28 октября 2009 г.
Яш-кĕрĕм - хут çинче?
13 яла пĕрлештерекен Йÿçкасси ял тăрăхĕнче пĕтĕмпе 2400 ытла çын пурăнать. Пропискăра тăнине шута илсен вĕсенчен 600-ĕшĕ 30 çула çитмен çамрăксем. Шел те, хут çинче çеç çав, çуралнă хутлăхра тĕпленнисене шутлама вара алăри пÿрнесем те çителĕклĕ.
Кăçал Йÿçкассинче 17 ача çуралнă, шкултан 22 ача вĕренсе тухнă, пĕрремĕш класа вара 11 шăпăрлан çеç килнĕ.
- Шел те, шкул пĕтерсен çамрăксем пурте тенĕ пекех саланса пĕтеççĕ. Ялта пропискăра тăраççĕ, хăйсем Мускава е ытти хулана çул тытаççĕ. Çавăн пек тĕслĕх нумай, - теççĕ ял тăрăхĕнче тăрăшакансем.
Тĕрĕссипе, каччăсем ашшĕ-амăшĕ чĕртнĕ вучаха сÿнтерес мар тесе тăрăшаççĕ-ха, хĕрсем пирки вара апла калаймăн.
Туй арăмĕсĕр туй пулмасть
Ĕлĕкхипе танлаштарсан туйсем те сахалрах кĕрлеме пуçланă. Çакă мăшăрлану керменне каймасăрах арлă-арăмлă пурăннипе те çыхăннă иккен. Ял-йыш хĕрсемпе каччăсем хут уйăрттармасăрах çемье çавăрнине тĕрлĕрен хаклать. Сивлекен те, ырлакан та пур. Пĕр-пĕрне юратаççĕ пулсан - пурăнччăр пĕрле, çемьерен лайăххи çук.
- Уйрăлаканни çырăннине те, çырăнманнине те пăхса тăмасть. Ытларах чухне кил-йыш эрехпе айкашнине пула арканать. Çапах та туй туса пĕрлешни гражданла мăшăрланупа танлашмасть ĕнтĕ, илемлĕрех, сумлăрах, - çапла шутлаççĕ ял тăрăхне ертсе пыракансем.
Çамрăксене пĕрлештерме
«Яла социаллă майпа 2012 çулччен аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн икĕ çамрăк специалист кăçал çурт-йĕрлĕ пулнă. Алексей Данилов «Ударник» хуçалăхра тĕп экономистра, Григорий Павлов «Çĕр улми» агросоюз» пĕчĕк яваплă пĕрлĕхре агрономра тăрăшаççĕ. Яла юлнишĕн пĕртте ÿкĕнмеççĕ, çĕр ĕçĕ килĕшет вĕсене.
Яш-кĕрĕме пăшăрхантаракан, канăç паман ыйту нумай паян. Тĕслĕхрен, кризис вăхăтĕнче еплерех пулмалла? Ку пурнăçра алă çавăрса ярас тесен мĕн тумалла?
Çавна май Йÿçкасси ял тăрăхĕнче кăçал ятарласа Çамрăксен форумне ирттернĕ. Вырăнта тымар янисемпе пĕрле хулара пурăнакансем те, студентсем те хастар хутшăннă унта. Культура, сывлăхпа медицина тавра та калаçу пынă. Çакнашкал форум питех те кирлине çамрăксем хăйсем те ăнланса илнĕ. Вăл пĕр-пĕринпе туслаштарать, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать.
Йăлкăшать вучах
Ял тăрăхĕнче пĕтĕмĕшле тăватă клуб: Йÿçкассинче, Вăрманкасра, Кивĕ Матьăкра, Анатри Панклире. Пурте ĕçлеççĕ. Ташă каçĕсем черетпе, пĕр эрнинче Йÿçкассинче, тепринче Вăрманкасра иртеççĕ.
- Шăмат кунсерен пирĕн кунта тунсăхлама вăхăт çук, клуба чылай çамрăк пуçтарăнать. Эрне варринче вĕсене хунарпа шырасан та тупаймăн. Ташă каçне таçтан та, вун-вун ялтан килеççĕ. КВН-сем, ăмăртусем йĕркелетпĕр. «Вăрманкас - SITI - 2009» конкурс уйрăмах интереслĕ, хăйне майлă иртнĕччĕ, - тет Вăрманкасри культура çурчĕн ертÿçи С.Ю.Флегентова.
Йÿçкассинчи ача-пăча ÿнер шкулĕн преподавателĕ Э.Н.Степанов фольклор вучахне сÿнме памасть. Вăлах культура учрежденийĕн пултарулăх ертÿçи те. Районти юрă смотрĕсенче темиçе хутчен те пĕрремĕш вырăна тухнă. Концертпа тата ăçта кăна çитмен-ши? Республикăри чылай районта, Ульяновскра та пулнă.
Пуласлăх...
Йÿçкасси ял тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ яш-кĕрĕм хушшинче тĕрлĕ аслă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ пухакан чылай. Тĕслĕхрен, Кивĕ Матьăкри Виктор Шапошниковпа Анатри Панклири Иван Николаев М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн студенчĕсем, Патакассинчи Александр Николаев Питĕрти Çарпа медицина академийĕн курсанчĕ.
Ял-йыш, учительсем вĕсемпе мухтанаççĕ, ăнăçлă вĕренсе тухса тăван республикăнах таврăнасса шанаççĕ. Çамрăксем Йÿçкасси тăрăхĕнче хут çинче çеç шутланса тăрсан та çуралнă кĕтесне манмаççĕ. Ан тив, сахаллăн пулччăр, форум-и е пĕр-пĕр уяв, е мероприяти ирттермелле - вĕсем яланах хастар та пуçаруллă. Пурнăç çине çĕнĕлле, урăх куçпа пăхакан яш-кĕрĕмре вăй-хăват, пуласлăх пурри сисĕнет.
Муркаш районĕ.

Е. Атаманова.