02 декабря 2009 г.
«Паха тĕрĕ» ÿнер промыслисен фирмин тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕнче вăй хуракан Н.И.Посынкина 2009 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2009 çулхи июнĕн 11-мĕшĕччен Е.А.Максимова тĕп бухгалтера 3645 тенкĕ те 92 пус шалу тÿлемен. Хăйне пайта кÿресшĕн ятарласа çапла хăтланнă вăл, кассăра укçа-тенкĕ те пулнă-çке. Çак хура ĕç шăв-шав кăларма пултарасси пирки шутламан та-ши вара директор; Пурнăçра нимĕн те йĕр хăвармасăр иртмест çав. Н.И.Посынкина çынран ытла нумаях кулса пурăнайман, ун пирки уголовнăй ĕç пуçарнă. Çакăн хыççăн тин, 2009 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче, 3645 тенкĕ те 92 пуса тÿлесе татма килĕшнĕ.
Судра вара Н.И.Посынкина гендиректор айăпа йышăннă, ÿкĕннĕ. Саваламан сак хăратать пуль çав. Ним çукран хур тÿсекен бухгалтер вара ăна каçарнă, уголовнăй ĕçе вĕçлеме ходатайство тăратнă.
2009 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи 2-мĕш суд участокĕн миравай сучĕ РФ УК 76-мĕш статйи тăрăх уголовнăй ĕçе чарса лартнă. Çапах та Шупашкар районĕн патшалăх айăплавçи - прокурорăн аслă пулăшуçи В.М.Марков юстици советникĕ уголовнăй ĕçе вĕçне çитерменнипе килĕшмен, халĕ апелляци тăратас ыйту тухса тăнă.
А.ИВАНОВ,
Шупашкар район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан, юстици советникĕ.