АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăну куç умĕнче

11 ноября 2009 г.

Улшăну куç умĕнче

 Шупашкар районĕнчи «Ленин ячĕллĕ колхоз - производство кооперативĕ» ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Çитĕнÿ куллен тăрăшса вăй хунипе, умри чăрмавсене çĕнтернипе пулса пырать те. Çакна ăнланса тăрăшаççĕ хуçалăх ертÿçипе ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕпе Святослав Александрович Егоровпа ĕç çыннисем.

Юрла-юрла ĕне сăватпăр

Хуçалăхăн тĕп тупăш çăл куçĕ - выльăх-чĕрлĕх. Çавăнпа ăна кунта йышлă усраççĕ. Хальхи вăхăтра мăйракаллă шултра выльăх 1164, çав шутран ĕне 470 пуç тытаççĕ. Сысна йышĕ те пĕр пин ытла. Уй-хирте мĕн çитĕнтерни йăлтах вĕсене тăрантарма тухса каять. Паян тырă сутса пысăк услам илеймĕн, выльăх витĕр кăларни çапах тупăшлăрах.

2006 çулта «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе 15 миллион тенкĕ çăмăллăх кредичĕ илсе Шăнкасри ĕне фермине тĕпрен çĕнетнĕ. Ĕç-хĕле вĕçлеме хăйсем те 7 миллион тенкĕ хывнă. Халĕ кунта ĕнесене кăкармасăрах тăратаççĕ, сĕт сумалли зал уйрăм. Ĕçе йăлтах механизациленипе Зоя Гаврилова, Светлана Федорова, Алена Молодейкина, Татьяна Елизарова дояркăсене чылай çăмăлрах. Витисенче çутă, типĕ, таса. Сăвăм вăхăтĕнче илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрать. Кĕвĕ чуна çĕклет, сиплет.

- Выльăхсем, çынсем хăйсене лăпкăрах тытма тăрăшни сисĕнет, - пĕлтерет Святослав Александрович.

Ĕнесем хĕлĕн-çăвĕн витере тăни Евгений Русскин зоотехника тивĕçтермест.

- Хĕвел, уçă сывлăш вĕсене кирлех, - тет вăл.

Специалистсен сĕнĕвĕпе фермăпа юнашар выльăхсене уçăлтармалли ятарлă картиш тума тытăннă ĕнтĕ. Пылчăк çăрăласран урайне бетон плитасемпех тăвасшăн.

Апашри ĕне ферминче сĕт сумалли зал çук-ха, анчах кунта «шурă ылтăн» тахçанах холодильника пăрăх тăрăх çитет. ЧР ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Клавдия Игнатьева хĕрĕх çул ытла ĕнтĕ заведующире тăрăшать.

- Унчченхипе танлаштарсан çĕрпе пĕлĕт пек, - тет вăл. Улшăну, çĕкленÿ куç умĕнчех пулса иртнĕ мар-им; Çамрăк хĕрĕн тулли витре-бидонсене пайтах çĕклеме тивнĕ. Кĕреçе-сенĕк алăран кайман темелле. Халĕ акă тин ĕçе вырнаçнă Ирина Леонтьева çамрăк специалист-селекционер аллинче ноутбук. «Çапла пулмалла та, - сăмахлать Клавдия Фирсовна, - ĕлĕкхи мелпех ĕçлесен çĕкленеймĕн». Ферма ĕçченĕсене тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшни куçкĕрет. Выльăх пăхакансен çурчĕ хулари хăтлă хваттертен кая мар: çап-çутă, таса, илемлĕ пÿлĕмсем, çемçе сĕтел-пукан, душ кабини... Наталья Храмова, Зинаида Прокопьева, Зоя Майкова тата ыттисем тăрăшса ĕçленине асăнмалла. Паян вĕсен тĕллевĕ - кăтартăва ÿстерсе чĕр тавар ытларах илесси. Ĕне пуçне талăкра вунă килограмм сĕт сăваççĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле кашни ĕнерен 4 пин килограмм ытла илме палăртнă.

Тухнă-тухманах сысна фермине те çитсе куртăмăр. Чух-чухсене типĕ апат çине куçарнă май тырă вырăнтах авăртаççĕ. Сыснасен кашни ушкăнĕ валли витаминсем хушса апат янтăлаççĕ. «Эпир рациона çирĕп пăхăнатпăр», - тет Валентина Сергеева заведующи. Тулли рациона кура выльăхсен ÿт хушаслăхĕ те аван, талăкра - 334 грамм. Çурт-йĕре çийĕнчех юсаса тăнипе фермăсем юхăнмаççĕ.

Çука хăваракан

хаксем

Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн усă куракан çĕр 2540 гектар, çав шутран тĕш тырă тăхăр çĕр гектар ытла. Каллех кÿршĕри юхăннă предприятин ик çĕр гектарне илсе пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Çĕр çыннисемшĕн ĕç пайтах, ĕлкĕр кăна.

- Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ мĕнпе палăрса юлчĕ хуçалăхшăн;

- Кăçал пирĕншĕн ăнăçлă çул пулчĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче çанталăкĕ те пулăшрĕ тейĕн, ăшă, уяр тăчĕ. Çурхи, кĕрхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçлерĕмĕр, - пĕлтерет С.Егоров. - Вырмана комбайнсене аякран та явăçтартăмăр. Выльăх валли ешĕл курăк 2-3 хут çулса ĕлкĕртĕмĕр. Пушаннă лаптăксене çийĕнчех çĕртме тунă, акса хăварнă.

Кĕркунне пÿлмене 2669 тонна тырă кĕнĕ, гектар тухăçĕ 28,5 центнер. Выльăха тăрантармалăх, сутмалăх пур темелле. Анчах ытлашшине те сутасшăн мар. Унăн хакĕ кулăшла-çке. Тырра интервенцилессине шанмасть-ĕненмест вăл.

- Хуçалăхсенчен тырă килограмне 2-3 тенкĕпе посредниксем тахçанах туянса пĕтернĕ. Шалу, налук вăхăтра тÿлемелле, ирĕксĕрех сутма тивет. Кĕлетре вырттарнипе укçа кĕмест. Патшалăхăн пулăшу укçи пайтаçăсен кĕсйине пуянлатать кăна. Пĕлтĕр эпир çулла тырă фуражлăх килограмне 8 тенкĕ те 70 пуспа туянтăмăр. Мĕншĕн тесен çак вăхăт тĕлне вăл хуçалăхсенче юлманпа пĕрех.

Аш-какай, сĕт сутса аталанса пырать ĕнтĕ производство кооперативĕ. Шел, унччен тупăш кÿнĕ «шурă ылтăн» хакĕ икĕ хут чакни умри палăртнă çул-йĕре, ĕмĕт-шухăша тепĕр хут пăхса тухма хистет. Хальхи вăхăтра куллен 4 пин килограмм Çĕмĕрлери, Çĕрпÿри, Красноармейскинчи тирпейлекен предприятисене ăсанать. Нумаях пулмасть хакĕ ÿснĕ, килограмĕ 10 тенкĕ те 50 пуса çитнĕ, анчах хĕл енне сăвăм та сахалланать.

- Фермăсене çĕнетнĕ май сĕт, тупăш ытларах илме, пурлăхпа техника базине татах пуянлатма палăртнăччĕ. Чăн, сĕт пĕлтĕрхинчен 60 тонна нумайрах сурăмăр, анчах тупăшĕ икĕ хут чакрĕ. Чĕр тавар пахине пăхмасăр çур çулта вăл тăкак кăна кÿчĕ, - пăшăрханăвне пытармасть ертÿçĕ. - Çак лару-тăру тĕнчипех сарăлнă. Европăри хăш-пĕр çĕршывсенче сĕте ниçта чикейменнипе тăкаççĕ: туянакан çук е хакĕ ытла пĕчĕк. Çапах çулталăка тупăшлă вĕçлес шанăç пур. Паян пирĕн тĕллев - парăмсене, кредитпа лизингсене вăхăтра, йĕркеллĕ тÿлесе пырасси. 2014 çулта вĕсенчен хăпса пĕтсен малашлăха палăртма пулĕ. Эпир пурпĕр ура çинче çирĕп тăратпăр: тракторпа машина паркне, производство базине çирĕплетсе юлма ĕл-кĕртĕмĕр, выльăх-чĕрлĕх те çителĕклех. Кредитсемпе капашсăр парăма кĕрсе кайнă чылай хуçалăхăн шăпи пăшăрхантарать паян, вĕсем ял хуçалăх продукчĕсене сутса пысăк тупăш илме палăртни тÿрре килмерĕ.

- Тĕнче кризисĕ сире пырса çапрĕ-и;

- Кризис пуçланнă вăхăтра сĕт хакĕ ÿсрĕ, пире укçасăр лартмарĕ. Çынсене пĕрне те ĕçрен хăтарман. Пач урăхла, эпир паян та механизаторсене, зоотехника, веттухтăра ĕçе йышăнма хатĕр. Шалупа вăхăтра татăлатпăр, уйăхне вăтамран 5 пин тенкĕ ытла ÿкет, тырă та паратпăр. Ман шутпа, ĕçлекен çыншăн кризис çук. Хресчене нумай кирлĕ мар, унăн ĕçне тивĕçлипе хаклаччăр çеç. Патшалăхран субсиди илетпĕр-ха, сахалрах. Мĕншĕн газ, çутă, ГСМ хакĕсем виçесĕр ÿсеççĕ, ял хуçалăх продукчĕсен вара чакса пырать; Ăнланма йывăр. Йĕркеллĕ, шайлашуллă хаксем кăна агропромышленность комплексне шурлăха путармĕ.

Пĕчĕк

йышпа - пысăк ĕç-хĕл

Хуçалăх ĕç-хĕлне куллен 169 çын хутшăнать. Унччен кунта 520-ĕн вăй хунине ĕненес те килмест. Çĕр лаптăкĕ, выльăх йышĕ ÿссе пыни çĕклеме пит йывăрлатмасть. Çĕнĕ техника, энерги ресурсне перекетлекен технологи çине куçни сахал йышпах пысăк ĕç-хĕл тума май парать. Ĕçченсен пурнăçне интереслĕ, тулли тăвассишĕн профсоюз та самай тăрăшать. Шупашкарти уявсене, театрсене, концертсене йыш хаваспах çула тухать. Çурма хакпа ĕç çыннисене канма, сывлăха çирĕплетме яраççĕ, ытти енчен пулăшаççĕ. Çамрăк ăрăва хуçалăх ĕçне явăçтарма, шкул ачисене хавхалантарма ятарлă стипенди тунă. Кăçал çăвĕпе колхозра тăрăшнă 5 ача уйăхсерен çĕршер тенкĕ илсе тăрать. Хуçалăхра ырă ята, хисепе тивĕçлĕ çынсем чылай: пĕр тăван Михаилпа Василий, Александр Николаевсем, Виктор Викторов, Владимир Арефьев, Алексей Петров, Валерий Анатольев механизаторсем, Тамара Макарова выльăх пăхакан... тата ыттисем.

- Ял хуçалăх кунĕ ячĕпе вĕсене чун-чĕререн саламлатăп. Сывлăх, çитĕнÿ сунатăп. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен ăнăçу пулатех, - тет Святослав Александрович.

В.Филиппов

сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика