20 ноября 2009 г.
Шупашкарта ноябрĕн 24-28-мĕшĕсенче М.Д.Михайлова халалласа Пĕтĕм тĕнчери XIX опера фестивалĕ иртет. Кăçал ăна Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ 50 çул тултарнипе те çыхăнтарнă. Республикăн культура пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри ку.
Уява премьера спектаклĕпе уçасси йăлана кĕнĕ. Куракансем кăçал чи малтан Р.Леонкаваллăн «Паяцы» оперипе паллашĕç. Унта Чăваш опера сценин ертсе пыракан солисчĕсем тата çамрăк талантсем хутшăнĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе фестиваль юрă-кĕвĕ кăмăллакансене кашни çулах Раççей театрĕсен чи лайăх ĕçĕсемпе паллаштарать. Кăçал та çавнашкалах пулĕ.
Ноябрĕн 25-мĕшĕнче сцена çинче П.Чайковскин «Пиковая дама» опери янăрĕ. Ку Челябинск тата Чăваш патшалăх опера театрĕсен пĕрлехи проекчĕ.
Ноябрĕн 26-мĕшĕнче фестиваль программине Ж.Бизен «Кармен» опери малалла тăсĕ. 27-мĕшĕнче куракансем Дж. Россинин «Севильский цирюльник» камит-оперипе паллашĕç. Розина партийĕнче _ Пекин опера искусствин çăлтăрĕ Чжао Юн Хон «Китай», Фигаро _ Андрей Григорьев, Базилио _ Андрей Валентий «иккĕшĕ те Пысăк театртан». Спектакль дирижерĕ _ Александр Прайер «Великобритани». Вăл 17 çулта çеç. Композитор _ вундеркиндăн симфонийĕсемпе оперисем тĕнчери пысăк сценăсем çинче янăраççĕ.
Фестиваль ноябрĕн 28-мĕшĕнче гала-концертпа вĕçленĕ. Унта ют çĕршыв артисчĕсем, Раççей опера сценин çăлтăрĕсем тата Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн артисчĕсем хутшăнĕç. Концертра Анисим Асламас произведенийĕсем те янăрĕç, вĕсене программăна композиторăн 85 çулхи юбилейĕ ячĕпе кĕртнĕ.
Е.БАШКИРОВА.