АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Лар та çылăхусене тасат»

10 декабря 2009 г.

 Упăшкин ăс-тăнран кăштах айванрах йăмăкĕпе пурăнчĕ Нина аппа. Пилĕк ывăл çуратса ÿстерчĕ пулин те пĕри те тăван килĕнче тĕпленмерĕ. Авланнă хыççăнах ачисем арăмĕсене çавăтса хулана тухса шăвăнчĕç. Кĕçĕн ывăлне Кольăна питĕ шаннăччĕ те амăшĕ. Анчах мăшăрĕн сăмахĕнчен иртеймерĕ вăл. «Сан аннÿпе çăмăл мар. Пĕр килте харкашса пурăниччен хамăр йăва çавăрар. Килсе çÿрĕпĕр, май килнĕ таран пулăшăпăр. Халĕ вăй-халĕпе хăй те тепĕр çамрăкран ирттерет», - терĕ çĕнĕ çын. Хирĕçлемерĕ Коля. Амăшĕн кăмăлĕ килĕшсех каймасть ăна. Яланах темĕн çитмест, нихăçан та çынна ăнланасшăн мар вăл. Кÿршĕ лайăх пурăннине те, çаврăнăçуллă пулнине те кĕвĕçет, колхоз ĕçне кайсан вара юттине киле сĕтĕрсе килесшĕн тăрăшать.

Ĕмĕрне фермăра тар тăкса ирттерчĕ Нина аппа. Упăшки кĕçĕн ачи çуралнă хыççăнах чирлесе вилчĕ. Вăр-варскер кил-çуртне саланма памарĕ. Халĕ те аптрамасть-ха. Ĕне, вăкăр, сурăхсем, качака усраççĕ вĕсем.

Кĕвĕçÿ туйăмĕ ытларах аталаннă хĕрарăмăн. Тăтăшах çын ĕнине, ытти выльăхне куç илмесĕр сăнать. Сивĕ сăмах тупсах тăрать. Пĕр-пĕр хыпар илтсенех ял тăрăх салатать. Çавăнпа хисеплемеççĕ те ăна.

Пĕччен пурăнма килĕштерет вăл. Упăшкин йăмăкĕ тарçă вырăнĕнче. Тепĕр чух апат та ларса çиеймест. Туньккан кăмăлĕ лайăх, анчах темшĕн Турă кÿрентернĕ ăна. Айван çеç мар, чăлах та. Нина качча килнĕ чухне вунă çулта пулнă вăл. Çавăнтанпа уйрăлман вĕсем: яланах инкĕшне пулăшнă хĕр. Халĕ пĕтĕм ĕç Тунькка çине тиеннĕ, кăмака кукринче çеç аппаланмасть хĕрарăм. Инкĕшĕ мĕн пĕçерет - унпа çырлахать. Иккĕшĕ те пенси илеççĕ. Маларах Нина аппа шалусăр ларнă чухне Тунькка пенсийĕ те çемьене пулăшу кÿнĕ. Хăйĕн вара хырăмне вăхăт-вăхăтпа шывпа та çăкăрпа улталама тивнĕ.

2

Чупса çÿренĕ вăхăтрах пĕр кĕрхи кун Нина аппан чĕри тапма чарăнчĕ. Ял çыннишĕн уяр çанталăкра çиçĕм çиçнĕ евĕр пулчĕ ку. Вăрлăх сухан кăларма çÿренĕ вăл. Кĕсйисене, витрисене тултарса таврăннă кашни кунах. Çав йăлана виличчен те пăрахайман ватă.

Ачисемпе тăванĕсем ăна чысласа пытарчĕç. Хĕрĕх кунĕ умĕн кÿршĕри Ульха, пилсĕрлĕхĕпе Нина аппаран кая юлманскер, ял халăхне хăйĕн тĕлĕкĕпе паллаштарчĕ: «Нина улăхра ĕне çитерсе çÿрет пек. Хыпаланать, таçта васкать. Анчах ури утмасть. «Канлĕ çывăраймастăп, - тет. - Çылăхлă эсĕ теççĕ. Çĕр çинче пурăннă чухне çынпа йĕркеллĕ пулмарăн. Халĕ сана çÿлти патшалăха та кĕртместпĕр. Масар хĕррине лар та çылăхусене тасат: патшалăха паракан сĕте шывпа хушса миçе тенкĕ турăн; Улталаса пуяс шухăш тытрăн. Халĕ сĕте шывран уйăр. Миçе çынна кÿрентертĕн; Упăшкун йăмăкĕн куççулĕ витрене те кĕмест. Вăхăтĕнче епле шар кăтартнă эсĕ ăна, выçă та лартнă. Чиркĕве кайса курман. Упăшку авă сана пулăшасшăн çунать: пилĕк ача ÿстерсе çын çине кăларнине пĕлтерет, анчах вăл çеç çителĕксĕр. Вĕсем амăшĕн пилĕпе çÿремеççĕ паян та. Ăмсану, кĕвĕçÿ, харкашу, курайманлăх çулĕ çине тăнă хĕрарăм эсĕ. Кала, сана асăнакансем пур-и;»

«Çук, çук», - тет Нина шур кĕпе вĕççĕн çÿрекенсене айăплăн. Эх, шалккă-çке. Епле тăлăххăн ларать вăл масар алăкĕн çумĕнче», - вĕçлерĕ калаçăвне ватă.

Сак çинче ларакансем сăмах та чĕнмерĕç.

- Çĕр çинче пурăннă чухне çылăха нумай кĕретпĕр çав, - терĕ юлашкинчен Ульха аппа.

Елчĕк районĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика