АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял - тĕпсĕр шăтăк мар

11 ноября 2009 г.

 Пирĕн хамăрăн ял хуçалăхне тĕнчере чи малти вырăна кăлармалли питĕ лайăх майсем пур. Çакна валли 3 япала кирлĕ. Пĕрремĕшĕ - чи çĕнĕ технологисем, иккĕмĕшĕ - тăкаксемпе кĕрешесси. Вĕсем пирĕн хальлĕ-хе питĕ пысăк-ха. Виççĕмĕшĕ - патшалăх пулăшăвĕ.

Дмитрий Медведев ял хуçалăхне аталантарас ыйтусемпе Курск тата Орел облаçĕсенче нумаях пулмасть «октябрьте» канашлу ирттернĕ. Орел облаçĕнчи ĕç çыннисемпе çĕршывшăн тыр-пул рынокне аталантармалли малашлăха, патшалăхăн аграри политикин эффективлăхне ÿстермелли майсене сÿтсе явнă, вырма ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ. Паян эпир патшалăх пуçлăхĕ çак канашлура каланине кĕскетсе пичетлетпĕр.

Кăçал пирĕншĕн пуриншĕн те, экономикăн пур отраслĕшĕн те питĕ йывăр çул пулнине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Кризис кредит ресурсĕсен çулне самаях пÿлсе хуни мĕнпур производителе, вăл шутра аграрисене те çав тери пысăк сиен кÿчĕ. Нумай-нумай инвестици проекчĕ пурнăçланмарĕ, сутас, вырнаçтарас, йĕркелесе ертсе пырас, тăкаксене чакарас енĕпе чылай чăрмав, кăткăслăх килсе тухрĕ. Паллах ĕнтĕ, йывăрлăхсем ял хуçалăхне те самаях хĕн кăтартрĕç.

Çапах та кризиспа кĕрешмелли мерăсем пулăшнипе лару-тăрăва, тĕпрен илсен, лайăхлатма май килчĕ. АПКна аталантармалли патшалăх программине пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен уйăракан укçа калăпăшне кăçал 180 миллиард тенкĕ таран ÿстерме пултартăмăр. Çакă пĕлтĕрхин виççĕмĕш пайĕ чухлĕ, 2007 çулхипе танлаштарсан 2 хут нумайрах.

Ял хуçалăх производителĕсене çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тата минерал удобренийĕсемпе çăмăллатнă йĕркепе тивĕçтерес ыйтусене те татса патăмăр темелле.

Пĕтĕмĕшле илсен, çĕршыври вырма кăтартăвĕсем япăх мар. Экспертсем хакланă тăрăх, 90 миллион тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Аса илтеретĕп, пĕлтĕр питĕ пысăк тухăçлă тыр-пул - 108 миллион тонна, виçĕм çул 82 миллиона яхăн вырса илнĕччĕ. Ку пире хамăра усă курма тата упраса хăварма кирлинчен ытлашшипех. Эппин, ытти патшалăха та самаях сутма пултаратпăр. Çĕр улмипе пахча çимĕç тухăçлăхĕ те пĕлтĕрхинчен кая мар.

Паллах, йывăрлăхсем тата пур-ха. Вĕсем, пирĕн çĕршывра йăлана кĕнĕ пек, çак тапхăр-та пуçланаççĕ кăна. Çĕршывра тыр-пула упрас тата тирпейлес ыйтусем питĕ çивĕч тăнине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Кунта чăрмав сахал мар.

Халь çеç Орел облаçĕнчи ку чухнехи чи çĕнĕ элеваторта пултăмăр. Ку, чăнах та, питĕ чаплă предприяти. Анчах та пирĕн ун пеккисем питех те сахал. Эпир çакăн йышши элеваторсем хамăра мĕн чухлĕ кирлине шутларăмăр. Сахалах мар-мĕн, 300 яхăн кирлĕ. Вĕсене çĕршывĕпех туса лартма 2 миллиард доллар патнелле инвестици тупмалла. Пирĕн элеваторсен хăвачĕ çак шая çитсен çеç хамăра шанчăклă туйма пултаратпăр. Асăннă ĕçшĕн яваплă регионсемпе федераци тытăмĕсен пуçлăхĕсен палăртнă тĕллев патне ăнтăлмалла, ăна пурнăçлассишĕн çине тăмалла.

Мĕн чăрмантарать-ха пире? Халь кăна асăнса тухнă инфратытăм тата, паллах, элеваторсем çитменни кăна мар. Иккĕмĕшĕ - шалти суту-илÿ майĕсемпе çителĕксĕр усă курни, виççĕмĕшĕ - технологи енĕпе кая юлни.

Эпир паян уйсенче Раççейре, урăх çĕршывсенче тата пĕрле туса кăларнă ку чухнехи çĕнĕ техникăпа, çĕнĕ аграри технологийĕсемпе усă курса тыр-пул пухса кĕртесси мĕнле пулса пынине куртăмăр. Çакă, паллах, пирĕншĕн космос пекех: чуна уçса каласан, сайра тĕл пулакан тĕслĕх, çапах та вăй илсе сарăлса пыракан пулăм. Вăл пур çĕрте те пур. Питех те шел, калăпăшĕ пире кирлинчен чылай пĕчĕкрех-ха.

Юлашки çулсенче Раççей тĕш тырă нумай туса илекен çĕршыв статусне тавăрса, Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсем, Канада, Евросоюз пекех, тырă чи нумай сутакан тăватă çĕршыв шутне кĕчĕ. Эпир кăçал тырă форумĕ ирттертĕмĕр. Вăл пирĕншĕн ăнăçлă пулчĕ, хамăрăн пĕчĕкех мар мăн кăмăллăха кăтартрăмăр. Çак мăн кăмăллăха ăнлантарма та пултаратăп. Эпир çитес 8 е 10 çул хушшинче экспортăн пĕтĕмĕшле калăпăшне 50 миллион тоннăна çитерме планлатпăр. Ку пире чи малти вырăнсене кăларать. Çакна тума пирĕн, çанталăк йывăрлăхĕсене пăхмасан, майсем çителĕклĕ. Вĕсене хăвăртлатмалла кăна.

Тепĕр çивĕч ыйту - апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноçа аталантарасси. Кунта та хальлĕхе хусканусемех курăнмаççĕ. Ку енĕпе наци проекчĕн пуçламăш тапхăрĕнче ĕçсем вăйланма пуçланăччĕ, анчах ял хуçалăх продукцине тарăннăн тирпейлесси патне çитеймерĕмĕр. Шел пулин те, тирпейлекен тата вырнаçтаракан сегментри тăкаксен пысăк пайĕ хресченсем çине тиенет. Çакă ял хуçалăх производствине, хуçалăхсене аталантарма çав тери чăрмантарать. Лару-тăрăва тÿрлетес тесен тупăшулăха вăйлатмалла. Ку хальхи лару-тăрура, кризис вăхăтĕнче, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, унпа регионсемпе ведомствăсен тимлĕрех пулмалла.

Хальхи апат-çимĕç тата тирпейлекен çĕнĕ промышленность туса хумалла. Ун чухне кăна эпир çынсене ĕçпе тивĕçтерессине тĕпрен лайăхлатăпăр. Ялта мĕн чухлĕ çын ĕçленине пурте лайăх пĕлетпĕр. Кунта çĕршыв халăхĕн виççĕмĕш пайĕ. Çакăнтах пирĕн чылай проблема та, хăш-пĕр ырлăх та. Ял çыннин пурнăçĕ питĕ кăткăс. Ĕçе çителĕксĕр механизациленĕ, чылай енĕпе юлса пынă условисенче вăл пушшех те йывăр. Çавăнпах ĕнтĕ пирĕн шăпах çак тĕллевпе пĕрле ĕçлемелле. Экспертсен шучĕпе, паян ял хуçалăх продукчĕсем туса илекен пĕр çын пуçне тирпейлекен тата сутакан 10 çын тивет. Çакă вăл ыттисемшĕн кулăшла та.

Урăх çĕршывсен йÿнĕ кредит ресурсĕсемпе усă куракан трейдерĕсемпе тупăшма питĕ йывăр. Çавăнпа та аграри секторне кредитсемпе пулăшасси чи малти вырăнта пулмалла.

Тата тепĕр тема - аграри секторĕн информаци витĕмне вăйлатасси. Эпир çак ĕçе тытăнатпăр кăна-ха. Анчах та ку - чаплă технологисене ертсе пырас ĕçе тата производствăна кĕртни, питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Пире çĕрсем, анасем, тыр-пул, рыноксем, производствăпа ял хуçалăх продукчĕсемпе вĕсем сутăнассин шайлашулăхĕ мĕнле лару-тăрура пулнине тĕп-тĕрĕс пĕлсе тăни питĕ кирлĕ.

Паха та васкавлă информаци çукки пирĕн ума пысăк йывăрлăхсем, тăкаксем кăларса тăратать, хамăрăн производительсен конкуренци пултарулăхне чакарать. Çавна пула эпир туса илмелли майсене çухататпăр. Халĕ, шел пулин те, эпир урăх çĕршывсен кăтартăвĕсемпе усă куратпăр, хамăр чи пысăк космос çĕршывĕ пулин те вĕсен космос мониторингне пăхăнатпăр. Çакна та манмалла мар: эпир ют çĕршывсенчен йышăнакан даннăйсем тĕрлĕрен пулма пултараççĕ: вĕсем - пирĕн конкурентсем.

Юлашкинчен, паян эпир уйра ун çинчен калаçрăмăр та ĕнтĕ, пĕтĕм енĕпе паха вăрлăх фончĕ туса хурасси пирки. Халĕ эпир вăрлăхсен пысăк пайне чикĕ леш енчен туянатпăр. Сăлтавсем куç умĕнчех: хамăрăн майсене пĕтерсе хурас патнех çитрĕмĕр. Сахăр кăшманĕ тата куккурус туса илесси пĕтĕмпех вăрлăхсене урăх çĕршывсенчен кÿрсе килессипе çыхăннă. Ку пирĕншĕн намăс пулăм.

Пирĕн умра питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллев - Раççейре çитĕнтерекен мĕнпур ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене кирлин виççĕ тăваттăмĕш пайĕ чухлĕ те пулин хамăр патра туса илессине йĕркелесси. Çакăнсăр çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтересси чи çывăх вăхăтсенчех питĕ йывăрланать. Ун чухне экспорт калăпăшне ÿстерес, ял хуçалăх продукчĕсене экспорта ярса укçа тăвас амбициллĕ ыйтусене татса парасси пирки калаçма та кирлĕ мар.

Паянхи ĕçе пĕтĕмлетсе эпĕ инфратытăм проблемисем, тĕслĕхрен, элеваторсем тата çак сферăра кредит ставкине субсидилемелли майсем тĕлĕшпе нумай хушу паратăп. Çав вăхăтрах юридицин çивĕч ыйтăвĕсене те тепĕр хут пăхса тухмалла, усă курман ял хуçалăх çĕрĕсене каялла илмелли е çавăн йышши çĕрсемшĕн налук тÿлеттермелли ставкăсене ÿстересси пирки саккун хатĕрлемелле.

Кредитсем енĕпе унччен тунă ĕçсене малалла тăсмалла. Кредит ставки малалла та пĕчĕкленсе пырасса шанатăп. Сăмах май, пирĕн рефинансировани ставки юлашки вăхăтра историлле чи пĕчĕк шайра. Чăнах та ĕнтĕ, çакă банксем усă куракан чăн кредит ставкипе пĕтĕмпех ылмашать теме çук.

Пирĕн аслă вĕренÿ заведенийĕсем хатĕрлекен специалистсене питĕ пĕчĕке хурса хаклаççĕ. Ку, чăн та, чуна ыраттарать. Специалистсем хатĕрлес енĕпе проблемăсем çук мар. Вĕренсе тухакансен пĕлĕвне, ăсталăхне ÿстерес тесе ĕçлемелле, ял хуçалăхĕн аслă вĕрентÿ заведенийĕсен хăйсен те хальхи ĕç схеми çине куçмалла. Çакă вăл унччен мĕн тунине йăлтах пăрахăçламаллине пĕлтермест, анчах та урăхларах специалистсем вĕрентсе хатĕрлемелли куç кĕретех. Вĕсем çĕнĕ техникăна пĕлччĕр, урăх çĕршывсенче стажировкăсенче пулччăр, хальхи кредит институчĕсемпе паллашчăр, финанс ĕçне чухлаччăр.

Юлашки вунă çулта эпир хамăрăн опыта пăхса çакна курса ĕнентĕмĕр: ял хуçалăхĕ, хăш-пĕр экономистсем калашле, укçа кăна сăхакан, патшалăха нимĕн те паман тĕпсĕр шăтăк та, экономика мăйĕ çинчи хăмăт та мар. Вĕсен йышшисем шутланă тăрăх, çав хăмăтран хăтăлмалла та мĕнпур апат-çимĕçе чикĕ леш енчен туянмалла. Эпир кун пирки пач урăхла шутлатпăр. Пирĕн ял хуçалăхĕ хальхи конкуренци тупăшăвне хутшăнма пултаракан сфера. Кризислă лару-тăрура вăл хăйне лайăх енчен кăтартрĕ, хăйне хисеплеме кирлине ĕнентерчĕ. Промышленноçăн ытти отраслĕсемпе кирек мĕн пулсан та çынсем апат-çимĕçсĕр пурăнаймаççĕ. Эппин, çак бизнес яланах пулĕ. Ытти хăш-пĕр бизнеспа вара тепĕр 20-30 çултан мĕн пуласси паллă мар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика