03 ноября 2009 г.
Чăваш Республикин прокуратуринче ĕç тăвакан влаçăн территори органĕсен, федераци органĕсен тата влаçăн регионти органĕсен представителĕсемпе çулсерен планпа тĕрĕслев ирттерессине йĕркелес ыйтупа тĕл пулусем иртнĕ.
Патшалăх тĕрĕслевĕн «асăрхавĕн» органĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра çулсерен планпа тĕрĕслев ирттерессин йĕркине тата формине прокуратура органĕсене тăратассине ăнлантарнă.
Федерацин «Патшалăх тĕрĕслевĕ «асăрхавĕ» тата муниципаллă тĕрĕслев ирттернĕ чухне предприятисемпе организацисен уйрăм пайтаçăсен прависене хÿтĕлесси çинчен» саккунне пурнăçа кĕртнĕ май Раççей Федерацийĕн Тĕп прокурорĕ кăçалхи октябрĕн 2-мĕшĕнче 319-мĕш номерлĕ приказ кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн пĕрлешÿллĕ план йĕркине çирĕплетнĕ, пĕрлешÿллĕ плансен пĕтĕм шайри проекчĕсене прокурорсем РФ Тĕп прокуратурине тăратассин срокне палăртнă, патшалăх тĕрĕслевĕ «асăрхавĕ» тата муниципаллă тĕрĕслев ирттернĕ чухне предприятисемпе организацисен, уйрăм пайтаçăсен прависене хÿтĕлемелли тĕп принципсене кăтартнă.
Прокурорсен тивĕçĕ шутне тĕрĕслев органĕсем çитес çулта палăртнă ĕç-хĕле хаклассине тата çитменлĕхсене палăртса мерăсем йышăнассине те кĕртнĕ.