АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Филиал тĕнче курма пулăшать»

02 декабря 2009 г.

 И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕ 15 çул, асăннă районти Чăваш Ишекри Пĕлÿ çурчĕ 10 çул тултарнă май Юхма тăрăхне иртнĕ эрнере тĕрлĕ çĕртен хăна-вĕрле пуçтарăнчĕ. Вĕсен йышĕнче РФ Федераци Канашĕн председателĕн çумĕ М.Николаев, Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Л.Кураков академик, ЧР вĕрентÿ министрĕ Г.Чернова, ЧПУн Патăрьел филиалĕн директорĕ Л.Лялина т.ыт.те пулчĕç. Сумлă хăнасем «Вĕрентĕве çĕнетесси - обществăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп палли» ăслăлăхпа практика конференцине хутшăнчĕç.

15 çул хушшинче Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕ 1500 специалист вĕрентсе хатĕрленĕ. Кунта пулас экономистсем, юристсем, филологсем, бухгалтерсем пĕлÿ илеççĕ. Республикăн кăнтăр районĕсенчи çамрăксемпе пĕрлех Тутарстан Республикин, Ульяновск облаçĕн хĕрĕсемпе каччисем, çавăн пекех çулланнисем те вĕренеççĕ. Паянхи кун аслă шкулта пин ытла çын ăс пухать. «Çĕршывшăн йывăр вăхăтра уçма пултартăмăр филиала, - терĕ Л.Кураков академик. - Çакăнта пĕлÿ пухнă чылай çын халĕ педагогикăра, ял хуçалăхĕнче, шалти ĕçсен тытăмĕнче тăрăшать. Ялта пурăнсах аслă пĕлÿ илме пултарни вăл _ телей».

Чăваш патшалăх университечĕн Ишекри Пĕлÿ çурчĕ пирки те ыррине çеç каламалла. Вăл та Л.Кураков академик пуçарăвĕпе «унăн ялĕнче» йĕркеленнĕ. Ăна урăхла вĕренÿпе кăмăл-сипет комплексĕ темелле. Кунтах лицей класĕсем, Раççей вĕрентÿ академийĕн ăслăлăх лабораторийĕ, вĕрентÿпе производство мастерскойĕ, вулавăш, часавай пур. Ахальтен мар Лев Пантелеймонович конференцире пултаруллă ачасене уйрăммăн вĕрентмелли пирки асăнчĕ. «Пултаруллă специалистсене ушкăнпа хатĕрлеме май çук. Вĕсем валли ятарлă вĕрентекен, уйрăм вĕренÿ пособийĕ, урăх класс кирлĕ», - терĕ вăл. Вĕрентĕве çĕнетсе аталантарас енĕпе урăхла çул-йĕр шырамаллине те палăртрĕ. Малашне университет никĕсĕ çинче вĕрентÿпе ăслăлăх инноваци центрĕ, пĕчĕк предприятисем йĕркелессине пĕлтерчĕ.

РФ Федераци Канашĕн председателĕн çумĕ М.Николаев çĕршывра инженерипе техника пĕлĕвне илекенсен йышĕ сахалланни пирки каларĕ. «20-мĕш ĕмĕрте çамрăксене çак отрасль илĕртнĕ, паян вара яшсемпе хĕрсем экономист, юрист профессийĕсене кăмăллаççĕ. Шкул никĕсĕ çинчех инженер, конструктор специальноçĕсене майĕпен хатĕрлемелле. Çакна тума ачасене шахмат вăййипе интереслентермелле. В.Сухомлинский калашле, шăпах вăл ăс-тăн пама пулăшĕ», - терĕ Михаил Ефимович.

Сумлă хăна Л.Кураков академик ĕçне пысăка хурса хакларĕ. Ăна Аслă вĕрентекенĕмĕрпе И.Я.Яковлевпа танлаштарчĕ. Çамрăк ăрăва пĕлÿ парас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Тĕнчери «Хĕвел тухăç виçевĕ» общество юхăмĕн «Раççейĕн хисеплĕ экономисчĕ - инноваци экономикин лидерĕ» орденĕпе чысларĕ. Лев Пантелеймонович та парăмра юлмарĕ: ăна Чăваш патшалăх университечĕн хисеплĕ докторĕн мантине тăхăнтартрĕ. Сăмах май, Михаил Ефимович Чăваш çĕршывĕнче маларах та пулнă. Дизайн факультечĕн студенчĕсем ăсталанă шупăрпа та чысларĕç хăнана.

Вĕрентĕве çĕнетсе аталантарас ĕçре шкулсенче профильлĕ классем пурри пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ ЧР вĕрентÿ министрĕ Г.Чернова. «Физикăпа математика класĕсенчен 752 ача вĕренсе тухнă кăçал, вĕсенчен 580-шĕ хăйсен специальноçĕпе аслă шкулсене кĕнĕ», - терĕ вăл. Раççей, тĕнче шайĕнчи олимпиадăсен çĕнтерÿçисен йышĕ те çулсерен ÿссе пынине палăртрĕ. Пултаруллă ачасем ытларах Мускава туртăннине, унтах тĕпленнине каларĕ. «Хăшĕ-пĕри пурпĕрех тăван тăрăха таврăнатех», - пĕтĕмлетрĕ калаçăвне вăл.

Патăрьел тăрăхĕнче ЧПУ филиалĕ ĕçленишĕн савăннине пытармарĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов. «Вăл пурри пирĕн ывăл-хĕре тĕнче курма, çутта тухма пулăшать. Районти Перекет банкĕн специалисчĕсен 80 проценчĕ шăпах унта ăс пухнă, вĕсемсĕр пуçне ял хуçалăх ертÿçисен хушшинче те пĕлÿ илнисем пур», - пĕлтерчĕ Николай Иванович. Филиалăн пултаруллă, хастар ĕçченĕсене ЧР вĕрентÿ министерствин тата Патăрьел район администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Уява килнĕ кашни хăна аслă шкулăн филиалне юбилей ячĕпе саламласа парне пачĕ. Чи сумли вара - ятарлă класс валли 10 компьютер. Çакна асăнма та кăмăллă: малашне Чăваш патшалăх университечĕн филиалĕ гуманитари институчĕн йĕркипе ĕçлеме тытăнĕ.

Уява пухăннисене Чăваш патшалăх академи симфони капелли хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.

Ăслăлăхпа практика конференцийĕ тепĕр кунхине те малалла ĕçлерĕ.

В.Петрова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика