20 ноября 2009 г.
Кăçалхи хĕл мĕнлерех пулĕ? Çанталăк тĕпчевçисен тĕшмĕртĕвĕсем тĕрĕсех-ши? Çакăн пирки Раççей гидрометцентрĕн директорĕ Роман Вильфанд акă мĕн калать.
- Прогноз тăвакансене суяççĕ тесе пĕрмаях вăрçаççĕ-ха. Анчахрах вара Пĕтĕм тĕнчери метеорологи организацийĕн тĕп тытăмĕсен комиссийĕ Раççей гидрометцентрне тĕнче лидерĕсен шутне кĕртнĕ.
18 çул каялла кăна-ха çанталăк мĕнле пуласси пирки каланисен 56 яхăн проценчĕ тĕрĕс пулнă. Халĕ гидрометцентр прогнозĕсем 70 процент пурнăçланаççĕ, çакă наука тĕлĕшĕнчен _ питĕ пысăк кăтарту. Паллах, ансăр тавра курăмлă çынсемшĕн тепĕр 30 проценчĕ те пысăк вырăн йышăнать.
Кăçалхи хĕл иртнинчен уйрăларах тăрĕ. Декабрь ăшă пулĕ, сывлăш температури нормăран кăшт пысăкрах, январьте тата февральте _ чылай сивĕрех, уйрăмах Раççейĕн анăç тăрăхĕнче.