АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăм пур чух çурăм çинче тар çÿрет

28 октября 2009 г.

 «Утес» санатори ертÿçисем хăйсен ĕçченĕсене канакансемпе арпаштарнă пулас, шалу тÿлеме маннă. 157 çын умĕнчи парăм 604 пин тенке кармашнă. Склерозпа аптранă А.Федоров директорпа Е.Яковлева тĕп бухгалтера Шупашкар район прокуратурине чĕнтерме тивнĕ. Çирĕп калаçнă хыççĕн тин парăма татнă саккуна пăсакансем. Çапах Е.Яковлевăн явап тытма тивнех.

Ямăт укçа хыçтарать пуçа

Укçа чул кастарать тенĕ. Ĕç вырăнĕсĕр те, пакунсăр та хăварать иккен. Çакна Шупашкар районĕнчи Толик Хураскинчи 6-мĕш юсану колонийĕнче кĕçĕн инспекторта вăй хуракан О.Тимофеев тинех ăнланнă пулас. Шел, ытла та кая юлса.

Колони территорийĕнче вăл А.Алексеевпа, вăрă-хурахла тапăннăскерпе, тĕл пулнă. Лешĕ учреждение кĕсье телефонĕсем çитерсе пама ыйтнă, укçапа татăлма шантарнă. Тимофеев хапăлласах килĕшнĕ, ара ăна никам та тĕрĕслесе тăрас çук-çке.

Килĕшсе алă çапнă хыççăн Тимофеев Шупашкарти тĕп пасара вĕçтернĕ, Алексеев тăванĕнчен «Сони Эриксон» тата «Самсунг» кĕсье телефонĕсем, 2 пин тенкĕ укçа илнĕ. Темиçе кунран, кăçалхи июль уйăхĕнче, колонин пурăнакан зонине хайхи телефонсене вăрттăн илсе кĕнĕ те айăпланнине тыттарнă. Хытă савăннипе ытлашши хытă калаçнă-ши _ шăв-шав пуçлăхсен хăлхине те кĕнĕ. Çăмха хăвăрт сÿтĕлнĕ. Кăçалхи октябрьте О.А.Тимофеева Шупашкар сучĕ РФ УК 285-мĕш, 290-мĕш статйисен 1-2 пайĕсемпе айăпласа пысăк штраф панă, 3 çул условнăй майпа ирĕкрен хăтарма йышăннă. Право органĕнче те вăл виçĕ çул нимĕнле должность та йышăнаймĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика