11 ноября 2009 г.
«Пирĕн банк», - теççĕ ялта ĕçлесе пурăнакансем Раççей ял хуçалăх банкĕ пирки. Тăхăр çулта ăшă кăмăллă та тараватлă банк ĕçченĕсем чылай çыншăн тăван вырăннех пулса тăчĕç. Республикăра Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне уявлама хатĕрленнĕ май Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçине Ирина Николаевна Письменскаяна сăмах парар.
- Ирина Николаевна, хальхи вăхăтри банкпа агропромышленность комплексĕсен ĕçлĕ çыхăнăвне мĕнле хаклама пултаратăр?
- Ял хуçалăх отраслĕнчи кăткăс çула пăхмасăр ăна лайăх вĕçлесе пыратпăр темелле - Чăваш Енре ял хуçалăх продукцине илесси, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 103,8 процент ÿснĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕн те АПКна кредитласси ÿссех пырать. Банк агропромышленность комплексĕнчи предприяти-организацие расчет-касса енчен тивĕçтерекен, кредитлакан республикăри тĕп финанс учрежденийĕсенчен пĕри.
Пĕтĕмĕшле калăпăшран ял хуçалăхне хывакан пай - 91,55 процент. Çакна палăртмалла, кризиса пăхмасăр банк унччен панă ссудăн процент ставкине пĕрне те пысăклатман. Çулла, экономикăри лару-тăру йĕркеленме пуçласан, кивçен паракан укçан ставкине те пĕрремĕш пĕчĕклетнĕ.
Чакарнă ставкăпа предприяти-организацие яллă вырăнсенче çурт-йĕр тума кредит параççĕ.
- Промышленноçра, строительствăра чылай инвестици проектне нумайлăха чарса лартма тивнĕ, ялта лару-тăру мĕнлерех-ши?
- Паллах, ялсенче те йывăрлăх пур. Анчах инвестици проекчĕсене укçа хывасси малалла пырать. 2009 çулхи октябрь уйăхĕ тĕлне «Раççей ял хуçалăх банкĕ» уçă пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри филиалĕн кредит портфелĕнче вăрах вăхăтлăх кредит хисепĕ 4,5 миллиард тенкĕпе танлашнă, е пĕтĕмĕшле калăпăшăн 85,6 проценчĕ. 2009 çулхи планпа наци проекчĕпе тума пуçăннă инвестици проекчĕсен объекчĕсене вĕçлеме татах укçа хывма пăхнă. Çав шутран «Шупашкарти чăх-чĕп фабрики» «чăх-чĕп комплексне модернизацилеме», «Акконд-Агро» «980 ĕнелĕх сĕт-çу ферми», «ТП «Сувар-2» «сысна какайĕ туса илекен комплекс» пĕрлешÿсем. Çĕнĕ объектсенчен вара «Агрофирма «Ольдеевская» пĕрлешÿн теплица, «Агропуть» турист комплексĕсене палăртмалла. Вĕсене кредитлама тытăннă та ĕнтĕ.
- Паян банк мĕнле пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерет?
- Хальхи вăхăтра банк финанс пулăшăвĕн ĕçĕсене туллин тивĕçтерет. Раççей ял хуçалăх банкĕ çĕршыври чи пысăк банксенчен пĕри. Регионсенче те унăн тымарĕ тарăн, çирĕп. Чăваш Енри мĕнпур районта тенĕн унăн офисĕсем ĕçлеççĕ. Эпир ялта пурăнакансене те хуларисем пек финанс пулăшăвĕпе туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр - тĕнчери пластик картинчен пуçласа «клиент-банк» счетпа инçетре усă курас тытăм таранах.
Тĕрĕссипе эпир патшалăх корпорацисен функцине пурнăçлатпăр темелле. Коммерципе пĕрлех социаллă, патшалăх тĕллевĕсене те пурнăçа кĕртетпĕр.
- Ирина Николаевна, банк ĕçĕ-хĕлĕнчи тĕп тĕллевсем мĕнлерех-ши?
- Эпир Раççей правительствин программисемпе килĕшÿллĕн ĕçлесе пыратпăр. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ хута кайнăранпа регионти кредит портфелĕ 13 хут ÿснĕ. Чăваш Ен АПК сферинчи çĕнĕ проектсене хута кĕртмелли вырăна çĕнсе илессишĕн ăнăçлă кĕрешет. Çакна Раççей ял хуçалăх банкĕн правлени председателĕ Юрий Владимирович Трушин та палăртнă. Кăçал, сăмахран, Канашра çĕршывра пĕрремĕш пилотлă проект - ял хуçалăх кооператив рынокĕ хута кайрĕ.
АПКри пĕчĕк формăллă хуçалăхсене кредит парса пулăшасси те тĕп вырăнта. Наци проекчĕ хута кайнăранпа «2006-2009 çулсенче» республикăри хушма хуçалăха аталантарма Раççей ял хуçалăх банкĕ çăмăллăх кредичĕ 2,5 миллиард тенкĕ уйăрнă. Хушма хуçалăхсен 7,4 проценчĕ пирĕн банк пулăшăвĕпе усă курнă.
- Нумай банк кредит тÿлейменнисен хисепĕ ÿснине палăртать. Сирĕн лару-тăру мĕнлерех?
-Ялта пурăнакансем хăйсене тÿрĕ кăмăллă заемщиксем пулнине çирĕплетрĕç ĕнтĕ, нумайăшĕ яваплăха туйни, парăма çийĕнчех татма тăрăшни сисĕнет. Эпĕ вĕсене çакăншăн тав тăвасшăн. Партнерсен тÿрĕ кăмăллăхĕ банка АПК аталанăвне ытларах укçа хывма - кредитлама май парать. Кăçалхи 9 уйăхра Раççейĕпе кредит портфелĕ 28 процент ÿснĕ. Çитес çул кăтартăва 30 процента çитересшĕн.
- Банк социаллă пулăшу та нумай кÿрет. Чиркĕве, ача-пăча çуртне çĕнетме-çĕклеме укçа уйăрать, аслă шкулсемпе çыхăну тытать.
- Ку чăннипех çапла, эпир çакна гражданла тата кăмăл-сипет тивĕçĕ вырăнне хуратпăр. Пирĕн пулăшу уйрăмах кирлĕ объектсене ЧР Министрсен Кабинечĕпе «Раççей ял хуçалăх банкĕ» уçă пĕрлешĕвĕ тунă килĕшÿ тăрăх республикăри власть органĕсемпе палăртатпăр.
- Ирина Николаевна, Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне уявланă май хресченсене мĕн сĕннĕ пулăттăр?
- Çакă пирĕншĕн те уяв, мĕншĕн тесен Раççей ял хуçалăх банкĕн ĕçченĕсем нихăçан та хăйсене ял çыннисенчен уйăрман. Чăваш Енри хресченсене çитĕнÿ, ăнăçу сунас килет! Эпир яланах алла-аллăн тытăнса ĕçленĕ, ĕçлетпĕр те. Унсăрăн май çук. Раççей ял хуçалăх банкĕ - çĕр ĕçченĕсен банкĕ, ăна ялшăн, ял çыннисемшĕн йĕркеленĕ. Телей сире, хаклă ял ĕçченĕсем, пурнăçăр чечекленсе, ăнăçса, пуянланса пытăр!