АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçапа пуйиччен туспа пуй

10 декабря 2009 г.

 Халăх шучĕпе пуйма шут тытнă курăнать Куславкка районĕнчи Энтри Пасар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Çавна май Кутемер ялне газ кĕртетпĕр тесе 2003 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче клубра ял-йышран укçа пухма хăй тĕллĕн пуху йĕркеленĕ. Пуçлăх сĕнĕвне халăх хапăлласах йышăннă: 37000 тенкĕ пухса панă. Лешĕ вара савăнăçне ниçта чикеймен: нухрата хăйĕн тĕпсĕр кĕсйине ярăнтарнă. Паллах, никам пĕлмессе, чухламасса шаннă ĕнтĕ. Анчах та уй куçлă, вăрман хăлхаллă тени тĕрĕсех çав. Т.Кабачевăн суд тенкелĕ çине ларма тивнĕ. Ăна пĕр çуллăх тĕрĕслев вăхăчĕпе икĕ çуллăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă, çийĕнчен тата 5000 тенкĕ штраф тÿлеттернĕ.

Пуçлăх пуканĕпе усă курса

Ĕçченсен шăпи хăйĕн аллинче пулнине кăтартма тăрăшнă Тăвай районĕнчи «Мастер» вĕрентÿ комплексĕн гендиректорĕ П.Алексеев. Çавна май Л.Григорьева тĕп бухгалтера ĕç саккунне тата организацин йĕркелÿ докуменчĕсене пăсса ĕçрен кăларса янă. Хăй вара тĕп бухгалтер штатне е ытти штат единицисене кĕскетни çинчен хушу та кăларман, РФ Ĕç кодексне те нимĕн вырăнне те хуман. Çын шăпипе хăйне евĕр хуçаланнă вăл: ĕçченсен пухăвĕнче вăрттăн сасăлавпа Л.Григорьевăна ĕçрен пăрнă. Каярахпа вара бухгалтер-кассир тивĕçне пурнăçлама тепĕр çынна ĕçе илнĕ.

Тăвай район сучĕ Л.Григорьевăна ĕçрен тĕрĕс мар хăтарнине çирĕплетнĕ, ăна хăй вырăнĕнчех юлмалла тунă.

Ют пурлăха хапсăнасшăн

2009 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче Етĕрне район сучĕ Мучар ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Надежда Чернова тĕлĕшпе пуçарнă уголовнăй ĕçе пăхса тухнă. Ăна РФ Уголовнăй кодексĕн 292-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе айăплама йышăннă.

Малтанхи тĕпчевсем тата суд следствийĕ çакна палăртнă: Чернова служба вырăнĕпе усă курса хăйĕн упăшкине В.В.Чернова, маларах «Ядринский» ял хуçалăх производство кооперативĕн балансĕ çинче шутланса тăнă çурт-йĕрпе çĕр лаптăкĕн хуçи тăвас шутпа, пĕлтĕрхи июнь-август уйăхĕсенче ял тăрăхĕн хуçалăх кĕнекине улăштарса суя кăтартусем кĕртнĕ. Каярахпа Мучар ял тăрăхĕн администрацийĕ ячĕпе Етĕрне районĕнчи «Техника инвентаризацийĕн бюровне» тăратма суя справка хатĕрленĕ.

Суд Н.Н.Черновăна 10 пин тенкĕ штраф тÿлемелле тунă «приговор саккунлă вăя кĕнĕ».

Ял тăрăхĕн ертÿçи хăйне пăхăнакансен ĕçне тĕрĕслесе тăнă пулсан тата хуçасăр пурлăха ял тăрăхĕн балансĕ çине вăхăтра куçарнă тăк çак преступлени пулмастчĕ те.

Хальхи вăхăтра район прокуратури Мучар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ячĕпе представлени тăратнă, Н.Н.Черновăна ĕçрен хăтарма ыйтнă.

В.Петрова, Е.Атаманова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика