11 ноября 2009 г.
«Тăрăшсан тĕрлĕ ăпăр-тапăртан кермен лартма пулать», - тет Муркаш районĕнчи Опрыскьяльти В.Павлов фермер. Хăй вара анчахрах сăра кĕленчинчен çурт çĕкленĕ. Паллах, хальлĕхе ĕç вĕçленмен-ха. Шалтан штукатурка туса якатаççĕ. Çитес çул пурăнма кĕрес ĕмĕтпе вăй хурать Владимир Петрович.
Сăра кĕленчинчен - çурт
«3-4 кунра çĕклерĕмĕр ăна, тепĕр 3 кун тăррине витрĕмĕр, - пĕлтерет В.Павлов. - Тавах тус-юлташа пулăшнăшăн».
Малашнехи ĕмĕчĕсемпе паллаштарнă май сăра кĕленчисене гирляндăпа çутатмалла тăвассине пĕлтерчĕ вăл. «Панорама евĕр пултăр», - терĕ савăнса. Тĕрлĕ тĕслĕ бутылкăпа усă курса эрешленĕ ÿкерчĕк халĕ те çурта илем кÿрет.
Сăра кĕленчинчен çурт çĕклени Владимир Петровичшăн çĕнĕлĕх мар. 18 çул каяллах вăл çак технологипе котельнăй купаланă. Унсăр пуçне тимĕр банкăран сарай та хăпартнă. «Вăл вăхăтра кирпĕч тупма çукчĕ, - аса илет иртнине хастар фермер. - Черет тăрса хăшкăличчен банкăсемпе усă курма шухăшларăм». Чăн та, ăнăçлах пулса тухнă хуралтăсем. Çулла та, хĕлле те сивĕ мар вĕсенче. Кĕленче савăт сывлăш пуртан ăшша тытать. «Унсăр пуçне тавралăха тасатни те паха, - малалла сÿтĕлет калаçу çăмхи. - Сăра-эрех бутылкине халĕ лавккара илмеççĕ. Ăçта пăхан - унта йăваланса выртать. Çав вăхăтрах укçа-тенкĕ перекетлеме те май пур: пĕр кирпĕч 8 тенкĕ, сăра кĕленчи вара - 10 пус».
Паллах, кунта та вăрттăнлăх пур: вăрăм «мăйлă» савăтпа ĕçлеме меллĕрех иккен. Унсăр пуçне тирпей-илем пирки те манмалла мар. Цемент тата хăйăр хутăшĕпе вараланнăскерсене çийĕнчех тасатса пымалла. Унсăрăн çурт илемĕ пулмĕ.
«12 пин ытла кĕленче вырнаçрĕ çакăнта, - тет Владимир Петрович ман ыйтăва хуравланă май. - 5 пине яхăн юлчĕ. Малашне кану вырăнĕ, парник тăвас ĕмĕтлĕ».
Пушă кĕленчене ытларах тĕп хулари каçхи хупахсенчен илсе килнине каларĕ В.Павлов. Унсăр пуçне унтан-кунтан пуçтарнă, ял халăхĕ те пырса панă.
Хăй кăна мар, кÿрши-аршине те «чирлеттернĕ» вăл çак ĕçпе. Пĕрисем кану вырăнĕ, теприсем мунча хăпартасшăн. Илларионовсен çемйи вара сăра кĕленчинчен котельнăй тата хушма çурт çĕкленĕ. Паллах, Владимир Петрович пулăшăвĕпе ĕнтĕ. «Кунашкал пÿртре пурăнма хăрамастăр-и?» - тĕлĕнетчĕ ял халăхĕ малтан. Киле-киле пăхатчĕç, кăсăкланатчĕç. Халĕ вара çăтмахри пек пурăнатпăр. Кăмака тума ĕлкĕреймерĕмĕр пулсан та пÿлĕмре ăшă», - тет Клавдия Ивановна Илларионова.
Сăра-эрех кĕленчинчен çурт тунине маларах телевизорпа çеç кураттăмăр. Çĕнĕ технологие халĕ ентешĕмĕрсем те алла илме пуçларĕç.
Ырри те юнашарах
В.Павлов фермер вăкăрсем самăртассипе, тĕш тырă çитĕнтерессипе ĕçлет. Унсăр пуçне 27 пуç сысна, 4 лаша, 52 чăх-чĕп тытать. Тыр-пул çитĕнтерме 160 гектар çĕр лаптăкĕ пур. Унта кăçал урпа «60 гектар», тулă «40 гектар», нумай çул ÿсекен курăк «60 гектар» çитĕнтернĕ. Çуллахи вăхăтра унăн хуçалăхĕнче 15-20 çын вăй хурать. Кÿршĕ ялсенчен те килеççĕ. Ĕçченсене тĕш тырăпа та, утă-улăмпа та тивĕçтерет вăл. Çамрăксем тăван тăрăха юлманни, çавна май ял çулсерен ватăлса пыни пăшăрхантарать фермера. Çапах та савăнмалли те пур иккен: каччăсем «6-7 çын» хăйсен ирĕкĕпех сăра-эрех ĕçме пăрахса урă пурнăç йĕркине суйласа илнĕ. Халĕ вĕсем хаяр шĕвеке пачах та астивмеççĕ. Çулла Владимир Петрович хуçалăхĕнче вăй хунă, кĕрхи, хĕллехи вăхăтра Мускавра ĕçлĕç. «Сăра-эрех ĕçмесен пурнăçа йĕркелеме май пуррине ăнланчĕç вĕсем», - тет В.Павлов йĕкĕтсене мухтаса.
Шел те, çемье çавăрма Опрыскьяльте хĕр çук иккен. Каччăсене мăшăрлантарса ялтах тĕплентересшĕн вăл. Ку енĕпе евчĕ пулма та хирĕç мар, çурт-йĕр çавăрма та пулăшĕ вĕсене. «Тăван ял çĕр çинчен ан çухалтăрччĕ çеç, - тет Владимир Петрович. - Унăн пуласлăхĕ вара - çамрăксенче».
Мĕнех, ырă çыннăн шухăшĕ те ырă çав.