкаларĕ те куçне хупрĕ. Кашни кун çапла пăхрăм хавшак кайăка. Мĕн тетĕн; Вăй илчĕ вĕт. Çапла иксĕмĕр калаçма тытăнтăмăр. Пĕчченех пурăнатăп та. Çуркунне çитсен чÿречерен шав урамалла пăхма тытăнчĕ те, хĕрхентĕм. Пĕр ирхине урама çĕклесе тухрăм. Ушкăн кăвакарчăн еннелле вĕçсе кайрĕ. Эй, вĕсем те хăйсен ушкăнĕпе пурăнасшăн. Кашни кун апат çитеретĕп. Мана курсан тÿрех чупса пырать ура пуçне. Йĕпреç районĕнче çуралса ÿснĕ эпĕ. Сахье ятлă. Пире кайăксене, чĕр чунсене юратма вĕрентнĕ мĕн ачаран. Асрах çав кунсем».
Çапла калаçса тăнă май шурă пĕсехеллĕ кăвакарчăн çитсе те тăчĕ. Калаçма тытăнчĕ икĕ тус пĕр-пĕринпе. Эпĕ вара аса илĕве путрăм. Ялта ÿснĕ-çке эпир. Çуркунне çитсен кураксем вĕçсе килессе кĕтнĕ. «Кураксем çитнĕ, кураксем килнĕ», - çак хыпара ача-пăча пĕлтерет çынсене. «Эппин, кĕçех курак тăманĕ пулать. Епле чăтĕç-ши çав çанталăка;» - тетчĕ асанне кăнтăртан вĕçсе килнĕ кураксене хĕрхенсе. Чăнах та, нумай та вăхăт иртместчĕ, курак тăманĕ алхасма тытăнатчĕ. Çĕрĕпех ашкăнатчĕ вăл. Асанне тул çутипех тăрса кураксене пăхма тухатчĕ. Йăваран тухса ÿкнисем çук-и; Йăвисем çĕре персе анман-и; Пулăшу кирлĕ мар-и; Акă вăл пÿрте пырса кĕрет, аллисенче йăваран ÿкнĕ кураксем. Вĕсене асанне ăшăтать, апат çитерет. Кайăксем вăй илсен тула кăларса ярать. Тав туса вĕçеççĕ çунатлă туссем.
Шăнкăрч йăвисем тата... «Хура йăмăксем» вĕçсе килес вăхăт çывхараспа ялĕпех вĕллесем хатĕрлеме тытăнаççĕ. Аслисем çумĕнче вĕтĕр-шакăр хĕвĕшет, аллисенче - мăлатуксем. Пирĕн асанне шăнкăрч юрри те юрлатчĕ, чĕкеç юрри те пĕлетчĕ. Çурт-йĕр тавра йăва тăвать чĕкеç. Çав тери ĕçчен кайăк. Юрăра çапларах: «Чĕкеç йăви çÿлте мар, алă çитес çĕрте мар». Çын пурăнакан хуралтă тавра çавăрма тăрăшнă вăл йăвине. Унăн тăпăл-тăпăл çуртне тĕкĕнме юраман. Ватсан пушар тухать тенĕ. Удмуртсен ăнлавĕ те çавах. Вĕсем ача-пăчана чĕкеç йăви çывăхне пыма хушман. Çĕмĕрсен лаша ÿксе вилет тесе вĕрентнĕ. Ĕлĕк кашни хуçалăх ут тавраш тытнă. Лашасăр хуçалăха йывăр килнĕ. Этем кайăка юратнă. Сăмах чĕкеç пиркиех-ха. Пĕрле вĕреннĕ тантăшăмпа, Элĕк районĕнчи Тури Вылара çуралса ÿснĕ Борис Иванович Борисовпа калаçатпăр. Чĕкеç пирки те асăнатпăр. «Пирĕн аппа, Раиса Ивановна Дубровская, хамăр тăван ялтах пурăнать. Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн кÿршĕ ялти Ураскилтре ĕмĕр тăршшĕпе халăх сывлăхне сыхларĕ. Качча тухсан упăшкипе, Николай Дубровскипе, çурт-йĕр çавăрчĕ. Çĕнĕ пÿрте пурăнма куçсанах карнис çумне чĕкеç йăва çавăрнă. Кашни çул вĕçсе килет çав мăшăр кайăк. Пĕррехинче пăхать те Раиса Ивановна, йăваран чĕпĕ тухса ÿкнине асăрхать. Пысăкскер хăй. Куккук чĕппи-мĕн. Куккук хăй çăмартине чĕкеç йăвине хурса хăварнă пулнă». Итлетĕп те Борис Иванович каланине - тĕлĕнетĕп. Паллах, Раиса Ивановна куккук чĕппине йăвана хунă-ха. Чĕпĕсем çитĕнсе вĕçсе саланнă. Анчах... кайăк та çынсăр пурăнаймасть. Ĕлĕк куккук яла вĕçсе килмен вăрмантан. Халĕ вĕсем те анкартинчех ăмăртмалла авăтаççĕ. Ку вăл халăх вăрмана сахал çÿренипе çыхăннă пуль. Кашни килте сенкер çулăм, вăрмана вутта каяс шухăш çук.
Çапах та кайăксем вĕсем - кайăксем... Çынсене хаваслăх кÿреççĕ, çуркунне куккук авăтнине те хаваслансах итлетпĕр, шăнкăрч, шăпчăк юррисемпе те савăнатпăр... Чĕренех пырса тивеççĕ вĕт. Вĕсене те пулăшу кирлĕ йывăр чухне. Çапла калас килет - пурăнччăрах Сахье аппасем, шур пĕсехеллĕ кăвакарчăнсем, кайăксем, халăх тусĕсем.
Р.Петрова-Ахтимирова.