АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыранхи çинчен шутланă май

10 декабря 2009 г.

 Хальхи саманара каялла çаврăнса пăхма, ĕлĕкхине аса илме кирлех те мар текенсем те тупăнкалаççĕ-ха. Анчах та кашни халăх хăйĕн кăк-тымарне упрама тăрăшать. Мĕншĕн тесен вĕсен историйĕнче тĕнчешĕн, килес ăрусемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсем пур. Иртнине хаклаканăн, хисеплекенĕн малашлăхĕ çутă та аслă.

Хамăр халăхăн асра тытма тивĕçлĕ кунĕсемпе пулăмĕсене пĕр çĕре пухса ЧР патшалăх архивĕсен ĕçченĕсем сăваплă ĕç турĕç, электронлă майпа хатĕрленĕ «Чăваш Ен: Вăхăт. Пулăмсем. Çынсем» календаре кун çути кăтартрĕç. Республикăна çывхарса килекен 2010 çул ячĕпе хаклă парне кÿчĕç.

Архивсем тĕрлĕ документ управçисем çеç мар, ĕнерхи куна çутатса ыранхи çинчен шухăшлаттараканĕсем те пулнине анчахрах Пичет архивĕнче иртнĕ календарь презентацине хутшăннисем тепĕр хут курса ĕненчĕç.

Сăмах май, электронлă майпа хатĕрлесе календарь кăларасси архив ĕçченĕсемшĕн çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Хальхи _ вĕсен электронлă 6-мĕш календарĕ. Унта _ 2010 çулта палăртмалли 400 ытла дата. Çитес çул Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул, Чăваш автономи республики йĕркеленнĕренпе 85 çул çитет. Юбилярсен шутĕнче _ Шупашкар «официаллă майпа крепость-хула тесе пĕлтернĕренпе 455 çул», Етĕрне «420», Çĕнĕ Шупашкар «50», аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе предприятисем, патшалăх деятелĕсем, ăсчахсем, çар çыннисем, спортсменсем тата ыттисем те. Календарь хуплашки çинчех _ П.Н.Осипов сăнĕ. Паллă ученăй, врач, драматург çуралнăранпа январĕн 27-мĕшĕнче 110 çул çитет. Асăннă уйăхăн 12-мĕшĕнче Митта Петĕрĕ писателĕн 100 çулхи юбилейĕ, мартăн 13-мĕшĕнче Алексей Кокель художник тĕнчене килнĕренпе 130 çул, майăн 15-мĕшĕнче Константин Иванов поэт кун çути курнăранпа 120 çул çитнине палăртăпăр.

Çитес çул республикăра тухса тăракан 38 хаçат-журнал ĕçченĕсемшĕн те паллă кунсемпе асра юлать. «Капкăнăн», кулăшпа сатира журналĕн, вара харăсах икĕ уяв: январьте 1500-мĕш номер тухать, мартăн 16-мĕшĕнче 85 çул тултарать.

Паллă, пĕлтерĕшлĕ кун нумай. Малашне те хушăнсах пырĕç. Эпир паян пурин пирки те каласа параймăпăр. Анчах та архив ĕçченĕсем вĕсене пĕрне те манса хăвармĕç, электронлă майпа хатĕрленĕ календарьсем кăларсах тăрĕç. Эппин вĕсемпе савăнсах усă курăпăр.

Е.Романова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика