АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕммĕш офис

28 октября 2009 г.

Çак паллă та савăнăçлă саманта Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче пурăнакансем тахçанах кĕтнĕ темелле. Акă тинех районта акционерсен «Раççей ял хуçалăх банкĕ» уçă пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри филиалĕн хушма офисĕ уçăлчĕ. Уява Чăваш Патшалăх Канашĕн Аграри политикипе экологи комитечĕн председателĕ Николай Малов, Хĕрлĕ Чутай район ертÿçи Александр Криков, Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская, районăн предприяти-организаци, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Офис валли ятарлă çурт çĕклесе тăккаланман. Аптекăн çурма пушă ларакан çуртне юсаса çĕнетнĕ кăна. Çапах тухăçлă ĕçлеме условисем çителĕклех: таса та илемлĕ, çутă пÿлĕмсем, оборудовани...

_ Çак офис уçăласса иккĕмĕш çул кĕтетпĕр, _ пĕлтерчĕ А.Криков. _ Малашне ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм çынсем вырăнтах кредит илме, укçа хывма, банкăн ытти пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Банк офисĕ уçăлни район экономикине те аталанма пулăшĕ.

И.Письменская та кун пирки иккĕленмерĕ. Вырăнтах укçа-тенкĕ ыйтăвне татса пама май килни пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсене вăхăтра хута яма, хушма хуçалăхсене çĕкленме пулăшать. Хĕрлĕ Чутайра унччен банкăн икĕ представительстви ĕçленĕ-ха, анчах çакă çителĕксĕрри тÿрех курăннă. Çынсен, ертÿçĕсен документсемпе Шупашкара е офис уçăлнă ытти района çитме тивнĕ. Кредита тавăрассипе те çак чăрмавах. Çулĕ вара çывăх мар. Малашне банк пулăшăвĕпе усă куракансемшĕн чăннипех çăмăллăх. Ара, банк Хĕрлĕ Чутай енне хăй «çитрĕ», ял çыннисемшĕн алăкĕсене яр! уçрĕ. Кунта малашне кредит илме, укçа хывма, ытти тĕрлĕ операци тума май пур. Çывăх вăхăтра банкомат та вырнаçтарĕç.

Çакна палăртмалла, асăннă тăрăхра Раççей ял хуçалăх банкĕн пулăшăвĕпе усă куракан чылай. «Коминтерн», «Аккозинское», «Путь Ильича», «Асамат» тата ытти предприяти банкăн чăн-чăн шанчăклă партнерĕсем. Хушма хуçалăха аталантарма вара 403 кредит, 54,8 миллион тенкĕлĕх, илнĕ. Хĕрлĕ Чутай, Акчикасси, Пантьăк, Атнар, Мăн Этмен ял тăрăхĕсенче пурăнакансем уйрăмах хастар.

_ Хушма офиссем кашни районтах пур. Чăн та, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри хушшисенче хальлĕхе представительсем ĕçлеççĕ. Çитес çул вĕсенче те уçма палăртнă, _ терĕ И.Письменская. _ Хăш-пĕр районти ял тăрăхĕсенче 15 представитель ĕçлет. Кредит илекенсен йышĕ ÿснĕ май вĕсен, ял тăрăхĕсенчи банк представителĕсен, ĕçĕ-хĕлĕ татах сарăлĕ.

Канаш, Комсомольски, Патăрьел районĕсенчи офиссем лайăх ĕçленине те палăртрĕ филиал директорĕ. Пĕчĕк районсенче _ Элĕк, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай _ офиссем тупăш кÿреймесен те малтанлăха чи кирли _ ял çыннисем, хуçалăхсем патне çул хывни.

Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕ рынокра тăхăр çул ĕнтĕ. Вăл АПК организацийĕсене банк пулăшăвĕ паракан пысăк учрежденисенчен пĕри. Кредит портфелĕн агропромышленность комплексне хывакан пай _ 91,55 процент. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ хута кайнăранпа регионри филиалĕн кредит портфелĕ 13 хут ÿснĕ. Юлашки çулсенче Чăваш Енре банкăн 19 хушма офисне уçнă. Вĕсем аван ĕçлеççĕ.

Уява пуçтарăннă çынсен шухăшĕсемпе паллаштарар-ха.

Ю.Пахинов, филиалăн Хĕрлĕ Чутайри хушма офис ертÿçи: «Пирĕн районта халăха, предприяти-организацие банкăн пулăшу ĕçĕсене туллин тивĕçтерекенни _ Перекет банкĕ çеç. «Агрокредит», «Согласие» банксем пур-ха, анчах вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ ансăр. Çавăнпа офис кирлех. Тата пирĕн тăрăхра Раççей ял хуçалăх банкĕн пулăшăвĕпе усă куракан чылай. Коллектив пухнă, пурте тĕрĕслев витĕр тухнă. Çанă тавăрса ĕçлемелле кăна».

Н.Лисаев, «Дар-Бройлер» пĕрлешÿ ертÿçи: «Предприятие аталантарма эпир те банкран кредит илнĕ. Анчах вĕçĕм Етĕрнене е Шупашкара çÿреме тивнипе кансĕрччĕ. Халĕ ыйтăва аякка каймасăр вырăнтах татса пама май килни савăнтарать».

В.Романов, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: «Пирĕн ял тăрăхĕ районта чи пысăкки. Нумайăшĕ уйрăм хуçалăх тытать. Наци проекчĕпе çăмăллăх кредичĕ илсе выльăх-чĕрлĕх, техника туянаççĕ, вите-сарай çĕклеççĕ. Çынсене пулăшма çăмăллăх кредичĕ пирки ăнлантаракан ятарлă стенд йĕркеленĕ. Специалистсем те çыхăнса ĕçлеççĕ халăхпа. Çавăнпа пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ учреждени уçăлнăшăн питĕ кăмăллă».

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика