10 декабря 2009 г.
Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ, халăх ăсти М.Симакова çак кунсенче 75 çул тултарнă май Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче «Чăваш эрешĕсем» курав уçăлчĕ. Унта вăл 100 ытла ĕç тăратнă.
Çак илемлĕх тĕнчи хĕрарăма хăçан интереслентерме пуçланă-ши? Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен варринче вăл «Паха тĕрĕ» фабрикăра вăй хунă. Кунта шăпах ăста ÿнерçĕпе Екатерина Ефремовăпа паллашнă, каярахпа чăваш тĕрри уншăн пурнăç илемĕ пулса тăнă.
Тавра курăмне аталантарма библиотекăсене, музейсене çÿренĕ вăл, халăхра анлă сарăлнă çĕвĕсене тупса палăртнă. Пĕр вăхăт асăннă фабрикăра ÿнерçĕре те вăй хунă. 1992 çулта вара Халăх пултарулăх çуртĕнче чăваш тĕррин лабораторине ертсе пынă. М.Симакова тĕрлĕ курава хутшăнса вун-вун Хисеп хутне тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăна «Раççей халăх ăсти» ят парса чысланă.
Тивĕçлĕ канура пулсан та аллине йĕппе çип тытать Мария Васильевна. Кăçал çуркунне вăл Сауд Аравийĕн тĕп хулинчи Эр-Риядри «Дженадерия - 2009» курава хутшăннă. Çакна та асăнма кăмăллă: тăватă çул каялла ÿнерçĕ «Чувашские узоры» кĕнеке кăларнă.
Кураври ĕçсене М.Симакова пурне те алăпа тĕрленĕ: салфеткăпа пит шăллирен пуçласа шупăр таранах пур унта. Çак асамлă тĕнче хуçи иксĕлми пултарулăхĕпе савăнтарсах тăтăр пире.