АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх сурать - кÿлĕ пулать

02 декабря 2009 г.

 Хамăр таврари пурнăçа улăштармашкăн патшалăх уйăрса паракан укçа-тенкĕ пулăшăвĕ яланах çителĕксĕр пек туйăнать. Мĕншĕн тетĕр-и? Ялта пурăнакан çын хăй пуçарулăх кăтартмасан, унăн ырă тĕслĕхĕпе тепри малалла утмасан, виççĕмĕшĕ те алă сулсан вырăнти çивĕч ыйтусене татса пама çав тери кăткăс. Ял территорийĕнче пĕр пĕчĕк ĕçе вĕçне çитерме те пысăк пĕр шухăшлăх кирлĕ. Уйрăмах паянхи саманара.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çеç тăрăшнипе малалла каяймăн. Пĕччен сурать - типсех пырать, халăх сурать - кÿлĕ пулать тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ватăсем. Çак каларăшăн чăнлăхне Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрпуç таврашĕнче пурăнакансенчен нумайăшĕ аван ăнланать, тÿрре кăларма тăрăшать.

Ял тăрăхĕн пуçлăхне Манефа Александровна Михайловăна куншăн мухтамалла çеç. Анчах та вăл хăйне ырланипе пач та килĕшесшĕн мар, мĕншĕн тесен вырăнти халăхăн пуçарулăхне тĕрлĕ майпа «вăратассине» кулленхи ĕç вырăнне хурать. Манефа Александровнăн хăйĕн стилĕ, официаллă ĕçе творчествăлла хак пама ăнтăлать вăл. Халăхăн пултарулăхне, хастарлăхне фотоÿкерчĕксем урлă историре хăварма тăрăшать, ятарлă альбомсене республика, Раççей конкурсĕсене тăратать. Тĕпрен илсен, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе, ял ĕçне сăнлассипе çыхăннă конкурссене. Çапла, юлашки çулсенче асăннă хутлăх территорийĕнчи Чиперуй, Турханкасси ялĕсенче пурăнакансем ырă тĕслĕхпе республикăра палăрчĕç. Сĕнтĕрпуçсене Раççей шайĕнче те пысăка хурса хакларĕç. Сăмах май, кăçалхи пĕлтерĕшлĕ ĕçсен альбомне те Мускаври конкурса ярса панă.

Тĕслĕхрен, Вячеслав Петрович Григорьев Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă Сĕнтĕрпуçĕнчи палăка хăйĕн пуçарăвĕпе тĕпрен юсаса çĕнетме тытăннă. Вуншар пин укçа тăкакланă. Çакăншăн пĕртте ÿкĕнмест. Ял çыннисем те айккинче тăрса юлман: май çитнĕ таран укçа-тенкĕпе пулăшнă. Çавах та ĕçе вĕçлеме нухрат кăштах çитеймест, анчах ку йывăрлăх вăраха тăсăлас çук, палăртнă тĕллев пурнăçланмаллах.

Сĕнтĕрпуçĕнчи Культура çурчĕ культура çурчĕсем хушшинче районта республикăн ятарлă программипе модернизациленекен пĕрремĕш объект пулнинче те вырăнти халăхăн, уйрăмах яваплă çынсен тÿпи пĕчĕк мар. Ăна газификацилесси, ун патне илсе çитерекен çула, таврари лаптăка типтерлесси, çуртра юсав ĕçĕсем ирттересси, çĕнĕ музыка аппаратури кÿрсе килесси - вуншар тĕрлĕ ĕç тума ĕлкĕрнĕ кунта. Паян артистсем валли çĕнĕ тумсем, сценăна илемлетме чаршавсем хатĕрлесси кăна юлнă. Вĕсене ятарлă предприятисем çĕлеççĕ. Ялти çĕнелнĕ культура учрежденийĕ Çĕнĕ çул умĕн тăрăшуллă ял халăхĕшĕн хăйне май парне пулĕ.

Çынсене ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе те ку хутлăх районта чи малтан çĕнĕлĕх кăтартрĕ. Шыв уçлакан насуса кирлĕ шайра тытса тăма май паракан система вырнаçтарма хатĕрленеççĕ кунта.

Ялсенчи улшăнусен списокĕ пĕчĕк мар. Акă Турханкассинче электричество линийĕн юписене 2 километр та 600 метр тăршшĕ таран тĕпрен улăштарнă. Тĕрĕсрех палăртсан, халĕ тытăма автоматизациленĕ.

Халăх ăнланулăхне кура ял çакнашкал утăмсемпе çĕнелсе улшăнать пулсан унăн малашлăхĕ çук теме чĕлхе çаврăнмасть.

Сĕнтĕрпуç тăрăхĕнчи кашни ялах паян такăр çул çыхăнтарать. Çакă пысăк ÿсĕм, çавах та ÿссе аталанмалли ытти ен те сахал мар-ха. Çывăх вăхăтра акă муниципаллă пушар хуралне йĕркелессипе ĕçлемелле тата ытти нумай ыйтăва татса памалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика