АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чăваш ачи, сассуна пар!»

10 декабря 2009 г.

 Çак чĕнÿ паянхи кун та кивелмен-ха тесе калас килет ман. Çеçпĕл Мишши хускатнă çивĕч ыйтусем халĕ те çук мар Чăвашра. Апла чăннипех те пĕрле пуçтарăнса канашлама вăхăт çитнĕ. Эрне кун Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче Чăваш çамрăкĕсен I форумĕ иртрĕ. Ăна ЧНКпа ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви республикăра тата унăн тулашĕнче пурăнакан чăваш çамрăкĕсене пĕрлештерес тĕллевпе йĕркеленĕ.

«Алран кайми аки-сухи!» юрăпа пуçланчĕ уяв. Чăваш мăчаварĕ Н. Наумов, ЧНК вице-президенчĕ В. Иванов ваттисен йăлипе яш-кĕрĕме пехил пачĕç: «Пуян пурăнăр, телейлĕ пулăр! Пил сире, халăх шанчăкне упрăр, тимĕр пек çирĕп пил сирĕн тĕле çиттĕр. Хăвăра ĕçре кăтартăр, пысăк ĕмĕтсемпе пурăнăр. Чăтăмлăх, вăй, ĕç сире!» Йывăр лава лайăх та шанчăклăн туртса пымашкăн çамрăксене тилхепе тыттарчĕç.

- Форум тĕп тĕллевĕ - обществăлла çĕнĕ организаци туса хурасси. Унта ятшăн-чапшăн мар, халăхшăн тăрăшса ĕçлемелле. Вăй, чун кăмăлĕпе хавалĕ кирлĕ, - терĕ ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. Петрова.

- Çамрăксен тата общество организацийĕсем халь питĕ нумай. Тĕллевĕсем те питĕ мăнаçлă, паха. Çапах та çĕнĕлĕх кирлĕ. Тĕрлĕ, интереслĕ социаллă пурнăçпа экономика проекчĕсем тавра шухăшламалла. Проект пулни кăна сахал, ăна пурнăçа кĕртессишĕн çине тăмалла. Мĕнле çитменлĕхсем пур - çавăн пирки пуç ватмалла. Чи кирли - малтан хăвăр пирки шухăшлăр. Хăв чухăн пулсан сана кам хисеплĕ; Илемлĕ пурăнма вĕренĕр. Пĕр ĕçе çухатрăр пулсан ун вырăнне виçĕ ĕç шыраса тупăр. Ĕçкĕпе ан иртĕхĕр, ĕçлесен кăна пурнăç тума пулать. Чунтан, кăмăлтан калаçрĕ чăваш чунлĕ çамрăксемпе министр çумĕ.

ЧНК президенчĕ Г. Архипов форума пухăннисене чăваш пулнишĕн вăтанмалла марри, тăван чĕлхене хисеплекен, сума сăвакан çын çеç çитĕнÿсем тума пултарни пирки каларĕ.

Чăваш наци конгресĕ Çеçпĕл юбилейне тата çамрăксен çулталăкне халалланă çак форума. Вилĕмсĕр поэтăн «Хастарлă, хыт утăмлă пулăр!» сăмахĕсем яш-кĕрĕмшĕн - шурăм пуç çăлтăрĕ евĕр. Çак чĕнÿ паян та малалла утма хавхалантарса тăрать. Тин çеç йĕркеленнĕ çамрăксен пĕрлешĕвне те «Хастар» ят парас терĕç. Унăн ертÿçи пулма республикăри халăх пултарулăхĕн çуртĕнче ĕçлекен, ЧНКпа тачă çыхăну тытакан Т. Николаевăна суйларĕç. Татьяна - Тăвайран. Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче, кайран ЧПУра вĕреннĕ. «Чăваш чĕлхи ячĕпе пĕр пулар. Чăваш ачи, сассуна пар!» Çеçпĕл Мишшин сăмахĕсем нихăçан та кивелмеççĕ, - тесе сăмах илчĕ Татьяна Владимировна. - Çамрăксене чылай ыйту канăçсăрлантарать: кирлĕ професси суйласа илесси, хваттер туянасси, çурт-йĕр лартасси... Пĕччен хулă хуçăлать, шăпăра вара хуçма çук, çавăнпа та пĕрле ĕçлемелле».

Форума 100 делегат, пурĕ 300 ытла çын хутшăнчĕ, Республикăри чылай районпа хуларан, аслă тата вăтам пĕлÿ паракан заведенисенчен, çавăн пекех Мускавран, Пушкăртстанпа Тутарстанран, Самартан, Тюмень облаçĕнчен те килнĕ. Чăваш çамрăкĕсен пĕрлешĕвне саламласа Таллинтан, Казахстанран, Екатеринбургран телеграммăсем янă.

Форума Тюмень облаçĕнчен çитнĕ Т. Тверскова каланă тăрăх, вĕсен патĕнче, Чăваш наци обществи çумĕнче сакăр уйăх каялла «Илем» çамрăксен пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕ.

- Эрнере икĕ хутчен пухăнатпăр, наци уявĕсем ирттеретпĕр, ваттисемпе канашласа чăваш йăли-йĕркине тытса пыма тăрăшатпăр. Пушкăртстан чăвашĕсемпе туслă пурăнатпăр, пĕрле пухăнса чун каниччен чăвашла калаçатпăр, юрлатпăр-ташлатпăр. Чăвашлăха вĕсем нихăçан та сÿнме парас çук, - терĕ Татьяна Владимировна. Вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çичĕ çул Тюмень облаçĕнче пурăнать, Пушкăртстанри чăваш каччипе çемье çавăрнă. Аякри чăвашсен пурнăçĕнче йĕр хăварса ĕçлесшĕн «Илем» çамрăксен пĕрлешĕвĕ. Тĕллевĕсем çутă та пархатарлă.

Чăваш наци конгресĕ хăй тавра чăваш çамрăкĕсене пуçтарса тĕрĕс турĕ теес килет. Форум тăршшĕпех Çеçпĕл чунлĕ чăваш ачисем вилĕмсĕр поэтăмăрăн самана уттинчен юлмасăр пурăнма, ĕçлеме, тăрăшма сунакан çулăмлă сăввисене вуларĕç. «Чăваш чĕлхи ячĕпе пĕр пулар!» - тесе Çеçпĕл те çамрăксене пĕрлешме чĕннĕ. Апла çăлкуç шывĕ пек таса пултăр чăваш çамрăкĕсен «Хастар» пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕ, шăпи.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика