02 декабря 2009 г.
Ялăн социаллă тата экономика пурнăçне аталантарасси, чи çĕнĕ технологисемпе усă курса ял хуçалăх производствине çĕклесси тата ытти тĕллевсемпе кăçал Чăваш Енре Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулчĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсемпе тыр-пул ăстисем çеç мар, тĕрлĕ организаци-учреждени те, уйрăм çынсем та çак пархатарлă ĕçе хăйсен тÿпине хыврĕç. «Хресчен сасси» хаçат «Çĕр ĕçченĕ» ятпа мĕнпурĕ 16 кăларăм пичетлерĕ, республика районĕсен, уйрăм хуçалăхсен ĕçĕ-хĕлĕпе çулталăкĕпех паллаштарса тăчĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Çемен Элкер премийĕн лауреачĕн, тĕрлĕ массăллă информаци хатĕрĕсен премийĕсене тивĕçнĕ Владимир Филиппов фотожурналистăн ял ĕçченĕсен сăнарĕсене уçса панă ĕçĕсене вулакансем уйрăмах хапăл туса йышăнчĕç. «Камера мар, фотограф ÿкерет» девизпа ĕçлекен Владимир Анатольевич çак вăхăт хушшинче вун-вун яла çитрĕ, миçе çын тăрăшулăхне, чун-чĕрине, кăмăл-туйăмне кăлармарĕ-ши пирĕн ума! Кашни ÿкерчĕкĕнчех чăн-чăн художник куçĕпе курса ял çыннин сăн-сăпатне ăсталарĕ вăл. «Хресчен сасси» хаçатра пичетленнĕ тата ялсенче пулса ÿкернĕ ĕçĕсенчен «Алран кайми аки-сухи» фотокурав йĕркелерĕ. Чăваш Республикин культура министерствипе «Хресчен сасси» Издательство çурчĕ» патшалăх унитари предприятийĕ пулăшнипе çак кунсенче Чăваш ÿнер музейĕнче уçăлчĕ вăл. Куракансем паллă фотоăстан выставкине пысăк хак пачĕç.
П.НИКОЛАЕВ.
Сăн ÿкерчĕксенче: В.Филиппов;
уяв саманчĕсем.