АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп çемье - патшалăх тĕрекĕ

10 декабря 2009 г.

 «Чăваш Республикин хĕрарăмсен канашĕ» общество организацийĕ тĕрлĕ хулари 5, районсемпе ялсенчи 24, предприяти-организацири 500 ытла канаша пĕрлештерет. Унăн тытăмĕнче - 10 пин ытла çын. Асăннă пĕрлĕх власть тытăмĕсемпе çыхăну тытать.

Чăваш Республикин хĕрарăмсен канашĕн 15-мĕш съездĕнче ача амăшĕн, хĕрарăмсен обществăри çивĕч ыйтăвĕсене хускатрĕç.

Ача сачĕсем кирлĕ

Çакă чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулчĕ. Шупашкарта çеç 9 пин пепке шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсен черетĕнче тăрать. Хулари ачасен - 80, ялтисен 70 проценчĕ çеç çÿрет вĕсене.

Хула çулсерен ачасене 800 вырăнпа тивĕçтерет. Йывăр лару-тăруран тухас тесен 36 садик-ясли уçмалла. Анчах та муниципалитетсен вăй-хал çитейменни куç кĕрет. Çавăнпа та Хĕрарăмсен канашĕ вĕсене федераци бюджечĕн укçи-тенкипе çĕклеме ыйтса Раççей правительствине сĕнÿпе тухасшăн. Уйрăм çын йĕркелекен ача сачĕсем пуласса та шанаççĕ хĕрарăмсем.

Хĕрарăм

ĕçсĕр юлать...

Ачана садика вырнаçтарма май килменни çемьере тепĕр кăткăс ыйту кăларса тăратать: хĕрарăм ĕçсĕр юлать. Ахальтен мар халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче шута илнĕ çынсенчен 60 проценчĕ - хĕрарăмсем. Çак енĕпе Çĕнĕ Шупашкарти хĕрарăмсен канашĕ «ертÿçи Н.Добрянская» ĕçпе тивĕçтерекен вырăнти центрпа пĕрле кашни кварталта вакансисен ярмăрккине ирттерет, çынсене ĕç тупса пама пулăшать.

Çемье - икĕ çын пĕрлĕхĕ

«Пĕрремĕш вырăнта пирĕншĕн - çемьене упраса хăварасси», - терĕ ЧР Хĕр-арăмсен канашĕн председателĕ С. Тимофеева хăйĕн докладĕнче. Çавна май республикăра чылай мероприяти йĕркелеççĕ: «Çемье çулталăкĕ», нумай ачаллă çемьесен слечĕ тата ыт. те. Кил-йышри хутшăнусене çирĕплетес тĕллевпе Шупашкарти хĕрарăмсен канашĕ «ертÿçи И.Клементьева» кашни çулах «Чи лайăх ашшĕ» конкурс ирттерет. Çĕнĕ Шупашкарсем вара «Çыран» кризис центрĕ уçнă, шанăç телефонĕ йĕркеленĕ.

Пенза облаçĕнче «Телейлĕ çемье шкулĕ» проект, Самар хулинче çамрăк çемьесен ятарлă курсĕсем ĕçлеççĕ. Çавна май асăннă тăрăхсенче мăшăрсем уйрăлса каясси чакнă. Пирĕн республикăра вара паян кашни иккĕмĕш кил-йыш арканать.

Чылай ĕç хĕрарăм çине тиенет. Паллах, имшер чунлисем çакна чăтаймаççĕ, чун-чĕрине сăра-эрехпе лăплантарма тăрăшаççĕ. Телее, алкоголизм чирĕпе аптракансен йышĕ Чăваш Енре сахалланса пырать. Анчах та хаяр шĕвек серепине çакланнă хĕрарăмсен шучĕ ÿсни палăрать - юлашки виçĕ çулта 30 процента яхăн. Çемье ăшшине пĕрле упрамаллине палăртрĕç съезд делегачĕсем. Çемье вăл - икĕ çын пĕрлĕхĕ-çке. «Арçыннăн йывăç лартмалла, çурт çĕклемелле, ача-пăча çуратса çитĕнтермелле, - терĕ Светлана Терентьевна калаçăвне пĕтĕмлетсе. - Анчах та хĕрарăмăн çав хунава шăвармалла, упăшки çĕкленĕ çурта тирпей-илем кĕртмелле, ачисене тĕрĕс воспитани парса ура çине тăратмалла».

«Вăчăрана татас марччĕ...»

«Хĕр ачасенче - пулас амăшĕсене, арçын ачасенче - ашшĕсене курмалла, - терĕ Вăрмарти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Г.Петрова. - Çак вăчăрана татмалла мар. Хĕрсене çемье ăшшине упрама вĕрентмелле. Каччăсем вара чăн-чăн арçын, хÿтĕлевçĕ пулса çитĕнччĕр тесе тăрăшмалла.

Яланах шăлаварпа çÿренĕрен пĕррехинче уява кайма хĕрсем кĕпе те тупаймарĕç. Ăçта сăпайлăх? Унсăр пуçне пулас ача амăшĕсем, ытларах хуларисем, пĕр вăтанмасăр пирус мăкăрлантараççĕ. Ку енĕпе каччăсене те ырлас килмест. Çакнашкал ăруран еплерех ашшĕ-амăшĕ пулĕ-ши?»

Çамрăксене тĕрĕс воспитани парас енĕпе съездра арçынсем те тухса калаçрĕç. Вĕсенчен пĕри - ЧР Президенчĕ çумĕнчи Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Александр Андреев. «Пирĕн пурин те пĕр тивĕç - ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтересси», - терĕ Александр Васильевич.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика