10 декабря 2009 г.
Йышпа ĕç ăнать
- Юлашки çулсенче хурт-хăмăр ĕрчетекенсен йышĕ ÿсрĕ, - пуçларĕ калаçăвне Чăваш Енри кăнтăр районсемпе ĕçлекен зоотехник-утарçă Н.Пирожков. - Вĕсене çĕршыв та пулăшать. Акă Шăмăршă районĕнчи икĕ çемье халĕ çак тĕллевпе патшалăхран тавăрса памалла мар кредит илме документсем пухать. Кирек мĕн каласан та çав тери аван ку.
Николай Петрович пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхсенче хурт-хăмăр ĕрчетессипе Патăрьел районĕнче 1999 çултах ятарлă программа йĕркеленĕ. 5 çула йышăннăскере 4 çултах пурнăçланă.
- Çулталăкра икĕ утартан кая мар йĕркелеме палăртнăччĕ программăра, - аса илет иртнине Н.Пирожков. - Эпир вара малтанхи çулах тăваттă таран уçрăмăр. Çак ырă йăлана республикăри ытти районта та малалла тăсма ĕмĕтленнĕ иккен. Шел те, тĕрлĕ сăлтава пула вĕсен ĕçĕ пурнăçа кĕреймен.
Патăрьел районĕнчи «Красное знамя», «Звезда», «Труд», «Батыревский», «Малалла» хуçалăхсем утарсем тытаççĕ, ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çакнашкал хуçалăхсем Шăмăршă районĕнче те пур.
- Ултă çул каярах эпир вĕлле хурчĕн «среднерусский» ăратне Пермь крайĕнчен илсе килтĕмĕр, - малалла сăмахлать зоотехник-утарçă. - Каярахпа вара Пушкăртстанри Шульган-Таш заповедникра амасем тата пакетсем туянтăмăр.
Вĕсемпе ĕçлени пуласлăха шанма, продукци ытларах илме май парать. Çитменнине «среднерусский» вĕлле хурчĕсем лайăх хĕл каçаççĕ, чир-чĕртен хăрамаççĕ. Ăратлăскерсене туянма ăçтан кăна килмеççĕ-ши: Волгоградран, Самартан, Мускав облаçĕнчен тата ытти çĕртен. Анчах эпир ăна ытларах хамăр республикăра сарасшăн».
Хальхи вăхăтра районта вĕллесене хĕле хатĕрлес ĕç пырать. Çавна май хурт-хăмăр ăстисем маларах семинар-канашлу та ирттернĕ. Унта кăнтăр районĕсенчен çеç мар, ытти тăрăхран та хутшăннă.
- Хĕл каçма вĕллесене икĕ килограмлă канди хурсан аванрах, - вăрттăнлăхне уçать Николай Петрович. - Пĕлтĕр кашнине 4 килограмлă кандипе тивĕçтернĕччĕ. Çавна май кăтарту лайăх пулчĕ. Хуртсем сивĕ кунсене ăнăçлă чăтса ирттерчĕç. Эппин, кандин усси пурах.
Хурт-хăмăр зоотехникĕ пулнăран паянхи кун варроатоз, аскосфероз, нозематоз чирĕсем анлă сарăлнине пĕлтерчĕ вăл.
- Экологи япăхланнăран пыл хурчĕсен чир-чĕрĕ те вăйланать, - тет Н.Пирожков. - Вĕсемпе вăхăтра кĕрешни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Пыл хурчĕ пек ĕçчен çемье
Хурт-хăмăр ĕçĕ Пирожковсен ăруран ăрăва тăсăлать. Николай Петрович каланă тăрăх, вĕсен ĕç династийĕ 200 çула яхăн. Мăн аслашшĕн, Герасим Павловичăн хăй вăхăтĕнче 150 тунката вĕлле пулнă. Чĕмпĕр пуянĕсем Патăрьел районĕнчи Турхан чăвашĕ патне ятарласа çăка пылĕ илме килнĕ. Аслашшĕ Павел Герасимович та таврара хурт-хăмăр ăсти шутланнă. Шел те, ăна раскулачить тунă. Ывăлне Петра 17 вĕлле халалласа хăварма ĕлкĕрнĕ вăл. Çапла Пирожковсем ачи-пăчине мĕн пĕчĕкрен хурт-хăмăр ĕçĕн вăрттăнлăхне вĕрентнĕ. - Чун-чĕре вĕлле патнех туртать, - тет Николай Петрович. - 5 çул тултарнăранпах тăрăшатăп эпĕ утарта. Хамăн ачасене те вĕрентетĕп.
Пирожковсен хăйсен утар пур. Çавна май çулла унтан тухма пĕлмеççĕ вĕсем.
- Анне кăçал 94 çул тултарчĕ, - малалла сÿтĕлет калаçу çăмхи. - Вăл та пирĕнпе пĕрле тăрăшать. Ачасене вара утма пуçланăранпах утара илсе çÿренĕ.
Хурт-хăмăр ĕçĕ çăмăл мар пулсан та сывлăхшăн усăллине палăртать ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Унсăр пуçне чыс-хисеп те кÿрет вăл. Район, республика шайĕпе иртекен тĕрлĕ курава хутшăнса Н.Пирожков вун-вун Хисеп хутне тивĕçнĕ. Кăçал вара ăна РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хучĕпе чысланă. Ахальтен мар вăл темиçе çул ĕнтĕ кăнтăр районсенчи хурт-хăмăр ăстисен ертÿçи пулса тăрăшать.
«Чун-чĕре вĕлле патнех туртăнать»

- Николай Петрович ÿкĕтленине, сĕннине кура чылай çын пыл хурчĕ тытма пуçларĕ, - тет районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Г.Салмина. - Халĕ эпир те ĕрчететпĕр. Мăшăрăм ятарлă курсра пĕлÿ илчĕ. Çак ĕçре çемйипех тăрăшатпăр.
Анлă тавра курăмлă Н.Пирожков вара кирек кама та сĕнÿ-канаш пама хатĕр. Çакăншăн хисеплеççĕ те ăна ентешĕсем. Хăйне те, унăн çемйине те ĕçчен, вăр-вар «ылтăн хуртсемпе» танлаштараççĕ.
В.ПЕТРОВА.