АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăса хывман пуçлăхсем

20 ноября 2009 г.

 Тĕнче кризисĕ çине ярса хăш-пĕр предприятире ĕç çыннисене хĕссех хунă темелле. Вĕсен пурнăçне татах йывăрлатнă: шалу вăхăтра тÿлемеççĕ е тÿлесен те ячĕшĕн кăна.

Йĕпреç район прокуратури «Ибресинская» агрофирма, «Волжский кирпич», «Энергосервис» предприятисен ертÿçисене ĕç ушкăнĕн ларăвне чĕнтерни ахальтен мар, вĕсенче те саккуна пăхăнсах каймаççĕ-мĕн. Шалупа вăхăтра тивĕçтереймен пуçлăхсене право органĕн Ĕç кодексне тепĕр хут аса илтерме тивнĕ. Йăнăша тÿрлетме, юсанма шантарнă-ха айăпа кĕнисем, сăмахне тытĕç-ши;

Ачча амăшне кÿрентернĕ

Т.Борисова «ятне улăштарнă» «Градостроительство» унитари предприятийĕнче темиçе çул вăй хунă, производство пайĕн пуçлăхĕ таранах çĕкленнĕ. Юратнă ĕçĕнчен ăна пĕчĕк ачине пăхма тивни çеç уйăрнă. Вăл декрет отпускĕнче пулнă хушăра предприятире пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. 2007 çулхи июльте ăна реорганизациленĕ. Борисова тĕпренчĕкĕ виçĕ çула çитиччен кĕтсе тăман, ĕçе тухма шутланă. Çĕнелнĕ предприятире ача амăшĕ валли вырăн тупăнман. Ертÿçĕсем ĕç килĕшĕвне татма сĕннĕ çеç. Хĕрарăм килĕшменнине кура пуçлăхсем унран хăпма шутланă. Анчах ĕмĕте пурнăçа кĕртме, хĕрарăма ĕçрен хăтарма ĕлкĕреймен, право органĕ тĕрĕслевпе çитнĕ. Виçĕ çула çитмен ача амăшне ĕçрен кăларса яма юраманнине директора асăрхаттармах тивнĕ.

Виçĕ тусăн пĕр шухăш

Улатăрти виçĕ тус хăвăрт пĕр чĕлхе тупнинчен тĕлĕнмелли çук. Ара виççĕшне те пĕр шухăш канăç паман _ пилĕк авмасăр, тар тăкмасăр пуясси. Пуçлăх вырăнне йышăнакансемшĕн çакна тума йывăр пулман. «Алатырский завод низкотемпературных холодильников» уçă пĕрлешÿн директорĕ Владимир Аношкин, «Нива» тата «Нева» предприятисен ертÿçи Юрий Абубекеров, «АЗИХ» пĕрлешÿн тĕп бухгалтерĕ Любовь Яшина пулăшса хавхалантарса пынипе Аношкин «Нива» пĕрлешĕве туман строительство ĕçĕсемшĕн пысăк укçа куçарса панă. Хыççăнах фирма хупăннине пăхмасăр илсе çитереймен таваршăн каллех завод кассинчен «Нивăна» укçа куçарттарнă. «Нева» пĕрлешĕве те илмен таваршăн укçа çитсе выртнă. Çапла вара 2004-2005 çулсенче виçĕ тус завода 3 миллион та 190 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Услам кукăр алăллă ертÿçĕсен кĕсйине самай хулăнлатнă. Завод касси сасартăк пушанса юлни право хуралне те интереслентернĕ, айăплисене çийĕнчех палăртнă вăл. Нумаях пулмасть Улатăр район сучĕ уголовнăй ĕçе пăхса тухнă. Тÿресем юлташсене уйăрса кÿрентермен, виççĕшне те 120 пиншер тенкĕ штраф панипе пĕрлех ирĕкрен хăтарма йышăннă.

Л. Ала.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика