АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен ырлăхĕшĕн...

30 октября 2009 г.

 Декабрĕн 3-мĕшĕнче, Хăйсен ирĕкĕпе çынсене ырă кÿрекенсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн, Чăваш Республикин Правительство çурчĕн ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче Чăваш Республикин Стратеги аталанăвĕ тĕлĕшпе ĕçлекен канашĕн черетлĕ ларăвĕ пулать. Унта патшалăхăн ачалăхпа çыхăннă политикин тата ачалăха общество енчен пулăшассин тĕп ыйтăвĕсене пăхса тухаççĕ. Лару 15 сехетре пуçланать.

Кунсăр пуçне канаш ĕçне кашниех хутшăнма пултарать:

_ Чăваш Республикин власть органĕсен порталĕнче сасăлава хутшăнса Чăваш Республикин, патшалăхăн ачалăхпа çыхăннă политикин тĕп çул-йĕрĕсен тата ачалăха общество енчен пулăшмалли мерăсен ыйтăвĕпе хăйĕн шухăшĕпе паллаштарма;

_ «хĕрÿ лини» телефонĕпе «46-25-50», канаш форумĕнче е электрон почтипе «org@cap.ru» ачалăха пулăшас тĕлĕшпе хăйсен сĕнĕвĕсене, пуçарăвĕсене пĕлтерме.

... вĕсене пысăка хурса

Николай Федоров президент Чăваш Республикинчи Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăя Александр Андреева çирĕплетнĕ. Çавна май республика пуçлăхĕ унпа тĕл пулса калаçнă.

«Пирĕнтен кашниншĕн, Чăваш Еншĕн тата Раççейшĕн ача çын пулнине ăнланса унăн хакне пысăка хуни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Сирĕн, депутатăн, пурнăçри хастар позициллĕ çыннăн, 3 ача çитĕнтерекенĕн, мисси кăткăс, пархатарлă тата яваплă пулать _ Чăваш Енре ача прависене хÿтĕлессипе çыхăннă тĕллевсене пурнăçласси. Çак ĕçе сирĕн служба вырăнне кура хушнипе мар, чун туртнипе пурнăçламалла», - тенĕ республика пуçлăхĕ Александр Андреева кăткăс та пĕлтерĕшлĕ ĕçре ăнăçу суннă май.

Тĕл пулура çитĕнекен ăрăва воспитани парас ыйтусене хускатнă. Хăйĕн ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕсен шутĕнче Чăваш Республикинчи Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй демографи ыйтăвĕсене татса парассинче, «нумай ачаллă пулмалли модăна» чĕртессинче, Чăваш Ен ачисен кăмăл-сипетне çĕклессинче, сывлăхне çирĕплетессинче курать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика